Мухтар
Пирĕн килте йытă пур.
Пур енчен те вăл маттур.
Картишĕнче пурăнать,
Кил-çурта аван сыхлать.
Кушака пачах тивмест,
хăрлатмасть вăл, хĕрхенет.
Чăх-чĕппе те тĕкĕнмест,
Тирĕкĕнчен çитерет.
Кашни кун шкула пырать,
Алăк умĕнче ларать.
Эп тухсассăн савăнать,
Хӳрине вăл вылятать.
Тутлă премĕк те канфет
Ун валли ман кĕсьере.
Юрататăп Мухтара —
Т(ă)ват ураллă тусăма.
Сергей (2011-03-30 17:03:10):
Çак сăвă манăн килти йытă пекех. Питĕ лайăх çырнă!