Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртЛаохКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеТĕлĕнтермĕш юмахсемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЙӳçĕ кулă

Мĕн пулчĕ-ши?


Мĕн пулчĕ-ши, Çĕршыв, сана —

Хавшатрăн улăп пек вăйна?

Те куçăхтарчĕç ют туссем,

Пуянлăхшăн çунакансем?

Пуян пулсан та, чухăн эс,

Çынсем кăнттам, çынсем çиллес.

Хăр-хар тăваççĕ ним çукран,

Сăмах чĕнмешкĕн аптăран.

Çĕршыв, мĕн пулчĕ-ши сана,

Тăрантараймастăн халăхна?

Ĕрчерĕç тĕрлĕ йăх-яхсем,

Вăр-хурахсем, пусмăрçăсем.

Вакла-вакла патшалăхна,

Сумсăрлатасшăн халăхна.

Çап-çут тăваççĕ хыснуна,

Епле сисместĕн эс çавна?

Хаксем кармашрĕç тӳпене,

Илеймĕн нимĕн кирлине...

Мĕн пулчĕ-ши сана паян,

Хăçан-ши пулăн эс пуян?

Иртеççĕ ларусем вĕçрен,

Усси çаплах çукрах вĕсен.

Кунран-кунах улшăнусем, —

Кăмпа пек шăтрĕç ушкăнсем.

Витĕнекен утиялне

Кашни туртасшăн хăй енне.

Ăçта пырса тухас капла?

Итле, Çĕршывăмçăм, кала!

Кĕрлет, пасарти пек, шăв-шав,

Усси... Усси сахал-ха, ав.

Хĕрарăм куççулĕ


«Арçын алли кирлех çав», — теççĕ,

Арçынсăр юлнă кил-çуртра.

Вăй çитменнишĕн тертленеççĕ,

Вăйне ыйтаççĕ Турăран.

 

Хĕрарăм юхтарать куççулĕ,

Ытла хатарлă ун шăпи.

Савни çухалнă вăрçă çулĕ, —

Çапах кĕтет-ха Салампи.

 

Иртет сисмесĕрех хĕл кунĕ,

Сад пек чечекленет тĕнче.

Пурнасшăн халăхĕ, чĕрчунĕ

Хĕвелĕн ылтăн карринче.

 

Анчах хĕрарăмăн телейĕ

Арканнă иртнĕ вăрçăра.

Эс ху та, тантăшăм, пĕлетĕн, —

Юратнă çын пурнать чунра.

«Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм...»


Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм,

Ăçта кăна çитмен санпа,

Ачалăхри майлах йăпантăм

Эс сунакан малашлăхпа.

 

Ялан-ялан ырра кĕтетĕп,

Ура хурсассăн та усал,

Ăсчахсене телей пиллетĕп

Хам ятăмпа пĕрер мăскал.

 

Çип пек татăлмасан кун-çулăм,

Пурнасчĕ çутă ĕмĕтпех:

Çĕклентĕр шухăш, çиçтĕр сывлăм,

Кĕтрет саманинчи пекех.

«Ан йĕр...»


Ан йĕр... Çулсем ахаль иртмерĕç:

чун хытрĕ, сӳнчĕ куçăн хĕмĕ.

Ан ĕсĕкле. Мана илтмен эс,

ман чи çурхи те кăлăх ĕмĕт.

 

Юлсамччĕ юррăн та юмахăн.

Каçартăм ултавна, лăплан эс.

Ӳксе çухалас умĕн манăн

ӳпкевĕм çук, пур кăшт кулянăç.

 

Хĕвел те лешĕ мар халь, урăх.

Чие те çĕнĕ çеçке çурнă.

Хальхи хĕре мĕскер вăл уйăх,

укçа — асамлă та çап-çутă.

 

Юратнă ятсене чĕнетĕп.

Чылайăшне эс те пĕлен-тĕр.

Пĕр сана çеç савманччĕ эпĕ,

пĕр эсĕ ĕмĕрлĕх пĕртен-пĕр.

 

Санпа татах чуна йăпатăп.

Чăнах-ши пулчĕ ĕмĕт кăлăх?

Каллех, ак, çамрăк та айван эп

çурхи каçра — пĕччен те тăлăх...

Кĕçтукпа Кĕтерук


Кĕтеруксен каçăр качаки Кĕçтуксен картине кĕтесри калиткерен купăста кăшлама кĕнĕ. Качакана Кĕтерук курнă, катаранах кăшкăрать: «Кай кунтан, кутăнскер!» Качака каймасть, кутăнлашать. «Каятăн-и каялла, каймастăн-и?» — каллех кăшкăрать каччă. Кăмăлсăрланать Кĕçтук: «Кĕтерук, качакуна кăларатăн-и, кăлармастăн-и?»

— Кăларăп-ха, кăларăп, — Кĕçтукран кулать Кĕтерук.

Каярахпа Кĕтерук купăста кăшлакан качакине картаран кăларчĕ, килне кайса кăкарчĕ.

Кĕтерукпа Кĕçтук кутăн качакашăнах кăмăлсăрланмарĕç, курнăçсанах кăвăл кăвакарчăнла кăмăллăн кулчĕç, килĕштерчĕç.

Ăс кĕмен çамрăксене


(Нумай амăшĕсен калаçăвĕ тăрăх)

 

Хăлхуна чиксемччĕ, çамрăк çыннăм,

Эп паян каланă сăмаха.

Амăшĕ тарăхнипе эп çыртăм,

Пытарас килмерĕ чăнлăха.

«Кив патак пекех авса, шарт хуçрĕ, —

Терĕ вăл, — ача кăмăлăма.

Эп тăваймăп чĕререн çут хурçă

Ватăлсан та уншăн мул пухма.

Çухалать вăл таркăнла, хыпарсăр,

Вак-тĕвек ĕç тупнă вăхăтра.

Чун-чĕрӳ чăтаймĕ çав çунмасăр,

Чĕптĕм пулăшмасть хуçалăхра.

Паянхи кунпа çеç пурăнасшăн,

Çĕтнĕ унăн пурнăç кĕнеки;

Ĕçкĕ-çикĕре телей тупасшăн

Ăсĕ-пуçĕ çăмăлттай пирки.

Çынран ĕмĕр пулăшу кĕтсессĕн,

Хăнăхсассăн ямăта кăна,

Сăнă пек чĕлхи те сӳсленсессĕн,

Ватăлсан хăй курĕ ман куна...»

Ырă-и, усал-и — пурпĕр хăйĕн,

Амăш чĕринче вăл яланах.

Кирлĕ кил-çуртра арçыннăн вăйĕ,

Ывăлĕ ăнлантăрччĕ çавна.

Ĕç тĕлне пулсан...


— Ху калан «вăйсем пĕтеççĕ»...

Сакăрвуннă тултаран.

Апла мĕншĕн, асаттеçĕм,

Йывăç çулсерен лартан?

— Итлесем мана, мăнукăм,

Тимле ватă сăмахне.

Çывăрсан иртмест-çке кунăм,

Эпĕ тупнă ĕç тĕлне.

Ешĕл йывăçсем илемлĕх

Кӳрĕç тетĕп таврана.

Шăрăх чух, çулла пит меллĕн,

Сулхăнра ларса канан.

Йывăç айĕнчи çăл шывĕ

Пăл-пăл-пăл! палкать, куран.

Çӳресен хальхи пек сывă

Лартăпăр татах йăмра.

Çын, тупсассăн ĕç тĕлне,

Тăрăшать-çке кулленех.

Çавăнпа та ачаран

Ĕç тĕлне илен.

Ĕç çăкăр ыйтмасть санран,

Ĕç — телей пиллет.

«Уй варринче ларатчĕ ват юман...»


Уй варринче ларатчĕ ват юман.

Çулçи ун çукчĕ, хуçăкчĕ тăрри?

Вилес чуна чĕртессĕм килчĕ ман:

Ан тив, тепре яш ĕмĕр куртăр-и?

 

Çилпе пĕр шăхăран та пĕр улан

Хăвăл ăшне хурсассăн чĕреме

Çӳлте кăранклатан хура çăхан

Уй талккăшне ăсанчĕ йĕрлеме.

 

Çĕр сипетне тутаннă туратсем,

Хăмла пек ашкăруллă ешерсе,

Юрла пуçларĕç савăк юрăсем

Чăн чĕрĕлнин вăйне хисеплесе.

 

Эй, халăхăм, çич сулнăклă çулпа

Ута-ута, куратăп, ывăнан.

Ват юмана çамрăклатан халпа

Сана хевте-сăмах кӳресчĕ ман.

Шур çăмха


Вĕçтерсе пырать уй урлă

Кăлтăр-кăлтăр шур çăмха.

Çулĕ — сăрт, çырма та шурлăх,

Çамкинче ун — ыр тăмха:

 

Аякри тăван хыпарĕ,

Паллă мар савни сасси,

Хурăнташлăх пархатарĕ,

Сарă кун таврăнасси.

 

Ассинчен асли пуласлăх,

Чăваша çĕклет çунат,

Йывăрпа ĕшеннĕ халăх

Çĕнĕ вăй тупас хăват...

 

Чип-чипер чупса пыратчĕ

Кăлтăр-кăлтăр шур çамка,

Çил ачи те çул паратчĕ,

Пăрăнатчĕ пур тумхах.

 

Ним сисмен çĕртен, сасартăк,

Çырмаран е чăтлăхран

Сиксе тухрĕ тем амакĕ,

Пычĕ çапрĕ çамкаран.

 

Çиçĕм çиçрĕ, ăн çухалчĕ,

Кайса ӳкрĕ ыр тăмха.

Хăш синкер килсе çыхланчĕ?

Хăш синкер? Хура çăмха!

Кит хырăмĕнче


Пĕррехинче эпĕ Лăпкă океана кайрăм. Шыва кĕтĕм. Шыва кĕнĕ чухне пысăк кит мана çăтса ячĕ. Халĕ мĕнле тухас? Эпĕ кит хырăмĕнче Çĕнĕ çул ирттертĕм. Унта ман пек ачасем чылай иккен, вĕсем пурте нимĕçле калаçатчĕç. Мана вара Хĕл Мучи нимĕçле калаçма пĕлменшĕн хăйĕн асамлă туйипе çапрĕ. Эпĕ вара чăвашла мар, нимĕçле калаçма пуçларăм. Каç пулчĕ, эпир çывăрма выртрăмăр. Кайран кита такамсем тытрĕç. Вĕсем китăн хырăмне касрĕç. Кит хырăмĕнчен эпир сиксе тухрăмăр. Эпир индеецсем патне çаклантăмăр иккен. Пире индеецсем, выçса кайнипе, пĕçерсе çирĕç. Эпир вара çут тĕнчерен уйрăлтăмăр. Тепĕр кун кравать çинче тĕрĕс-тĕкел вăранса кайрăм. Тĕлĕк çеç курнă эпĕ. Уншăн питĕ савăнтăм.

■ Страницăсем: 1... 463 464 465 466 467 468 469 470 471 ... 796