Ырă урхамахсем
Икĕ тăлăх хĕрача вăрманта ӳссе çитĕннĕ. Лизăпа Валя сакăр çула çитнĕ. Вĕсене вăрманти чĕрчунсем тупнă, шелленĕ, пĕрле пухăнса канашласа пулăшма шутланă, кашкăр-кашамана хăваласа янă. Упа-утаман хĕрачана пылпа хăналама шантарнă, пакша —мăйăрпа, куян — кишĕрпе — кашниех мĕнпе те пулин пулăшнă. Хĕл кунĕсенче ăшă вырăн тупса панă.
Пĕррехинче ачасем кăмпа пухма тухаççĕ те пĕр сухаллă пĕчĕк старике кураççĕ.
— Сывлăх сунатпăр!
— Салам Лиза! Салам Валя! Ăçталла çул тытатăр?
Хĕрачасем тĕлĕнсех каяççĕ. Ăçтан вĕсен ячĕсене пĕлет-ха ку мучи?
— Эпĕ пурне те пĕлетĕп. Эсир ăçта пурăннине те, сирĕн аçу-аннӳ ăçта пурăннине те, — тĕлĕнтерме пăрахмасть мучи.
— Веçех пĕлеймерĕр çав. Пирĕн аттепе анне çук, вĕсем вилнĕ.
— Кам каларĕ? Вĕсем чĕрĕ. Эпĕ вĕсем ăçта пурăннине те пĕлетĕп.
Хĕрачасем савăнсах кайрĕç: ниушлĕ вĕсен ашшĕ-амăшĕ чĕрех? Ăçта пурăнаççĕ-ши вĕсем, енчен те чĕрех пулсан?
Шурă сухал вĕсене картта тыттарать, ăна тĕрĕс вулама пĕлсен хĕрачасем ашшĕ-амăш килĕ тĕлне çитсе тухма пултарĕç.
Лизăпа Зина çийĕнчех картта йăтса çула пуçтарăнчĕç. Вĕсене хирĕç темиçе лаша килет. Лиза Вальăна:
— Айта утсем çине ларса çула кĕскететпĕр, — тет.
— Юрать, — килĕшет Валя.
Хĕрачасем утсем çине утланса ларма ĕлкĕрчĕç кăна, лешсем карт туртăнса илчĕç те пĕлĕтелле вĕçтерчĕç. Шăпах карта кăтартнă çулпа. Самантрах пĕр пӳрт патне пырса чарăнчĕç. Пӳрт йĕри-тавра пăхса çаврăнаççĕ, анчах та никама та тупаймаççĕ. Пӳрт алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăрать.
Кӳршĕсенчен ыйтса пĕлесшĕн пулаççĕ: кил хуçисем ăçта-ши?
Кӳршĕсем çак çурт алăкĕ çинче пĕр çулталăк хушши çăра çакăнса тăни пирки пĕлтерсен хĕрачасем каллех кулянса ӳкеççĕ: атте-анне чăннипех вилнĕ пулас , — тесе йĕме пуçлаççĕ.
Сасартăк утсем этем чĕлхипе калаçма пуçлаççĕ:
— Эпир вĕсем ăçтине пĕлетпĕр, анчах та унта çитме çăмăл мар.
Хĕрачасем савăнсах каяççĕ.
— Аçăр-аннĕр сире шыранă чухне вĕсене тухатмăш йăтса тарнă.
— Хăвăртрах ун патне вĕçтерер!
Нумай пулчĕ-и, сахал –и, ачасем пĕр хăрушă кермен патне çитсе тăчĕç. Кермен стенисем çине скелетсем чиксе тултарнă ещĕксем çакса тултарнă, çав тери хăрушă! Ачасем хăйсен амăшĕ кăшкăрнă сасса илтеççĕ, çав сасă патнелле хăра-хăрах утаççĕ. Пĕр клетка патне çитсе тăрăнчĕç, кунта вĕсен амăшĕ, юнашарах ашшĕ выртать. Пĕрне-пĕри ыталасшăнччĕ, клетка чăрмантарать.
Шăпах çак вăхăтра кунта тухатмăш чупса çитет, хĕрачасене те клеткăна хупса хурать. Лизăпа Валя малтанах савăнаççĕ, ашшĕпе-амăшне тупрĕç-çке! Тепĕртакран кулянма тытăнаççĕ, клеткăран тухса тарасси пулмастех!
Сасартăк кунта лашасем вĕçсе килеççĕ те клетка алăкĕсене яри уçаççĕ. Пурте ирĕке тухаççĕ. Шăв-шав сассине илтсе тухатмăш чупса килет, хăйĕн пăшалĕпе лаша çине тĕллесе перет, анчах та ăна вĕлереймест, асамлă лаша вилĕмсĕр иккен. Тепĕр лаши, Хĕвел ачи ятлăскер, хăй тухатмăш çинелле пăхса кĕçенсе ярать. Тухатмăш çинелле çулăм вĕçет, лешĕ çавăнтах ăнсăр пулса вилсе выртать.
Лизăпа Валя хăйсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килне таврăнаççĕ, çула май вăрмана кĕрсе хăйсене пăхса ӳстернĕ чĕрчунсене тав тăваççĕ. Вĕсем асамлă утсем пирки те нихăçан та манман, вĕсем патне яланах хăнана кайнă, урхамахсене кучченеçсемпе хăналанă.
Çак хăватлă та харсăр урхамахсем пулман пулсан хĕрачасем нихăçан та ашшĕпе-амăшне шыраса тупайман пулĕччĕç-çке!
Ăнлантаркăч
Хайлав авторĕ Русскова Диана Владиславовна (4 класс, Шупашкар хули, 47№ шкул). Ăна каникулта Штанаш салинче хайланă, вырăсларан Г.Зотова куçарнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...