Юратнă лаша Çăлтăр


Пĕр хресченĕн çирĕм лаша пулнă. Вăл вĕсене питĕ юратнă.Уйрăмах Çăлтăра килĕштернĕ. Çăлтăр пăхса ытармалла мар хитре пулнă. Ăмăр кĕрĕ лашан çамки çинче çăлтăр евĕрлĕ пăнчă пулнă, шăпах çавăнпа ăна Çăлтăр тесе чĕннĕ. Хресчен хăйĕн юратнă лашине вăрласа тарасран хытă хăранă, çавăнпа та каçсерен ăна уйрăм пӳлĕмре пысăк сăнчăрпа кăкарса усранă. Çăлтăр ирĕке тухса каясшăн пулнă. Пĕр кунхине хуçи ăна çитерме кĕрсен лаша картишне чупса тухать те карта урлă каçса уялла вирхĕнет.

— Çăлтăр! Çăлтăр! — кăшкăрать хресчен. Çук, лаша каялла çаврăнса та пăхмасть, пĕр чарăнми малалла чупса тарать. Лаша çилхи çилпе çиçсе юлнине кăна курса юлать хресчен.

Хăвăрт пуçтарăнать те лаша хыççăн чупать. Ăçта унта; Ăна вăл кунĕпе шыранă, шыранă, тупайман. Киле таврăннă чух ăна темĕнле хура çын тĕл пулнă.

— Ăçталла утатăр, ырă çыннăм? — ыйтать лешĕ.

— Эпĕ васкатăп-ха. Юратнă лаша тарса çухалчĕ, кунĕпе шырарăм, тупаймарăм. Турăран пулăшу ыйтма васкатăп-ха. Эсĕ кам вара?

— Эпĕ шăпах туррăн пулăшаканĕ. Вара эсĕ лаша çухатрăн-им?

— Çухатрăм çав, çухатрăм, — тет тимĕрçĕ.

— Эп пĕлеп сирĕн лаша ăçта çӳренине. Вăл Уйкас хыçĕнче çӳрет.

— Тавтапуç каланăшăн.

Хресчен Уйкас хыçне васкарĕ. Унта вăл чылайччен шыраса утрĕ, пур йывăç-тĕмĕ айне, пур çырмана çитрĕ, шыраман вырăн хăвармарĕ, лашана тупаймарĕ. Ывăнса çитсен куççульне шăлса киле таврăнма шутларĕ. Кайнă чух вăл темĕнле сас илтрĕ. Чӳк çырми патĕнче такамсем лашана пусма хатĕленеççĕ.

— Эй , ăна ан пусăр! Вăл ман лаша! Парăр мана лашана тавăрса!

— Хăвăн лашу пулнине мĕнпе ĕнентерен?

— Унăн çамки çинче шăп варринче çăлтăр пек пăнчă пур. Çăлтăр!Çăлтăр!

Лаша хирĕç кĕçенсе сас парать. Хурахăн лашана алран вĕçертес килмен:

— Пĕр пурак укçа парсан тавăрса паратăп.

Хресчен ним тума аптрарĕ. Пĕлĕт çине пăхса Турра кĕл тума пуçларĕ. Пĕлĕт тайăлчĕ те лашана хурах аллинчен туртса илчĕ. Лешĕ тĕлĕннипе çăвар карса кăна тăрса юлчĕ. Хресчен лаша çине утланчĕ те килнелле çиçĕм пек вĕçтерчĕ.

Кун хыççăн лашана урăх кăкармарĕ, кăнтăрла уя çитерме илсе тухрĕ, каçсерен ыттисемпе пĕрле хупрĕ. Лаши хăй те хăранипе:

— Урăх нихăçан та тухса тармастăп, — тесе сăмах пачĕ. Сăмахне тытрĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-08-24 11:49:24):

«— Çухатрăм çав, çухатрăм, — тет тимĕрçĕ.» — кунта хресченрен тимĕрçĕ пулса тăнă пулат-и вара... :)))

 

Аксар Чунтупай (2010-11-01 21:41:25):

20 лаша... Ытла нумай та лаши - ку лаши чи юратнă лаши пулинех... Уйкас хыçĕ ял пуль-ха ĕнтĕ... Паллă мар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Анна Архипова (2010-11-15 22:09:04):

Питĕ интересле юмах!Диана маттур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зотова Г.В. (2010-11-25 18:03:22):

Диана конкурса пуçласа яраканни пулчĕ. Пĕрремĕш пулма нихăçан та çăмăл пулман.Эпĕ хам та вĕрентекенсенчен чи малтан хайлав ярса патăм.Юлташăн калавĕнчи çитменлĕх тӳрех куçа тăрăнать, çав çитменлĕхе тăвас мар тесе калава якатарах хайлатăн.

Эпĕ ачан алли йывăр пуласран хытă хăранăччĕ, тавах Турра, конкурса 140 хайлав ярса панă,ытти конкурсрисенчен ытларах. Диана ку таранччен ниçта та пичетленмен. Пĕрремĕш утăм ăнăçлă тесе шутлатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя Яковлева (2010-11-25 21:44:00):

Мана Диана çирнă юмах питĕ килĕшрĕ, тимлĕ вуларăм та, питĕ интереслĕ пулнă юмах!!! Аван хĕр-ача çке, ДИАНА!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: