Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Тани Юн пултарулӑх ҫулне пуҫланӑ ялта асӑну хӑми уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 02.02.2015 10:58 | 2264 хут пӑхнӑ
Персона

Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкул ҫине юнашар ялти Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш киноактрисин Тани Юн ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Тани Юн (Максимова-Кошкинская) (28.1.1903–6.10.1977) паллӑ ҫыравҫӑ, драмтеатр артистки, куҫаруҫӑ «Чӑвашкино» студире ӳкернӗ чылай чӑвашла фильмсенче паллӑ рольсене ӑсталанӑ. Чи пӗрремӗш хут сцена ҫине вӑл Палтайра 1920 ҫулта Н.Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» пьесӑра тухнӑ. Ку вӑхӑтра Тани Юн Етӗрнере вӗреннӗ, ӑна Палтай ялне хутла пӗлменнисене хутла вӗрентме янӑ пулнӑ.

Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Н. Маловпа В. Павлов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ В. Кузьминпа унӑн ҫумӗ А. Иванова, республикӑри кинематографистсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ультиар Цыпленков, киноархив директорӗ А. Белов, Чӑвашдрамтеатр артисчӗсен ушкӑнӗ, вӗсем хушшинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ С. Березкина сӑвӑҫ, Етӗрнери тӗп вулавӑш директорӗ Н. Долгова тата вырӑнти халӑх хутшӑнчӗ.

С. Березкина хӑйӗн тӑванӗсем пирки ӑшшӑн аса илчӗ, хӑйне те сӑвӑсем ҫырма Тани Юн пурнӑҫӗ хавхалантарни пирки пӗлтерчӗ. Палтайри Валерий Муравьев ҫыравҫӑ тата ку шкулти вӗренекенсем Тани Юна халалласа ҫырнӑ хитре сӑвӑсемпе пухӑннисене савӑнтарчӗҫ.

Шел те, асӑну хӑмине вырӑсла кӑна ҫырса хатӗрленӗ. Ӑна ӑсталакансем Тани Юн пӗтӗмӗшле илсен чӑвашла спектакльсенче ҫеҫ вылянине шута илмен пулас.

#Палтай, #Етӗрне районӗ, #асӑну хӑмисем, #Етӗрне, #академи драма театрӗ

 

Комментари:

Agabazar // 1098.06.9305
2015.02.02 13:17
Agabazar
Ку асӑну хӑмине те вырӑсла кӑна ҫырнӑ иккен. Актриса ятне виҫ-тват хутлӑн ҫырса пӗтерни те килӗшмест. Тани Юн тени те ҫителӗклӗ пулмалла. Юрататпӑр уни-куни "сӳпӗлтетме"....
Мӗншӗн пӗрремӗш чӑваш киноактриси? Иккӗмӗшӗ кам? Виҫҫӗмӗшӗ кам? ...Ҫӗрмӗшӗ кам? ....Пинмӗшӗ кам? Мӗне кирлӗ вӑл ҫынсене концлагерьти пек номерлесе тухни?
Agabazar // 1098.06.9305
2015.02.02 13:17
Agabazar
Кунта та каярахпа тен мӗн те пулин ҫырса хурӑп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем