Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлПĕчĕк патшалăхВӗре ҫӗленТутимĕрЯл калавĕСулпикепе Валĕм хунАли-паттăр

Ывăлăма


Кашни хусканăву пĕр ылтăн —

Манран пуян этем те çук.

Ах, ывăлăмçăм, ывăл, ывал,

Пин çуллăх вăй кĕрет аçун.

 

Вĕçсĕрлĕхри тусан пĕрчи те

Ан лартăрччĕ лĕпкӳ çине,

Хăвла пĕр тантăш çил ачи те

Вĕçсе ан кĕтĕрччĕ хĕвне —

 

Сана салтак пекех сыхлатăп,

Çĕрле те улшăнмасть хурал.

Аннӳ кăшт ытларах пăхсан та

Тупатăп кĕвĕçмешкĕн хал.

 

Эс пур та — эп ача пек сывă.

Тетте тесех сана тытам.

Ах, ывăлăмçăм, ывăл, ывăл,

Ман ывăл, ылтăн чăмăрккам.

«Пĕччен ларать хура курак...»


Пĕччен ларать хура курак

Çаралнă хурăн тăрринче.

Çук, хура мар вăл, шап-шурах

Йĕпе юпа пĕтмĕшĕнче.

 

Хăюллăрах е хурлăрах —

Мĕн-ма кайман-ши кăнтăра?

Ак килĕ те раштав, хурах,

Мĕскер-ши юлĕ çав чунра?

 

Тен, пăр татки? Тен, çуркунне

Çĕкленĕ çеçпĕл пек çунса?

Çапах та унăн шăпине

Курас марччех курнăçланса.

 

Шур курака тĕлĕнтерме çуратнă,

Хури кăна чĕп кăларма çуралнă.

«Çинçе пилĕк, çӳллĕ кăкăр...»


Çинçе пилĕк, çӳллĕ кăкăр,

Айнерех «З» саспалли —

Авăк-авăк, йăкăр-йăкăр...

Хура юбка ун валли.

 

Хура кофта — йăштăр-йăштăр.

Йăрăс пӳ, яштак ура.

Юррăмçăм епле-ха йăштăр:

Чи хитре хĕр умăмра!

 

Тӳрĕскерĕн, çамрăкскерĕн

Куçĕсем — кăвак шăрçа.

Хӳхĕмскерĕн, çырăскерĕн

Тутисем — тулли ырçа!

 

Йăпăр-йăпăр, йăпăр-йăпăр... —

Ĕмĕтĕм илем çинче.

Йăкăр-йăкăр, йăштăр-йăштăр

Хура юбка — шур тĕнче...

Юратнă лаша Çăлтăр


Пĕр хресченĕн çирĕм лаша пулнă. Вăл вĕсене питĕ юратнă.Уйрăмах Çăлтăра килĕштернĕ. Çăлтăр пăхса ытармалла мар хитре пулнă. Ăмăр кĕрĕ лашан çамки çинче çăлтăр евĕрлĕ пăнчă пулнă, шăпах çавăнпа ăна Çăлтăр тесе чĕннĕ. Хресчен хăйĕн юратнă лашине вăрласа тарасран хытă хăранă, çавăнпа та каçсерен ăна уйрăм пӳлĕмре пысăк сăнчăрпа кăкарса усранă. Çăлтăр ирĕке тухса каясшăн пулнă. Пĕр кунхине хуçи ăна çитерме кĕрсен лаша картишне чупса тухать те карта урлă каçса уялла вирхĕнет.

— Çăлтăр! Çăлтăр! — кăшкăрать хресчен. Çук, лаша каялла çаврăнса та пăхмасть, пĕр чарăнми малалла чупса тарать. Лаша çилхи çилпе çиçсе юлнине кăна курса юлать хресчен.

Хăвăрт пуçтарăнать те лаша хыççăн чупать. Ăçта унта; Ăна вăл кунĕпе шыранă, шыранă, тупайман. Киле таврăннă чух ăна темĕнле хура çын тĕл пулнă.

— Ăçталла утатăр, ырă çыннăм? — ыйтать лешĕ.

— Эпĕ васкатăп-ха. Юратнă лаша тарса çухалчĕ, кунĕпе шырарăм, тупаймарăм. Турăран пулăшу ыйтма васкатăп-ха. Эсĕ кам вара?

— Эпĕ шăпах туррăн пулăшаканĕ. Вара эсĕ лаша çухатрăн-им?

— Çухатрăм çав, çухатрăм, — тет тимĕрçĕ.

— Эп пĕлеп сирĕн лаша ăçта çӳренине. Вăл Уйкас хыçĕнче çӳрет.

Малалла

Кунĕпех çутçанталăк йĕрет


Хĕрхенмесĕр пачах куççульне

Кунĕпех çутçанталăк йĕрет.

Тен, кӳреннĕ ултавлă кĕре?

Е такам-ши амантнă чунне?

 

Ах, мĕн чухлĕ илем таврара:

Капăрланнă сар шĕшкĕ кати.

Кайăк хурăн шăрçа пек карти

Кашнинех шухăша путарать.

 

Кунĕпех çут çанталăк йĕрет

Хĕрхенмесĕр пачах куççульне,

Тупайманшăн телейĕм çулне

Унпа макăртăм эп те пĕрле...

«Тул çутăлать...»


Тул çутăлать. Тăхлан пек тӳпере

Шупка сăрсем çуталчĕçĕ аран.

Курил утравĕсем çине тĕтре

Илсе килет мăнаçлă океан.

Канмасăр вичкĕн çил вĕрет,

Бамбук чăштăртатать хуллен.

Çӳлте вулкан салхуллăн тĕлĕрет...

Çак тăнăçлăх куç умĕнче куллен.

Тавралăх шăппăн, ыйхăллă сывлать.

Пĕр чĕптĕм куç хупман юлташăмсем.

Тӳпенелле антенна кармашать,

Тăнлаçсĕ шăплăха локаторсем.

Расчет хастар та тимлĕхĕ пирки

Аппаратура та ĕçлет кал-кал,

Куçать васкавлăн çутă пайăрки,

Экран çинче йăлтăртатать сигнал.

Куç виçейми, анаслă инçетре

Асăрханса вĕçет «чĕнмен хăна».

Анчах иртеймĕ пирĕн чикĕрен:

Куç вĕçертми сăнать расчет ăна.

Самант! Ир шăплăхне сирсе,

Çĕр чĕтретсе çĕкленеç кăйкăрсем,

Иртейĕçĕ çĕмрен пек вирхĕнсе —

Тӳпе хуралĕ — перехватчиксем.

Çĕршывăн анлă, аслă тӳпине

Варалама хăймасть «хура çăхан»!

Тăван Курил утравĕсем çинче

Тĕтре сапать мăнаçлă океан.

Чăваш Афродити


Те мираж-курăну,

те юмах ку, те чăн:

тахçанхи сăнлăхсем

чĕрĕлеççĕ черетĕн.

Июльти каçсенче

çухалатчĕ ăс-тăн,

тем тухатнă пекех

ухмаха эп ереттĕм.

 

Таврăнатчĕç хĕрсем

утăран юрласа —

эпĕ Греци мифне

айккине ывăтаттăм.

Илтесрен хăраса

ассăн тухнă сасса

хускалми, сывлами

чĕтресе çеç выртаттăм.

 

Сирпĕнет пĕвере

вут шĕрçа пек тумлам,

хăмăшри хăтлăхра —

çичĕ вутăш вылявĕ.

Эпĕ шик! шăхăрсан

çухалать çак асам —

темĕн пулнăн шаккать

юн кĕрлевĕ — тăнлавăм.

 

Хĕрсене кĕвĕçсе

хĕрелетчĕ хĕвел,

ват йăмра мĕлкипе

анăçра витĕнетчĕ.

Ман ăçта пытанас?

Хуть хĕрел, ан хĕрел —

кӳршĕ хĕрĕ ялан

ман енне çеç ишетчĕ.

 

Акăш пек авăнса

вăл çӳçне ухнă чух

шурă чăмăр кăкри —

тулли уйăх çавриччĕ.

Вуннăри ача тек

ярăнас çук чуччу —

ăнланми пăлхану

кăкăра вĕçсе килчĕ.

 

Куçăмра — тĕлĕнӳ,

Малалла

Чăваш таçта та пур


Ентешĕме З.Поповăна

 

Инçе çĕрте тăван сăмах саламĕ

Ытла та çывăх, ăшшăн янăрать.

Санпа тĕл пултăм та, мĕскер калам-ши?

Савăннипе чĕлхеçĕм такăнать.

Чăн малтанхи сăмахусем сан пулчĕç:

«Чăваш-и эс? Хăш районтан?»

Унтан çӳхе туту йăл кулчĕ:

«Хам Елчĕксем эп — Хăвăлçырмаран».

Вара çăлкуçăн шăнкăртатăвĕ —

Тăван сăмах — илтсе тăранайми.

Калаçăвăн çиппи мĕнле-ши татăлĕ?

Янрать чунра тăван «аре», «ами».

Çуралнă ял пек Кунашир утравĕ,

Утатăн ирĕккĕн, илемлĕн хумханса.

Кĕтне хăви! Çилпе ан авăн,

Пур пул, пул çирĕп те таса.

«Чăваш таçта та пур». Çак тĕрĕс.

Октябрь çул кăтартнăран вара

Чăвашăн ĕлĕк палăрман çул-йĕрĕ

Выртать океанра та космосра.

Чăхпа кушак


(Ватă колхозник каласа пани)

 

Эпĕ пиллĕк-улттăра чухне, пĕрре çулла пирĕн икĕ чăх кăлăклама тытăнчĕ. Пĕри, сарри, çӳлти сарайĕнче пурăк çинче ларать. Тепри, чăпарри, — кĕлет ӳмĕнче йăвара. Ытти виçĕ чăх çăмарта тăвасшăн йăвасен çывăхне пырсан, кăлăклакан чăхсем тĕкĕсене хăлартлантарса кăр-р-р, кăр-р! тесе кăшкăрма тытăнчĕç.

— Кай-кай! Ан кансĕрле мана чĕпĕ кăларма! — тетчĕç пулмалла вĕсем.

Анне пĕр кунхине икĕ чăххине те пусарма лартрĕ. Саррине çӳлти сарайĕнчи пурăках çăмарта хурса пачĕ, чăпаррине кĕлете, пысăк шăтăк чара çине, вырнаçтарчĕ. Иккĕшĕн айне те вунтăватшар çăмарта хучĕ.

— Пирĕн ĕнтĕ чĕпĕ нумай пулать! — терĕм эпĕ савăнса.

Анне манпа килĕшмерĕ.

— Пĕр пуслăхне сутатпăр: куланай тӳлеме укçа кăшт та пулин хутшăнтăр. Пилĕк чĕппине пĕлтĕр илнĕ кивçеншĕн парăпăр. Нумаях юлмĕç пирĕн чĕпсем, — терĕ вăл.

 

* * *

Эпĕ чĕпсем тухассине кĕтсе пурăнатăп. Пуслăх чăххисене иккĕшне те хăш чух çăкăр татăкĕсем тĕпретсе паратăп, хăш чух çĕрулми ватса çитеретĕп.

Малалла

«Тавралăх улшăнчĕ...»


Тавралăх улшăнчĕ,

Тăван уй-хир

Ĕнер çеç пушăччĕ,

Паян — шур пир.

 

Сисмесĕр, курăсăн,

Ларать хĕлле,

Янрамĕ купăсăн

Сасси çĕрле.

 

Мĕн-ма çунатсăр-ши

Вĕçсе кайма?

Элле çунатпăр-ши

Сив кĕл пулма?

 

Çанталăк улшăнтăр

Хăй еккипе,

Эпир çеç çунăпăр

Ялан хĕмпе.

 

Вăтанчăк çăлтăрăн

Çути инçе.

Тăратăн йăлтăррăн

Эс çеç, эс çеç...

■ Страницăсем: 1... 450 451 452 453 454 455 456 457 458 ... 796