Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиЛаохЫлтăн вăчăраÇич çунатлă куракХусанШăплăхри аслатиҪавраҫил

«Çӳл пĕлĕтпе ман хушăра çăхан...»


Çӳл пĕлĕтпе ман хушăра çăхан,

хура çăхан вĕçет, чӳхенкелет,

эп пĕтессе вăл тахçанах чухлать,

текех пулаймасса аван пĕлет.

 

Çак пурнăçпа ман вилĕмĕн хушши

çинçе çип пек, пăчлантăм эп унта.

Курмарăм çын ăшши те чун ăшши,

тек куртăм сивĕ кăмăл та ултав.

 

Тек куртăм мăшкăл çывăх туссенчен.

Пĕри те ыр сунмарĕ иçмасса.

Ун пек чухне, йăшса пуç усиччен,

тĕв ту чунна нихçан та уçмасса.

 

Чуна уçмасăр йывăр пурăнма,

уçсан пушшех те йывăр, май та çук.

Каçарччĕ, пурнăç, кĕтĕм парăма.

Пулмарăн, пурнăç, ырă, пыл та çу.

 

Эс иртрĕн... Ав хура çăхан вĕçет

масарпала ман хушăра ирех.

Эс иртрĕн-ши вара веçех-веçех?

Иртех, мана çак халĕ пурпĕрех.

 

Ăнлантăм эпĕ пурăнăç мĕнне,

вăл темех мар, суеçĕ, савнă тус.

Ăнлантăм эпĕ пурăнăç хакне,

вăл хаклах мар, ун хакĕ виçĕ пус.

 

Пупсем Турра хушаççĕ юратма.

Хăй юратать-ши? Тем тăвас капла?

Те ман пуçлас халь кĕлĕ янратма?

Малалла

Упăшки те арăмĕ


Упăшки те арăмĕ — çепĕç сăвă ярăмĕ.

Упăшки те арăмĕ — янкăс юрă çаврăмĕ.

 

Лайăхчĕ-çке, лайăхчĕ, кунĕ, каçĕ лайăхчĕ,

Икĕ савăк чĕрере пĕр хитре патшалăхчĕ.

 

Сар хĕвел пек ачисем — чĕвĕл-чĕвĕл кайăкчĕ,

Сăмаххи те юмаххи — сарă пылпă кашăкчĕ.

 

Пирĕшĕ те арăшĕ — те куккук, те карăш-ши, —

Пирĕшти уявĕнче шуйттансем ташларĕçĕ.

 

Типрĕç ларчĕç харăссăн хурами те каврăçĕ,

Упăшки те арăмĕ уйрăлчĕç те кайрĕçĕ.

«Пиçĕ çĕмĕрт касрăм, ухă аврăм...»


Пиçĕ çĕмĕрт касрăм, ухă аврăм,

Кĕр çиппинчен хирлӳ кантри яврăм.

 

Йĕппине вучах чĕртсе туптарăм,

Чĕререн хĕм кăларса хăйрарăм.

 

Ĕç пĕтсен вышкайсăр хаваслантăм,

Çумăмра вылярĕ ик çунатăм.

 

Тимĕр кăвак утăма утлантăм,

Ял вĕçĕнчи ту çине хăпартăм.

 

Ши! çеç кайрĕ манăн вичкĕн сăннăм,

Каялла анмарĕ çилхăванăм.

 

Мĕн çухатрăм тетĕп, ӳкĕнетĕп, —

Яшлăха иккен çухатнă эпĕ.

Тунсăх


Шăнкăрав пек уçă саслисем,

Шăпчăк евер юр юрлакансем,

Эп сире вĕрентне, чĕппĕмсем,

Тунсăхлатăп сирĕншĕн куллен.

 

Чĕререн юратнипе сире,

Шав шыратăп сăнӳкерчĕкре.

Хăш-пĕрне паллаймăп пурпĕрех,

Юнашар утсан та чиперех.

 

Сирĕнпе эп халь те тĕлĕкре, —

Партăсем шпал еверех — ретрен...

Виç çул ларнă Уçăп пĕлменрен

Тарăхатăп, амăш пек, эре:

 

«Уçăпăм, тархасшăн, ан ӳркен,

Аслă эсĕ ыттисем пекех.

Пĕлӳ çитмесен те хальлĕхе,

Тăрăшма пĕлсессĕн - çын пулан...»

 

Шăнкăрав пек уçă саслисем,

Шăпчăк евĕр юрлаканнисем,

Эп сире вĕрентнĕ, чĕппĕмсем,

Тунсăхлатăп сирĕншĕн куллен.

Кушак


Пурăннă тет пĕр кушак. Кушакăн пĕччен пулнипе тус тупас килнĕ тет. Акă кушак тус тупма каять. Тĕл пулать тет автана: «Автан, эсĕ ăçта каятăн?» — тет кушак. — «Тус шырама», — тет автан. Кушакпа автан туслашаççĕ. Уйăх иртсен кушак автанран ыйтать тет: «Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн?» — тет те, автанĕ калать: «Авăтма пĕлетĕп», — тет. Автан хытă авăтса ячĕ те, кушакăн хăлхи çурăлса кайрĕ тет.

«Хуйха ӳкрĕм эп — çынсем лайăхланмарĕç...»


Хуйха ӳкрĕм эп — çынсем лайăхланмарĕç

çак эп пурăннă кун-çулăн тăршшĕнче.

Те ăнланчĕç кăшт, те пач та ăнланмарĕç —

вăхăтлăх кăна этемшĕн çут тĕнче.

 

Вăхăт тăхтамасть вăл — пӳлейместпĕр

ним туса та ун çулне эппин.

Çав кĕске куна-çула та пĕлейместпĕр

этемле савма та пурăнма эпир.

 

Çынна çын унччен те —

кашкăр, халь те — кашкăр.

Кашкăр çеç-и, тигр, крокодил.

Хыпса çăт ăна, пĕтер, ан каçтăр

ырă куналла этем, ан куртăр пил.

 

Кĕвĕçсе те кураймасăр ура хур та,

персе ӳктĕр, ĕнсе хуçтăр хăрушла.

Вара пулĕ çакă мăшкăл, çакă хурлăх

чăн çынла та чăн-чăн чăвашла.

 

Хуйха ӳкрĕм эпĕ, хуйха укрĕм питĕ,

иртес çук ман хуйхă хам мĕн виличчен.

Пурте, пурте кăлăх пулчĕ: кӳренни те,

хуйхăрни те — пурнăç тăршшĕнче...

«Куратăн-и, тĕнче епле асать?..»


Куратăн-и, тĕнче епле асать?

Илтетĕн-и, çилсем епле йĕреççĕ?

Сисетĕн-и, кун çывхарать, чĕреçĕм?

Çитет те кун, каятпăр уйрăлса,

яланлăха каятпăр, йыт çиесшĕ!

 

Çапах эп çав куна та ыр сунатăп.

Сана эп хыт саватăп, çут тĕнче.

Çурхи асамлă уйăх çутинче

садра пĕччен пушшех те хыт саватăп —

чун лăпланса пур хуйăх çĕтиччен.

 

Яш чух çеç мар, ялан çапла, ялан.

Çурхи çеç мар, кĕрхи тĕнче те ырă —

пылчăк çăрса-и, юр ашса-и пырăп,

пĕрех ятлаçмăп, кăмăл тулĕ ман,

малтан пĕтеслĕх мар, пĕтмеслĕх шырăп.

 

Пĕтмеслĕх вăл хĕвеллĕ юрату!

Юратура кăна пĕртен-пĕр çăлнăç.

Пĕртен-пĕр çăлнăç вăл, пĕлетпĕр, пурнăç.

Апла тăк тăшманна та ырă ту,

юрат ăна, кăвар чĕреллĕ юрăç!

 

Ун чухне çеç çап-çутă, тап-таса

чун пирĕн, çук асаплă кун чĕрешĕн.

Мĕнех — тăман асать, çилсем йĕреççĕ,

кун çывхарать... Каймастпăр уйрăлса,

кайсассăн та каймастпăр, йыт çиесшĕ...

Пĕр тĕпренчĕк телейшĕн


Кĕркунне çулçăсем çĕр тĕспе

Кĕрхи çилĕн сивлек ăсĕпе

Хĕвĕшсе, çаврăнса тăнă евĕр

Хĕвĕшеççĕ çынсем çĕр çинче.

Парнелет вĕсене çут тĕнче

Терт те ырлăх, тискерлĕх те евĕк.

 

Пурнăçне пурăнаççĕ çынсем,

Виличчен тăрмашаççĕ вĕсем

Ку енчи ырлăха ас тивесшĕн.

Кун та, çул та пит хăвăрт иртет,

Ак, кун-çулĕ этемĕн пĕтет.

Ют халь çакă этем çут тĕнчешĕн.

 

Час-часах вĕрентеççĕ пире:

«Ан васка кĕриччен эс çĕре

Нихăçан ырлăх-пурлăх курмашкăн.

Турĕ чунлă, таса халăха

Илсе кайĕç ун чух çăтмаха

Ӳлĕм ĕмĕр телейлĕ пулмашкăн».

 

Асанаççĕ куллен йышпала...

Пĕлтерӳ-хыпарпа каялла

Çук, пĕри те килмерĕ-çке темшĕн.

Кунти пек тискерсем, суеçсем,

Чуна сутăн илен пуянсем

Унта пур-ши?

Май çук-çке пĕлмешкĕн.

 

Чухăнни чухăнах юлайсан,

Асапли асапнех çакайсан,

Пуянни мулпалах алхассассăн,

Юнĕçен çав-çавах иртĕхсен,

Ăссăрри ăслине пĕтерсен,

Леш тĕнче те ырах пулмĕ саншăн.

Малалла

Улăхра шухăша кайни


1

Пин-пин чечекĕпе куçа шартса

Тĕлкĕшекен вут-хĕмлĕ улăхра

Çӳренĕ чух

Пĕр чечекне татса

Эп илтĕм: пултăр терĕм асăмра.

 

Сăрта хăпартăм.

Кăпăшка çерем

Çул хыççăн кăшт ларса канма аван.

Васкавлăрах тапать иккен чĕрем,

Туять иккен вăл çӳллĕ сăрт-тăва.

 

Ман аллăмра чечек.

Имшер кăна!

Кăвак куç пек вăл кăмăллăн пăхать.

Пит пĕчĕккĕ.

Çавах ман ăс-тăнра

Тем тĕрлĕ шухăш тĕввине çыхать.

 

Имшер кăна, çӳхе кăна чечек!

Пĕрулăхрах усеççĕ-çке ун пек

Ытти пиншер-пиншер тантăшĕсем,

Çав улăхăн кăвак лĕпĕшĕсем.

 

Таçти-таçти тĕнче уçлăхĕнче

Çӳреççĕ пуль çĕмрен-ракетăсем.

Шалт тĕлĕнет халь вĕсенчен тĕнче,

Кӳреççĕ шик те савăнăç вĕсем.

 

Анчах туятăн:

Çав «çĕмренсене»

Ăсталакан тĕлĕнмелле çынсем

Ак çак имшер кăна чечексене

Тăваймĕç — пар эс хăть триллионсем.

 

2

Ӳсет туна.

Хăй вăхăчĕ çитсен,

Малалла

Кушак шăшие мĕншĕн хăвалать?


Пĕр уйра шăши çури пурăннă. Тусĕсем пулман пирки вăл пĕчченех уй тăрăх чупнă, никампа та хутшăнман.

Пĕррехинче çакскер тус шырама кайнă. Уй хĕррипе утсан-утсан пĕр пысăк хапха умне çитнĕ. Кил хуçи шăпах урама тухнă иккен.

— Эсĕ кам? — тĕлĕнсе ыйтнă шăши. Çын малтанах нимĕн те асăрхаман.

— Эсĕ кам? — каллех ыйтнă шăши.

Виççĕмĕш хут чĕнсен çеç этем шăши çурине асăрханă.

— Эпĕ этем, эсĕ ху кам?

— Эпĕ шăши çури, тус шырама тухрăм. Эпĕ санăн тусу пулам-и?

— Юрать, пулах. Юлташ пурри пăсмасть.

Вĕсем пĕрле пурăнма пуçланă. Шăшие кунта питĕ килĕшнĕ. Кунĕн-çĕрĕн чупса çӳренĕ вăл, çĕнĕрен-çĕнĕ шăтăксем тунă, кĕçех кил хуçин тырă миххисене те шăтарма пуçланă, Кил хуçи çывăрма выртсанах шăши калла-малла чупнă, тырă вăрласа çинĕ. Çакă этеме килĕшмен, питĕ тарăхтарнă. Вăл шăшие хăйĕн килĕнчен хăваласа янă. Вăл каялла таврăнасран кушака хурал тăма хушнă, хăйма çитерме шантарнă.

Шăпах çакăнтан кушак шăшие хăвалама пуçланă.

 

* * *

Кушак ним тума аптранипе тус шырама тухрĕ тет. Йытă патне çитсен, ăна юрласа пама ыйтать. Вăл юрланине килĕштермест. Йытă тарăхсах каять, кушака хăваласа ярать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 464 465 466 467 468 469 470 471 472 ... 796