Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
vk.ru/wall-133347207_3986 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.ru/wall-133347207_3986 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Вирьял» ансамбль ертӳҫине Лев Иванова сумлӑ ят панӑ. Вӑл халӗ — «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».

Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

«Вирьял» фольклор ансамблӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри культура ҫуртӗнче тӗпленнӗ.

Ку ушкӑна 1990 ҫулта Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак сӗннипе пуҫарнӑ. 1993 ҫулта ушкӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин приказӗпе «халӑх коллективӗ» ят панӑ. Ансамбле тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ. Унччен юрӑпа ташӑ ансамблӗ шутланнӑскере 2019 ҫулта фолькорр ансамблӗ ят пама йышӑннӑ.

«Вирьял» вырӑнти мероприятисене ҫеҫ мар, республикӑри, ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи тӗрлӗ фестивале хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-133347207_3986
 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче Зинаида Николаевӑна 60 ҫулхипе саламланӑ. Вӑл унта уйрӑм заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.

Зинаида Егоровна социаллӑ сферӑра ӗҫлесе ирттернӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл ку енӗпе тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть вара вӑл вӑхӑта ҫемьепе ирттерме йышӑннӑ.

Ӗҫтешне 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама паян коллектив туслӑ йышпа пухӑннӑ. Центрӑн директорӗ Светлана Милкина хӑйӗн пуян опычӗпе ыттисене те кӑмӑлтан паллаштарнӑшӑн, ӗҫлеме вӗрентсе пынӑшӑн тав тунӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, директорӑн икӗ ҫумӗ Татьяна Ефимова тата Альбина Данилова, профсоюз комитечӗн председателӗ Марина Петрова, Каролина Герасимова заведующи те ӑшшӑн саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Персона
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Красноармейски районӗнчи пӗр ялта Анатолий Алексеев баяниста тата купӑсҫа асра тытса пуҫтарӑннӑ.

Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак енӗн Яманак кану ҫуртӗнче (менеджерӗ - Галина Ефимова) ку ялта ҫуралса ӳснӗ, унтах пурӑннӑ Анатолий Алексеев баянист, купӑсҫӑ, илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Мероприяти авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Ҫав кун культура ҫуртне пухӑннисем Анатолий Петровича пултаруллӑ музыкантӑн кун-ҫулне ҫутатса паракан куравпа, сӑнӳкерчӗксемпе, видеоматериалсемпе паллашнӑ. Вӗсем ӑна ӑшшӑн аса илсе калаҫнӑ, унӑн пултарулӑхне хакланине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_3037
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри триатлон тренерӗ Даниил Капитонов велосипедпа Шупашкар хулинчен Санкт-Петербурга 6 кунран ҫитнӗ.

Вӑл 10 регион урлӑ каҫса 1 пине яхӑн ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ. Вӑл кутамкки ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫула палаткӑсӑрах тухнӑ. Спортсмен хӑш-пӗр вырӑнта электричкӑпа, автобуспа кайнӑ. Хӑна ҫурчӗсенче ҫӗр каҫнӑ, пӗр кун мӑнастирте вырӑн тупнӑ. Ытларах чухне вӑл ҫул хӗрринчи кафесенче апатланнӑ. Хӑйӗнпе ҫумӑн пӗчӗк кӑна газпа пӗҫермелли хатӗр пулнӑ – унпа та апат пӗҫернӗ.

Спортсмен хӑй каланӑ тӑрӑх, ку уншӑн хӑйне тӗрӗслени пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил Капитонов ҫитес ҫул «Санкт-Петербург – Пекин» велоэкспедицие кайма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31215
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш хулинче пурӑнакан Наталия Ильина пӗр ӗмӗртен каҫнӑ: 101 ҫул тултарнӑ!

Наталия Борисовна тӑхӑр ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, вӑл чи асли пулнӑ. Унӑн ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑлах иртмен, шӑпах вӑрҫӑ ҫулӗсем тӗлне лекнӗ. Наталия Борисовна 17 ҫулта чухнех торф кӑларма кайнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен, 1946 ҫулта, вӑл Канашри элеваторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта 45 ҫул тӑрӑшнӑ, ҫавӑнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Наталия Борисовна мӑшӑрӗпе Василий Ильичпа 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ кинемей 8 мӑнукӗпе тата 10 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Кинемее чунран саламлатпӑр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19564
 

Персона
htcheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
htcheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеклӑ центрта тӑрӑшакан Татьяна Андреева авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ.

Социаллӑ сферӑра вӑл 2019 ҫултанпа тӑрӑшать. Асӑннӑ учреждение хӗрарӑм социаллӗ ӗҫчен пулса вырнаҫнӑ. Хӗрӗх урлӑ каҫнӑ хӗрарӑм ватӑсемпе тата сусӑрсемпе тӳрех пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна хӑй пӑхакан ватӑсем юратаҫҫӗ. Ӗҫтешӗсем вара кирлӗ чухне алӑ пама килӗшнишӗн хисеплеҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ.

«Пирӗн тивӗҫӗмӗр — хӳтлӗхсӗр ҫынсен шанӑҫне тӳрре кӑларасси», — тет иртнӗ эрнекун 50 ҫул тултарнӑ хӗрарӑм. Вӑл кирлӗ пулсан апат пӗҫерсе те, урай ҫуса та, лавккаран апат-ҫимӗҫ, аптекӑран эмел туянса килсе те парать. Ятарлӑ программӑра пӑхса хӑварнӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлать.

 

Персона
«Хыпар - Вести Чувашия» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хыпар - Вести Чувашия» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӗмпӗрте Валентина Тарават ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Кун пирки МАХра «Хырар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.

Мероприятие Валентина Николаевнӑн 80 ҫулхи юбилейне халалланӑ иккен.

Валентина Тарават (Игнатьева) – поэт, прозаик, куҫаруҫӑ, Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, поэта тата прозаика юбилейпа саламлама Чӗмпӗр облаҫӗн ӳнерпе культура политикин министрӗ Евгения Сидорова пырса ҫитнӗ. «Библиотека ӗҫченӗсем Валентина Николаевна вулав культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.

Уява ҫавӑн пекех ҫыравҫӑн тусӗсем, литература ҫыннисем, вӗренекенӗсем, пултарулӑхне кӑмӑллакан ытти ҫын та хутшӑннӑ», — тесе пӗлтернӗ «Хыпар - Вести Чувашия» каналта.

 

Персона

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти Татьяна Шерне «Раҫҫей миссисӗ – 2026» конкурсра мала тухнӑ, пирӗн ентеше «Раҫҫейри Поэзи королеви» ятарлӑ титулпа палӑртнӑ.

Жюрие вӑл сӑвӑпа, хӑй ҫырнӑскерпе, тӗлӗнтернӗ. Татьяна Шерне «Пурнӑҫа таврӑннӑ хӗрарӑм» (выр. «Женщина, которая вернулась к жизни») сӑвва Куклачев ячӗллӗ театр сцени ҫинче вуланӑ.

Татьяна – икӗ ача амӑшӗ, поэтесса. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен, вӑл хӑйне алла илес тесе нумай ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енре йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗ уҫма ӗмӗтленет.

Саламлатпӑр ентеше!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31021
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Вера Седойкина 100 ҫул тултарнӑ.

Вера Петровнӑн пурнӑҫӗ медицинӑпа ҫыхӑннӑ, вӑл Чкаловскри (халӗ Патӑрьел) пульницӑра ҫур ӗмӗр ытла медсестрара ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне хӗрача колхозра вӑй хунӑ. 1943 ҫулта Пӑвари медицина шкулне вӗренме кайнӑ. Диплом илсен Карел-Финн ССРне ӗҫлеме тухса кайнӑ. Анчах ашшӗ чирлесен каялла киле таврӑнма тивнӗ. Тӑван Чкаловскра вӑл юратӑвне – Виталий Васильевича – тӗл пулнӑ. Вӗсем клубра киносеансра паллашнӑ. Мӑшӑр 70 ҫул пӗрле пурӑннӑ.

Халӗ Вера Петровна – виҫӗ ача амӑшӗ, унӑн пилӗк манук, виҫӗ кӗҫӗн мӑнук пур.

Саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31005
 

Персона

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта Сергей Владимирович Щербаков кӗтмен ҫӗртен вилсе кайнӑ. Вӑл Атӑл тӑрӑхӗнче паллӑ историк-ӑсчах тата кинорежиссер шутланнӑ. Чӑваш халӑхӗн автономине тата патшалӑхне йӗркелес историйӗпе нумай ӑслӑлӑх статйи ҫырнӑ, документлӑ фильмсем ӳкернӗ. Раҫҫей коопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институчӗн (филиалӗн) историпе обществознани преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл пурӗ те 50 ҫулта пулнӑ...

Сергей Щербаков 1975 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫултанпа Шупашкар хулинче пурӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкулта тата Краснодар крайӗнчи Кропоткин хулинчи 45-мӗш лицейра историпе обществознани вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. 2002–2005 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче ӗҫленӗ. Унта вӑл Шупашкарти Ленин районӗнчи уголовнӑй шырав пайӗнче хӗсметре тӑнӑ. 2004 ҫулта Чечня Республикинче ӗҫ командировкинче пулнӑ (Раҫҫейри Шалти ӗҫсен министерствин ВОГОиП криминал милицийӗн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ пулса тӑрӑшнӑ).

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...229
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 08

1873
153
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
111
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
67
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй