Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сана ҫырма сӑмах ҫитетПăва çулĕ çинчеЙĕрсем çухалмаççĕКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеЙĕрсемКĕперТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

Тав сăмахĕ


Манăн анне чи хитри,

Чи маттурри, чи ăсти.

Улăштармăп эп ăна

Никампа çак тĕнчере.

 

Анне кулли ăшăтать,

Вăй-хăват парса тăрать.

Анне сăмахĕ çĕклет,

Малашлăха çул уçать.

 

Çывăх çыннăм, аннеçĕм,

Асран тухмăн нихăçан.

Тав сăмахĕ эс манран

Йышăнсам çак сăвăран.

Кăтрашка


Шурă сурăх путек турĕ.

Вăхăт питĕ хăвăрт шурĕ.

Кăтра çăмлă пулнăран

Пит юратрăм чунăмран.

 

Тăрăшсах ăна вĕрентрĕм:

Кунсерен эп тĕкĕштертĕм.

Ӳссе çитрĕ Кăтрашка,

Пулчĕ тăчĕ мăн така.

 

Халь кĕтӳ кĕртме хăратăп,

Алăк умĕнчен таратăп.

Пăрăнмасан хăвăртах —

Таклаттарать вăл хытах.

Чее кушак


Асанненĕн кушак пур.

Ватăлчĕ те вылямасть.

Куçик питĕ чее, мур.

Шăши тытма васкамасть.

 

Ăна хăналас шутпа

Тухрăм ăман кăларма.

Ирхине ирех унпа

Утрăмăр пулă тытма.

 

Эп туртатăп вăлтана,

Кăларатăп çуйăна.

Кушак пăхать питтуна

Тутанасшăн пулăна.

Çăварни


Килсе çитрĕ çăварни,

Пĕр çул кĕтнĕ çăварни.

Икерчĕне пĕçерсе

Çирĕмĕр эпир эрне.

Вырсарни кун урама

Тухрăмăр эпир çула.

Ачасемпе выляма,

Хĕллене ăсатма.

 

Лашасемпе ярăнтăмăр,

Пурте пĕрле савăнтăмăр.

Çынсене пуçтартăмăр,

Çуркуннене йыхăртăмăр!

Хăрах Куç


Отряд командирĕ мана Харченкопа пĕрле хăй патне чĕнтерчĕ. Харченко — партизансен отрядĕнче çĕнĕ çын. Вăл пирĕн пата пĕр-икĕ эрне каярах кăна, фашистсен лагерĕнчен хăтарнă хыççăн, пычĕ.

— Сире паян пĕр пысăк задани паратăп. Эсĕ асли пулатăн, — терĕ командир, ман çине пăхса.

— Итлетĕп сире! — терĕм эпĕ.

— Харченко юлташшăн ку пĕрремĕш задани пулать, — малалла тăсрĕ командир. Вăл Харченко çине пăхса илчĕ те: — Килĕр кунтарах. Акă, Озерки ялĕ. Питех те хитре вăл. Эсĕ кунта пулса курнă-и? — тесе ыйтрĕ манран.

— Çук, тӳр килмен. Унта фашистсен карательнăй отрячĕ тăрать, — терĕм эпĕ.

— Тĕрĕс. Икçĕр çынна яхăн. Старосета кам унта?

— Хăрах Куç.

— Çапла, Хăрах Куç. Ăна ыран ирччен «çӳлти патшалăха» ăсатмалла. Чĕрĕлле илсе юилсен, тата лайăхрах...

Командир пире Хăрах Куç çинчен каласа пачĕ. Ăна вăтăрмĕш çулсенче ялти ытти кулаксемпе пĕрле çурçĕре ăсатнă. Ялйыш ун çинчен манса кайма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хĕрĕх пĕрремĕш çулта вăрçă пуçланман пулсан, Хăрах Куçа аса илекен те пулас çукчĕ пулĕ. Анчах, яла фашистсем пырсан, нумай та вăхăт иртмен, Хăрах Куç персе çитнĕ. Вăл малтанах ялйыш умĕнче чĕрĕп пек шăп, тилĕ пек йăпăлти пулнă. Кашни çын умĕнче ырă пулма тăрăшнă, хăй çав вăхăтрах вĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Колхозри активистсен, коммунистсемпе комоомолецсен, партизансен ячĕсене çырса хунă. Хăрах Куç хăюлланнăçемĕн хăюлланса пынă. Ĕлĕк ун хăйĕн пӳрчĕ пулнă, халь вăл пушă ларакан колхов правлени çуртне пурăнма куçнă. Часах фашистсем Хăрах Куçа ял старостине лартнă, ăна хураллама полицай тупса панă.

Малалла

Мухтар


Пирĕн килте йытă пур.

Пур енчен те вăл маттур.

Картишĕнче пурăнать,

Кил-çурта аван сыхлать.

 

Кушака пачах тивмест,

хăрлатмасть вăл, хĕрхенет.

Чăх-чĕппе те тĕкĕнмест,

Тирĕкĕнчен çитерет.

 

Кашни кун шкула пырать,

Алăк умĕнче ларать.

Эп тухсассăн савăнать,

Хӳрине вăл вылятать.

 

Тутлă премĕк те канфет

Ун валли ман кĕсьере.

Юрататăп Мухтара —

Т(ă)ват ураллă тусăма.

Ухсая


Эп çул çинче, киле каятăп.

Алра Ухсайăн кĕнеки.

Часах эп шухăша путатăп,

Ак ман умра сăвă ăсти.

Ухсайăмпа чăваш мăнаçлă,

Вăл вăранать шухăшсенче.

«Ик чĕлхепе çын ик çунатлă»

Çакна упрар сăвăсенче.

Сăввăмсенче тĕнче юрлатăр.

Ухсайăм, эс çакна хакла.

Ман чăвашла та, тутарла та

Телей сунасчĕ Чăваша.

Юратнă вĕрентекен


Кунĕн-çĕрĕн тăрăшатăн,

Ир-ирех шкула васкатăн.

Пире эс пĕлу паратăн,

Пурнăçра та пулăшатăн.

 

Ыра сăмахсем калатăн,

Тӳррĕн эс утма пиллетĕн.

Ырлăхпа телей сунатăн,

Пирĕншен ялан çунатăн.

Хĕлле


Хĕлле çитрĕ ак тинех

Килĕшет мана питех.

Савăнма чуна хистет,

Пурнăçа тăсма пиллет.

 

Йелтерпе васкас тӳрех

Сывлăха упрас текех.

Юр пикесем ăсталар

Хел кунĕпе савăнар.

Пĕр-пĕччен улмуççи


(Вăрçăран таврăнайман кукаçие асăнса)

 

Канмалли куна тăван яла çула тухрăм. Юлашки вăхăтра час-часах пулма тӳр килмест-çке, çавăнпа та питĕ тунсăхласа çитетĕп юратнă аннесĕр, темле курăнман вăйпа туртакан кил ăшшисĕр. Хуларан тăтăш çӳреме те халĕ ĕлĕкхи мар. Çуралнă кил умне çитсе тăрсан алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăнине куртăм. Иккĕленсе пĕр самант тăнă хыççăн кӳршĕри Елюк аппаран килтисем ăçта кайнине пĕлес тесе пĕр-икĕ утăм турăм. Вăл мана чӳречинчен курнă пулас, хирĕç утса та килет. «Ĕнер каçхине кукаму вилнĕ, аçупа аннӳ унта кайрĕç», — терĕ вăл сывлăх суннă хыççăн. Ăна кил-çурта пăхкалама, выльăхсене апат пама хушса хăварнă иккен. Эпĕ вара аякри çултан килнĕ пулин те килте нумай тытăнса тăмарăм, кӳршĕ яла çуранах тухса утрăм.

Тĕрĕссипе кукамайăн йăмăкĕ вăл Таçук аппа. Тăван кукамая эпĕ кăштах çеç тĕлĕкри пек астăватăп. Вăл йывăр чирлесе вилнĕ чухне эпĕ 4 çулхи хĕрача çеç пулнă. Ватă кăна хĕрарăм пуçран шăлса ачашланине тĕлĕкри пек куç умне кăларса тăратма тăрăшатăп. Çавăнпа та мĕн астăвассах эпĕ Таçук аппана кукамай тесе чĕнеттĕм. Аннен хĕреснамăшĕ пулнипе те аннепе атте пире пĕчĕкренех ăна кукамай тесе чĕнме хăнăхтарнă. Кӳршĕ яла хăнана кайсан кукамай пире пĕремĕкпе-канфетпа, мăйăрпа хăналатчĕ. Пĕчĕк чухне мĕн чухлĕ юмах каласа паман-ши вăл пире? Сасси епле уçăччĕ тата! Юмах-халап каласа панă чухне юрласа пама та ӳркенместчĕ. Çуллахи вăхăтра кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне кукамайсен ялĕнчен килместĕмĕрччĕ те. Вĕсен урамĕнчи ача-пăчапа çывăх туслашнăччĕ. Ӳсерехпе вара, килти ĕç çумне çыпçăна пуçласан, сайрарах çеç яратчĕ анне. Кукамайсем патне час-часах пырса çӳрекен Матюк аппана ăçтан асран кăларăн? Эпир пынине пĕлсен вăл пире шултăра хĕвелçаврăнăшпа, мăйăрпа хăналатчĕ. Вĕсем шăкăл-шăкăл калаçнине эпĕ питĕ итлеме юрататтăм. Матюк аппа кас вĕçĕнчи пысăкрах мар йывăç çуртра пĕчченех пурăнать. Шăнкăрч вĕллине аса илтерекен пĕчĕк те тăпăл-тăпăл пӳрт умĕнче пысăк çĕмĕрт ӳсет. Çуркунне вăл каласа памалла мар тутлă шăршăпа таврана килентерсе ларать. Темле юмахри асамлă йывăçа аса илтерет вăл ун чухне. Кукамайăн вăрçă пуçланнă çул çуралнă хĕрĕ — Санюк, унăн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, аякри хулара пурăнать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 321 322 323 324 325 326 327 328 329 ... 796