Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Волков Александр Иванович

Волков Александр Иванович — чӑваш ҫыравҫи. 1946 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Этменре ҫуралнӑ. 1991 ҫулта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Вӑтам шкул хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх институтӗнче, унтан И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Хурӑнлӑх вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Чӑвашрадиора кайран ҫамрӑксен валли хатӗрленӗ передачӑсен редакторӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Молодой коммунист» хаҫатра, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналта редактор вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Ентешсем» (1984);
  • «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» (1987);
  • «Ахрӑм» (1989).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-10 13:43:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1650 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org