Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

 

Кĕнекесем

Хӗвел мулкачӗсемХум пӑшӑлтатӑвӗСӳнми хĕлхемМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Юрату йĕтесĕЛаохĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

Ĕне сутнă кун


Çур çĕр иртни те чылай пулать ĕнтĕ, çапах Елис ниепле те çывăрса каяймасть, енчен енне çавăрăнкаласа выртать, тăрсан-тăрсан йывăррăн сывласа илет. Ыйхи пĕтĕмпех çĕтрĕ унăн. Аптранă енне кравать çинчен тăчĕ те ерипен тĕпеле кĕчĕ. Çутта çутрĕ те — икĕ сехет çитет. Чӳречерен пăхрĕ — никамăн та çутă çук. Сивĕнме ĕлкĕрнĕ чейникрен стакана шыв тултарчĕ те çуррине ĕçсе ячĕ. Диван çинче выртакан Виттюк та ытти каçсенчи пек хăрлаттармасть, шăп выртать. Унăн та ыйхи вĕçнĕ-ши ара? Елис май пур таран шăппăн утса хăйĕн кравачĕ патне çитрĕ те сасă тăвас мар тесе майĕпен выртрĕ. Ăшă утиялпа витĕнчĕ те шухăшсен авăрне путрĕ. Çак минутсенче унăн иртнĕ пурнăçĕ пĕтĕмпех куç умне тухса тăчĕ.

…Колхозсем тунă çулсенче Елис ашшĕн — Макарăн — çуртне кулак тесе тустарнă, çемйине урама тăратсă хăварнă. Сăлтавĕ — тимĕрçĕре ĕçлекен ашшĕ ал лаппи пысăкăш юлнă шăвăç татăкĕсене илсе килсе, вĕсене пĕр-пĕрин çумне çĕлесе пӳрт тăррин пĕр енне витни. Районтисем килсе килти ĕнине, сурăхĕсене те илсе кайрĕç, ашшĕне виçĕ çула тĕрмене хупрĕç. Хĕр пĕрчи ун чухне виççĕре кăна пулнă-ха, çемьере вара пурĕ тăватă ача. Елис амăшĕ — Анна — ачисемпе пĕрле кӳршĕри иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем патне пурăнма куçрĕ. Лешсен те темех çук, çапах та пурăнма ячĕç. Çулла аптăрамасть-ха, ачасене çенĕкре, мунчара выртса тăма пулать. Хĕлле вара самай йывăр икĕ çемье пӳртре вырнаçма. Ачасем валли çĕр каçма вăрăм сакăсене çумлăн лартса вырăн тукаларĕç, хăш-пĕрне кăмака патĕнчи мачча çумне ăсталаса тунă сарлака сентре çинче выртма хăпартатчĕç. Кăмака хутма çĕрулми аври, хăмăл, хытнă эрĕм хатĕрлесе хунă-ха. Анчах ним ăшши те çук вĕсен, кăштă çатăртатса илеççĕ çунса каяççĕ. Пӳртре ялан сивĕ. Аннапа кил хуçи хĕрарăмĕ аптăранă енне çуна туртса вăрманлă яла 20 çухрăма вутă туянма каятчĕç. Анчах хĕрарăм вăйĕпе мĕн чухлĕ туртса килеетĕн? Пĕр пысăк пукан е иккĕ пĕчĕккине. Çапах вăл та теме тăнă. Вутă хăмăл кăна мар-çке, пăш! туса ялкăшса пĕтмест, кăмакана хĕрӳ тытса тăрать. Хĕлĕпе вутта 18 хут кайса килчĕç. Çапла выçăллă-тутăллă пурăнкаларĕç вĕсем сивĕ пӳртре. Çăва тухсан вара Анна çемйи валли тăванĕсем, кӳршисем пĕрле пуçтарăнса çырмара çĕрпӳрт майлаштарса хучĕç. Çимелли çук, яшка пĕçерме тытăнсан ачисем çырмаран курăк пуçтаратчĕç. Курăкĕ те çук унта, пĕтĕмпех лăскаса пĕтернĕ. Çырмасем те çап-çара. Ялта чухăн çемьесем ытла та нумай…

Малалла

Сана чунтан юратса


Тăванăма, ача-пăча шăл врачне Христина Андреевна Тестова-Антипована

 

Эс ырă кăмăллă, илемлĕ,

Çынсемпе пит тарават.

Çунать-ха çамрăклăх хĕлхемĕ

Чун-чĕрӳнте, йăшмасть хăват.

 

Ача-пăча сыв пултăр тетĕн,

Çакна ялан асра тытса,

Пĕр ывăнми хастар ĕçлетĕн,

Канăçлăха манса кайса.

 

Ача-пăча çĕршыв тĕрекĕ

Тесе тимлетĕн савăнса.

Çак сăввăма хайларăм эпĕ

Сана чунтан халь юратса.

Пулăрах яланах малта


«Чувашагропромстрой» ертӳçине, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строительне, Раççей Журналистсен союзĕн членне Геннадий Сергеевич Игнатьева

 

Тӳпере шăвать хĕвелĕ,

Парнелет хăй ăшшине

Ялкăшса çиçсе илемлĕн

Уй-хире, вăрмансене.

 

Кăмăлĕ ун сирĕн евĕр,

Тимлесе ĕçтăвкомра

Халăха ыр турăр эсĕр —

Тав тăвать кашни чунран.

 

Çурт-йĕрсем те, хваттерсем те

Турăр-лартрăр сахал мар,

Халăха тивĕçтеретĕр

Ĕçĕрпе пулса хастар.

 

Эсĕр пит ăста çыравçă —

Мухтавра хайлавăрсем.

Юратса сире вулаççĕ

Ваттисем те çамрăксем.

 

Пысăк вырăнти ертӳçĕн

Тилхепи халь аллăрта,

Тĕллеве куратăр уççăн —

Пулăр яланах малта.

Пăравус


Пукан сине пукан —

Ку ĕнтĕ пăравус.

Петюк — руль тытакан.

Асту, пуçна ан ус!

 

Хаваслă машинист

Пăхать инçе-инçе.

Ванюш, мескершĕн эс

Йĕретĕн айккинче?

 

Йĕме сăлтав сук мар.

Руль тивĕçмест ăна.

Калать вăл Петюка:

— Вылясшăн ху кăна...

 

Ванюш халь руль тытать.

Асту, пуçна ан ус!

Епле ав ыткăнать

Хăватлă пăравус.

 

— Ванюш, çитет-тĕр. Чар!

Часрах ан, эп ларам. —

Ванюш анасшăн мар,

Петюк тĕртсе ярать.

 

Хӳхлеççĕ иккĕн тан.

Çимун пичче кулать:

— Татах тӳнтер пукан

Ик пăравус пулать.

Йăмăк


Йăмăк выртрĕ çывăрма:

Кăнтăрла кирлех канма.

Пысăк ĕç паян вăл тунă —

Кĕпине хăех-çке çунă!

Австралири тĕлпулу


Тăхăрьял каччи Артем Никитин Лăпкă океан флотĕнче виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн тăван ялне курма кайса килчĕ те пурнăçне малалла та тинĕспе çыхăнтарма шутларĕ. Тинĕс пăрахут граждан флотĕнче ĕçлес, тĕнче тăрăх курса çӳрес шутпа Находка хулине юлчĕ. Çапла вăл ачаранах курма ĕмĕтленнĕ вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕссене килĕштерсе пăрахрĕ те моряк пурнăçне малалла тăсма тĕв турĕ. Чăваш каччи пĕр вăхăт ятарлă курссенче танкермана вĕренчĕ. Унтан «Амгунь» ятлă танкер çине лекрĕ, ку хăй тĕллĕн çӳрекен судно Австралирен тĕнчери тĕрлĕ çĕршыва сурăх тата банан çăвĕ турттарать. Экипажĕ пысăках мар, 20 çынна яхăн çеç, вĕсем хушшинче виçĕ чăваш. Пĕр тухса кайсан çур çул ытла та çӳреççĕ вĕсем океан-тинĕс тăрăх. Вунпĕр уйăх таврăнмасăр тĕнче касни, ишни те пулнă. Мĕнле çĕршыва кăна çитмен!

Австралире сурăх питĕ нумай усраççĕ, уйрăмах çурçĕр-хĕвелтухăç енче. Инди океанĕпе анăç енчен ишсе килекен «Амгунь» танкер Тимор тата Арфур тинĕсĕсем урлă иртсен Лăпкă океана кĕрекен Коралл тинĕсне çитсе Австралин Таунсвилл портне кĕрсе вырнаçрĕ. Кунта вĕсем шăпах çу тиемелле. Тепĕр кун экипажа канмалли кун пачĕç. Çавăнпа усă курса ултă моряк танкер çинчен анса хулана тухрĕ, вĕсемпе пĕрле капитана пулăшаканĕ те пур, ăна моряксем хăйсем хушшинче «особист» теççĕ. Вăл ушкăн ертӳçи, унсăрăн моряксен хулана тухма ирĕк çук.

Малалла

Çитрĕç сивĕсем


Çитрĕç сивĕсем,

Шăнчĕç пĕвесем.

Мамăк пек шап-шур

Ӳкрĕ кăпăш юр.

Выртрĕ çĕр вара

Çывăрма тинех,

Сивĕ çапасран

Тăлăп витĕнсех.

Çын хушшинче эс хисепре


Тăван аппана Мария Алексеевна Аршуткина-Антипована

 

Терт-нушине сахал-и курнă

Эпир пурнан пурăнăçра.

Çапах та шанчăк çеçке çурнă,

Вăй тапнă чĕрере-чунра.

 

Мана эс пулăшса пыраттăн,

Эс суннă ыррине мана.

Асли пулса эс ăс параттăн,

Нихçан та манмăп эп çакна.

 

Эс ăслă тухтăр, пултаруллă,

Паян та тăрăшан ĕçре.

Ялан çапла маттур çеç пул эс —

Çын хушшинче эс хисепре.

Ĕçĕр хĕвелле çӳле çĕклентĕр


Халăха вĕрентес ĕç отличникне Василий Иванович Васильева

 

Пултарулăх сирĕн тĕрлĕ енлĕ:

Физик, вĕрентӳ пай пуçлăхĕ,

Шкул директорĕ... Нимле пĕлменлĕх

Çук пуль — ку чун та ăс ырлăхĕ.

 

Çĕр-çĕр ачана эсир ăс патăр,

Вĕрентсе кăлартăр çул çине.

Чĕререн сире халь тав тăватпăр,

Тухас çук асран мĕн ĕмĕре.

 

Нихăçан та канăçа пĕлместĕр,

Йĕркелерĕр ялăн музейне.

Ĕçĕр хĕвелле çӳле çĕклентĕр,

Ăшăттăр, вăй патăр çынсене.

Вăрăм ĕмĕр эп сунатăп


Мария Петровна Никитинана

 

Вырăсла та, нимĕçле те

Вулама та калаçма

Тарăшуллăн вĕрентеттĕн —

Çак килет халь асăма.

 

Шкул ертӳçинче ансат-и —

Улшăнмасăр нумай çул

Сумлăн эсĕ вăй хурсаттăн.

Çирĕп сывлăх, ăнăçу,

 

Вăрăм ĕмĕр эп сунатăп,

Эп сире нихçан та манмăп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 ... 739