Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТанатаҪул юлташӗАтăл шывĕ юха тăратьСинкерПĕчĕк патшалăхЮрату ҫӑлкуҫӗПепке çуралсан...

«Ах, иртнĕ кун!..»


Ах, иртнĕ кун! Вăл ванчăк кĕленче!

Эп ун çинче çара уран тăраттăм:

Умра йăлтăртатсан çĕн тĕссемпе тĕнче,

Ярса пусма, мала утма хăраттăм.

 

Ах, иртнĕ кун! Вăл асăнмалăх юлнă:

Юратăва çухатрăм пулĕ эп.

Шап-шурă тĕтрепе тавралăх тулнă —

Ăна хĕвел сирессине кĕтеп.

 

Тĕтрелĕхре хуллен куç уçрĕ çутă:

Ку эп курма юратнă çăлтăрсем.

Халь кирлĕ юлашки, хăюллă утăм,

Вара кĕрет ман ытама илем!

 

Чĕре кĕсли салхулăх кĕвĕленĕ

Кунсен серепине татса,

Çĕнелнĕ туйăм вăрттăн тĕвĕленнĕ...

Тăрать ун вăйĕ иксĕлми тапса!

 

Арша пек ирĕлсе, çухалнăччĕ чĕтрев.

Чĕрем каллех унпа телейлĕн тулнă.

Туятăп, сирĕлет иккĕленӳ-тĕтре.

Эпир санпа яланлăхах тĕл пулнă!

«Тусăмсем калатчĕç...»


Тусăмсем калатчĕç: вăл хитрех те мар.

Эппин, мĕншĕн, мĕншĕн чĕртрĕн шел кăвар?

Тусамсем хурлаччăр — пурпĕр эс чипер,

çавăнпах пуль карăнчĕ чĕнтĕрлĕ кĕпер.

 

Сăнпалан та мар пуль çын çынна савать,

юрату çĕклет те пĕкĕлле авать.

Авăнмарăм халсăр эс юратманран —

чунăма чӳхерĕм эп тасалăхра.

 

Никампа тавлашмăп эс хитри çинчен —

чун илемĕ çук-çке çыннăн сăнĕнче.

Нефертити бронза çиçĕмле шартмасть,

кам пĕрре çеç курнă çав ăна манмасть.

«Ан тив, тĕнче вĕç-хĕрсĕр пултăр...»


Ан тив, тĕнче вĕç-хĕрсĕр пултăр,

пĕрех хисепсĕр çăлтăр хушшинче

пулсассăн эс пĕртен-пĕр çутă,

сана эп уйăратăп вĕсенчен.

 

Пĕлетĕп, асамçă — кибернетика,

«паллаççĕ» роботсем пиншер тĕсе.

Анчах та тутасем пăшăлтатаççĕ

«Сана ман пек нимскер туймасть» тесе.

 

Кашни çынна чĕнме ятсем паратпăр,

сăмах çитет пур курăк-чĕрчуна.

Мĕнпур сасран, темле япаларан та

ман уйăрса чĕнес килет сана.

Динозаврпа çапăçрăм


Пĕррехинче эпĕ вăрмана кайрăм. Унта пĕр йывăç патĕнче динозавр çăмартисене куртăм. Вĕсен сарлакăшĕ — виçĕ метр. Пĕр çăмарти çурăлма пуçланă. Çав вăхăтра ман кĕсьере çилĕм пулнă иккен. Динозавр çури çăмарта хуппине çурса çут тĕнчене тухрĕ. Эпĕ унăн вырăнне шала кĕрсе лартăм та хуппине çыпăçтарса хутăм.

Динозаврăн амăшĕ килсен хăйĕн çурине курчĕ, анчах хуппине асăрхамарĕ. Вăл кашни çăмартине шăршласа пăхрĕ. Эпĕ кĕрсе ларнă çăмартана çăварĕпе тытрĕ те силлерĕ. Эпĕ çăмартаран тухса ӳкрĕм. Кайран динозавр çăварне çыпăçтарса хутăм та тарма пуçларăм. Динозавр пĕтĕм вăйран çăварне уçрĕ те манăн хыççăн чупма пуçларĕ. Хăваласа çитсен ман çине урипе пусса лартрĕ. Эпĕ ӳкрĕм.

Выртнă чухне хамăн пĕчĕк алăпа унăн урине хуçса пăрахрăм. Динозавр макăрма пуçларĕ. Эпĕ çав вăхăтра ура çине сиксе тăтăм та часрах килелле вĕçтертĕм...

Эпĕ хăранипе кăшкăрса вăранса кайрăм. Ку хăрушă тĕлĕк çеç пулнă иккен.

Вăрах йĕркесем


Чӳрече умĕнче,

Ерипен хуралса,

Çутă сӳнчĕ.

Хĕвел анăçĕнче

Çулăм йĕрĕ çунса

Алă сулчĕ.

Çĕр-анне сывлăшне

Каç ачаш алăпа

Саркаларĕ,

Юханшыв леш енне

Харăс çутнă вутпа

Саламларĕ.

Çулăм йĕрĕ сӳнет...

Çăлтăрсем çеç çиçсе

Йăлтăртатрĕç.

Уçă кантăк тимлет.

Çутă кулă чĕнсе

Шăнкăртатрĕ...

«Турăран ан ирт эс, чар хăвна, хăра...»


Турăран ан ирт эс, чар хăвна, хăра.

Çын чунне сиплет вăл тытăнса тăни.

Чи аван поэзи — шăплăх чунăмра...

Йăлăнни — чи лайăх шăплăх, йăлăнни...

 

Пирĕншĕн чи лайăх кĕлĕ — ӳкĕнни.

Ыйтмасассăн каçару вăл — кăлăхах.

Турă умĕнче чи лайăх курăнни

Вăл — эпир путни таса йăвашлăха.

 

Тĕлĕнтермĕш турăш — «Кăмăл çемçелни»,

Эп путатăп шăплăхăн вăрттăнлăхне.

Чи çӳлти шайри поэзи — йăлăнни,

Ӳкĕнĕç куççулĕ çутăр ун çулне.

Чăваш хĕрарăмне


Аннене, Мария Васильевнăна, халалласа...

 

Чăваш хĕрарăмĕ, кун-çулу санăн

Иртет пĕр сисĕнмесĕрех ялта.

Татти-сыпписĕр ĕмĕрне васканă,

Çулсем нумайăшĕ халь хыçалта.

 

Тул çутăлмасăрах ĕне сăватăн,

Ăна кĕтӳ кайма ĕлкĕртмелле.

Чупса çул майăн вунă ĕç тăватăн,

Кил-çурт ăшне тирпей те кĕртмелле.

 

Çемье шăп çывăрнă чух пĕçеретĕн,

Апат çимесĕрех юлан пуль ху.

Ăçтан-ха мĕнпурне эс ĕлкĕретĕн?

Хăш вăхăтра канатăн? Çук ыйху.

 

Килти ĕçӳсене никам хаклаймĕ,

Кунран-кун çук вĕсен вĕçĕ-хĕрри.

Нимле пуян та тӳлесе татаймĕ,

Пĕри пĕтмен — кĕтсе тăрать тепри.

 

Килте пĕр çаврăнăш тапăртатсассăн,

Ĕçе васкан. Чăваш кĕпи арки

Ваштăртатать çил майăн кассăн-кассăн,

Питре — ирхи хĕвелĕн пайăрки.

 

Ĕçре те арçынпа пĕр тан ĕçлетĕн.

Пĕр тан кăна-и? Чĕкĕнтĕр хирне

Чĕркуçленсе тухатăн, тирпейлетĕн.

Çемйӳшĕнех хавшатнă чĕрӳне.

 

Ялта сан ĕçлемен ĕçӳ юлман-тăр,

Малалла

Чăваш халăхĕ — паттăр халăх


Пĕтĕм тĕнче чапĕ эпир,

Чĕрере хĕлхем вылять.

Авалхи янрав чĕлхемĕр

Атăл тăрăх ян каять.

 

Хушса юрламалли:

Чăваш халăхĕ хăватлă,

Нухрат — пăлхар йăхĕнчен.

Илсе килчĕ Николаев

Салам çут çăлтăрсенчен.

 

Миçе хут тăшман килмен-тĕр

Чăваша чура тума.

Тимĕр кĕпепе вут витĕр

Тухнă хирĕç аркатма.

 

Вăл кĕрешнĕ арслан евĕр,

Сыхласа Пӳлер çĕрне.

Ылтăнпик юрланă кĕвĕ

Кĕрсе юлнă чĕрене.

Апельсин йывăçĕ


Пĕррехинче эпĕ пасартан пĕр апельсин туянтăм. Кăмăлласах, юратсах çисе ятăм. Вăррине пахчана тухса акрăм. Пĕр кунтанах манăн апельсин шăтса тухрĕ. Хам тĕлĕннипе тарласа кайрăм. Пĕр апельсинне çыртрăм, мăйрака шăтса тухрĕ. Теприне çыртрăм, сурăх пултăм. Халь мĕнле çын пулас? Асамçă патне кайрăм. Вăл мана темĕнле патак тыттарчĕ, анчах та унпа еплерех усă курмаллине вĕрентмерĕ.

Ман унпа хама ăçтан тĕкмелле? Ураран çапрăм — автан пултăм, пуçран çапрăм — вăкăр. Хырăмран çапсан тин çын пултăм.

Киле таврăнсан, урăх никам та ман нушана ан куртăр тесе апельсин йывăççине касса пăрахрăм.

«Эсĕ мар-и манпа юнашаррăн утаттăн...»


Эсĕ мар-и манпа юнашаррăн утаттăн

Кăпăш-кăпăш юра шуçăмла тĕрлесе,

Эсе мар-и çурхи шурă чатăрлă садăн

Симлĕ пыл шăрщине савса утрăн пĕрле?

 

Куçăмран тинкерсе эсĕ мар-и калаттăн

Чи таса, ăшăран-ăшăрах сăмахсем,

Кашнинчех уявра савăнса саламлаттăм —

Эсĕ маншăн уявччĕ куллен-кунсерен.

 

Эсĕйех савăнаттăн, эсех вĕт ятлаттăн,

Эсĕйех çиленеттĕн мана сивлесе,

Аптăранă енне-ши шӳтлеттĕм-калаттăм

Çиллĕ тăвăл мана тĕрĕслет-тĕр, тесе...

 

Тусăмсем-тантăшсем уява пухăнсассăн

Мĕншĕн-ма эс килмерĕн пĕле тăркачах?

Çĕнĕ юр тăрăх ĕнтĕ утатăп хăраххăн,

Пĕчченех ирттеретĕп çап-çутă каçа.

 

Каласам-ха, эс мар-и мана ăнлантартăн

Самана туйăма вăхăтпа виçнине...

Уйрăлу виçевне тӳсеймесĕр-и тартăн?

Е манатăн пачах хамăр яшлăх çиичен.

 

1960, кăрлач, 1,

Шупашкар.

■ Страницăсем: 1... 452 453 454 455 456 457 458 459 460 ... 796