Чее кушак
Асанненĕн кушак пур.
Ватăлчĕ те вылямасть.
Куçик питĕ чее, мур.
Шăши тытма васкамасть.
Ăна хăналас шутпа
Тухрăм ăман кăларма.
Ирхине ирех унпа
Утрăмăр пулă тытма.
Эп туртатăп вăлтана,
Кăларатăп çуйăна.
Кушак пăхать питтуна
Тутанасшăн пулăна.
Игорь (2011-03-30 17:08:04):
Питĕ лайăх çырнă.Ун пек сăвăсем татах çыр.
Витя (2011-03-30 17:09:56):
Çак сăвва питĕ тарăн шухăшласа çырнă.
Галя (2011-03-30 18:50:45):
Аван сăвă. Çăмăллăн вуланать. Ăнăусем сана, Андрей!