Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çич çунатлă куракАтте пилĕКĕтмен венчетПурнӑҫ утравӗсемСӳнми хĕлхемӐшӑ ҫумӑрИлле Тăхти

Аннене


(55 çул тултарнă ятпа)

 

Çĕр çинче епле хитре

Пелĕт, çут тĕнче.

Эс паян епле хитре,

Савăн çĕр çинче.

 

Аллă пилĕк çул пĕрре

Пирĕн ĕмĕрте.

Чăннипех çунать чĕре —

Эсĕ пирĕнпе.

 

Эс мухтавлă та таса,

Пур ĕçре малта.

Тĕлĕнетĕп чăннипех:

Эс патвар, ăста.

 

Мухтанатпăп санпала

Эпир чăнласа.

Ыр сунатпăр пĕтĕмпе;

Пурăн савăнса.

 

Сывлăх пултăр санпала,

Пурăн ырлăхра,

Туп телей ялан çапла

Савăн мăшăрпа.

 

Ватăлмашкăн ан васка

Эсĕ паянтан.

Яланах чун малалла —

Вăл ялан пуян.

 

Турă панă сывлăхпа

Пурăн савăнса.

Ял çинчи пур ырлăхпа

Савăн ыр курса.

 

2010, раштав уйăхĕ

Юратнă вĕрентекенсене


Вĕрентекен! Яту сан мухтавлă,

Çĕр-шывăм сана пуç таять.

Ĕçӳ сан паян пархатарлă:

Пурнăç çулне вăл уçать.

 

Класа эс кĕретĕн хăюллăн,

Миçе куç сăнаççĕ сана!

Пĕлӳ тĕнчине эсĕ уçăн —

Малтан малалла талпăнма.

 

Чуну сан таса та яр уçă,

Чӳрӳ те хĕрӳ те вĕри.

Кашни сăмаху — ылтăн уçă,

Яр уçă пĕлӳлĕх тĕнчи.

 

Вĕрентекен! Санпа мухтанатпăр,

Эс чĕрĕ çăл куçăн таппи.

Сана чĕререн ыр сунатпăр,

Ан сӳнтĕр санра чун ăшши!

 

2010, авăн уйăхĕ

Çĕнтерӳçĕ салтак


Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланать —

Совет салтакĕ çапăçма каять.

Чĕри унăн вут-кăвар пек çунать —

Сĕмсĕр тăшмана кураймасла тапать.

 

Аслă вăрçă хирне вăл çитет —

Тăшманпа çапăçма тытăнать.

Çĕре ӳксен — каллех вăл тăрать,

Сăхă нимĕç эшкерне аркатать.

 

Салтака тăван çĕр вăй парать —

Фашиста вăл каялла хăвалать.

Гитлер çарĕ чакнăçемĕн чакать —

Совет салтакĕ чунтан савăнать.

 

— Çĕнтереймĕн, çĕлен, совет халăхне!

Памăпăр кулма хамăртан ĕмĕрне! —

Тупа туса вăл хаяррăн пăшăлтатать,

Çĕнтерў маякĕ патне талпăнать.

 

Çĕнтерӳçĕ салтак чапĕ таврана каять —

Ăна пĕтĕм халăх чунтан саламлать!

Паттăра кашни чун хумханса мухтать —

Çĕре çити пуç тайса чĕререн тав тăвать!

Пирĕн анне


Анне пирĕн пит ĕçчен:

Ир-ирех вăл вăранать,

Выльăх-чĕрлĕхе пăхать,

Апатне те пĕçерет,

Пире шкула ăсатать.

 

Эпир шкултан киличчен

Лавккана кайса килет,

Тутлă кукăль пĕçерет,

Пўртĕмĕрте тирпейлет,

Шкултан килессе кĕтет.

 

Пирĕн анне — пит ĕçчен,

Пĕр канмасăр тăрмашать,

Пирĕншĕн вăл вăй хурать,

Пирĕншĕн вăл савăнать,

Çын пулма вăл пил парать.

Концерт мыскари


Кăçал пĕр мыскара куртăм. Çын каласан çын ĕненмелле мар.

Кĕркунне, ĕç-пуçа пуçтаркаласан, Шупашкара кайса килем-ха терĕм. Лартăм та кайрăм шĕкĕр хулана. Пасарта пултăм, пысăк лавккасенче çӳрерĕм, пысăк капмар çурт тĕлне çитсе тухрăм. Ку культура çурчĕ иккен. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулăхне тата ăсталăхне кăтартаççĕ кунта. Çурт умне пухăннă çынсем çапла каларĕç, çăлтăрсем терĕç. Эпĕ çăлтарсене питĕ юрататăп. Çăлтăрсем тӳпере çиçнĕ каçсенче пӳрте кĕрес те килмест. Пуçа каçăртатăп та сăнатăп вара вĕсем мĕнле йăлтăр-ялтăр çиçнине, куç хĕснине... Чăвашла юрă юрлакан эстрада артисчĕсем хăйсене çăлтăр тесе калаççĕ пулсан, пит чаплă пулмалла ĕнтĕ. Шупашкара килнĕ чухне мĕншĕн курса каяс мар çав çăлтăрсене? Тен, ĕмĕр асра тытса пурăнăп. Ăçта каймасть пĕр качака укçи. Кăлартăм та тыттартăм билет сутакана пилĕкçĕр тенкĕ укçа. Мана вара вăл пĕр пĕ-ĕ-ĕчĕк билет пачĕ. Кĕтĕм. Çынпа пĕрле салтăнтăм. Çынпа пĕрлех çемçе пукан çине кайса лартăм. Мана, кунĕпе утса çӳренĕ çынна, самай лайăх пулса кайрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, залри çутта сӳнтерчĕç, сцена çинчи пĕр-ик лампочкине вара сӳнтермерĕç. Хуçисем çуттине пит перекетлеççĕ пулмалла кунта.

Малалла

Юратнăран


Ирех уçрăм куçăма,

Кĕç хыçатăп ĕнсене:

Ĕç пит нумай апăрша,

Кайрăм тарăн шухăша.

 

Анне ĕçре каçченех,

пĕ килте пĕчченех.

Картара тăрать пăру,

Кăшкăрать вăл: «Му» та «Му»!

 

Шыв ăна ман памалла,

Улăха кăкармалла.

Йăрансем шăвармалла,

Улма-çырла пухмалла.

 

Пур-ха манăн шăллăмсем —

Йĕкĕреш шăпăрлансем.

— Вĕсене тет ĕç мелне

вĕрентмелле, — тет анне.

 

Аннене юратнăран

Тăрмашатăп кăмăлтан.

Вăл каларĕ, «Тавтапуç!»

Кăшт шывланчĕ кăвак куç.

Çурхи кун


Çитрĕ ăшă çурхи кун,

Савăнать мĕн пур чĕр чун.

Упа тухрĕ йĕнĕрен,

Чĕрĕп — хăйĕн йăвинчен.

 

Мулкач сăрă тумĕпе

Сиксе çӳрет кунĕпе.

Çĕн хунавсене кăшлать,

Пуринчен те сыхланать.

 

Илтĕнет шăв — шав тулта,

Тӳрех тухрăм урама.

Юрлаççĕ ав кайăксем,

Вĕçсе килнĕ-çке вĕсем.

 

Тинех çитрĕ çуркунне!

Чуна уçрĕ вăл манне

Виçĕ урам


Таçта пулсан та — тунсăхлатăп,

Санпа пĕрле чĕрем ялан.

Хитреленсе ишсе тухатăн,

Чăваш йăмриллĕ виç урам.

 

Тĕлĕксенче ялан куратăп,

Санпа пулсан чĕрем хавас.

Эс кунран кун капăрланатăн,

Чăваш йăмриллĕ Турикас.

 

Инçе пулсан та çывăхра пек,

Чĕрем манмасть сире нихçан.

Тăван анне пек йыхăратăн,

Чăваш йăмриллĕ Татмăш ман.

Тăван ял


Тăван ялăм, эс — чун ăшши,

Асаттесен юрри-ташши,

Атте-аннен аки-сухи,

Эс — манăн пурнăçăн шăпи.

 

Сукмак çеç пулнă пуль малтан

Сана çитсе курма авал.

Тап-такăр аслă çул паян

Хăна пулать килен-каян.

 

Урамусем сан сарлака,

Ват йăмрусем лараç лаштра.

Ял халăхĕ ялан патвар,

Çĕр ĕçĕсем пыраç хастар.

 

Тăван ялăм — аслă ял!

Сана савса юрлап паян,

Хапху ялан сан уçă — яр!

Кĕтсе илет çăкăр-тăвар.

 

Сан сăнару, юратнă ял,

Ялан асра, ялан умра,

Çуралнă эс ĕлĕк-авал,

Пуласлăху çĕршер çулра.

Çăмăл чĕлхе


Октябрь уявне хатĕрленнĕ кунсенче ачампа Мускавра пултăмăр. Нимĕç рабочисен делегацине курсан, ачам вĕсемпе калаçасшăн аптратма тытăнчĕ.

— Иксĕмĕр те эпир нимĕçле пĕлместпĕр. Эпĕр чăвашла калаçнине вĕсем ăнланас çук, — тетĕп.

Ачам итлемест.

— Чăваш чĕлхи йывăр мар, тен, кĕтмен çĕртенех ăнланĕç, — тет.

— Эпĕр чăвашла калаçнине нимĕç çынни ăçтан вара ăнланма пултарĕ, — тетĕп.

Ачам мана ĕненмест. Сасартăк малалла чупса кайрĕ те, ыттисенчен хыçалтарахра утса пыракан пĕр рабочин пальто аркинчен тытса:

— Ан кай-ха! — тесе чарчĕ.

Аллисен пӳрнисене пĕрлештерсе «10» туса кăтартрĕ те, унтан 8 пӳрнине ăрасна илсе паçăрхи 10 çумне хушнă евĕр туса:

— Акă çакăн чухлĕ çул... 18 çул тултарать... Уяв паян пирĕн. Октябрь революци 18 çул тултарнă ятпа пурте уяв тăватпăр! — терĕ.

— А-а-а! Ахтцен! — терĕ ачана хирĕç нимĕç рабочи урамри ылтăн саспаллисемпе «Сывă пултăр Октябрь революцин 18-мĕш уявĕ» тесе çырнă мăн ялавсем еннелле пӳрнисемпе тĕллесе кăтартса.

— Тĕрĕс, тĕрĕс... Каланине ăнлантăн, — терĕ ача, хавасланнипе йăлт-ялт темиçе хут сиккелесе илсе. — Тата калам: пирĕн авал патша пулнă, вырăсла каласан «царь», пирĕн аттесене пусмăрласа пурăннă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 318 319 320 321 322 323 324 325 326 ... 796