Мускавра иртекен «Ылтӑн курав» гастрофестивале чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе курава ҫӗршывӑн 58 регионӗнчи 300 ытла производитель пуҫтарӑнӗ. Гастрофестиваль ВДНХра юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енрен унта Ольга Кошелева сыр ӑсти те хутшӑнӗ. Пӗр-ик уйӑх каялла вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх сыр – 2022» конкурса ҫӗнтернӗ.
Регионӑн сентри ҫинче качака тата ӗне сӗтӗнчен ӑсталанӑ 20 тӗрлӗ ытла сыр вырӑн тупӗ. Унсӑр пуҫне — Етӗрнери аш-какай комбиначӗн шӑрттанӗ; «Сырьёзная компания» ҫемье производствинче туса кӑларакан улма-ҫырла чипсӗ тата ытти пылак апат-ҫимӗҫ.
Чӑваш Енре туса илекен ҫӑнӑхӑн пӗр партине Таджикстана ӑсатӗҫ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
«Чӑвашхлебопродуктӑн» ҫӑнӑхӗн сӑнавлӑ партийӗ Таджикистана чукун ҫулпа ӑсанӗ. Енчен те тавар туянакана продукци пахалӑхӗ тата логистики тивӗҫтерсен экспорта яланхи мелпе йӗркелӗпӗр», – хыпарланӑ министр.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре туса илекен продукцирен 5,2 проценчӗ Таджикистана ӑсанать. Ҫав вӑхӑтрах Китая – 48,9 процент, Беларуҫ Республикине – 10,4 процент.
Пирӗн республикӑра теплицӑри пахча ҫимӗҫ ӑнса пулассине регионти Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Ҫак культурӑсене пухса кӗртес енӗпе пирӗн регион рекорд лартасси патне ҫывхарса пырать. Кӑҫал, малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, теплицӑсенче 27,8 пин ытла тонна туса илмелле. Пӗлтӗр 27,4 пин тонна пухса кӗртнӗ.
Хальлӗхе 21,2 пин тонна пуҫтарнӑ. Ҫурри ытла – хӑяр, ӑна 11 тонна татнӑ. 9,8 тонна помидор пухса кӗртнӗ.
Кӑмал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе республикӑра ӗнесен шучӗ 0,1 процент ӳснӗ. Ҫавна май сӗт суса илесси 2,8 процент нумайланнӑ.
Анчах лавккасенче сӗт хакӗ чакнӑ-и? Кӑҫалхи 6 уйӑхра пӗр ӗнерен 8 процент нумайрах сӗт суса илме пуҫлан.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт туса илесси ӳснӗрен унӑн хакӗ чакнӑ. Халӗ республикӑра вӑл 68,74 тенкӗрен пуҫласа 83,62 тенкӗ таран тӑрать.
Юлашки темиҫе уйӑхра пирӗн ҫӗршыв тӗрлӗ санкцие парӑнмасӑр экономикӑна аталантарма ҫине тӑрса тӑрӑшать. Пирӗн патра ӗҫлеме пӑрахнӑ пысӑк усламҫӑсем вырӑнне вырӑнтисем йӑпӑр-япӑр йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта, ав, «Букет Чувашии» фирма «Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр пылак шыв кӑларма тытӑннӑ. Газлӑ ҫав шыва авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗленчене пуҫласа тултарнӑ.
«Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр тутиллӗ пылак шыва хальлӗхе Шупашкарти лавккасенче, «Дикий Лось» тата «Сахарок» суту-илӳ сечӗсен магазинӗсенче сутаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра продукцие федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсене ӑсатма палӑртаҫҫӗ.
Тӗнче тетлӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ|Общество канашӗ) пабликра Шупашкар районӗнчи вӗренӳ заведенийӗсенчи лару-тӑру пирки паян икӗ пост вырнаҫтарнӑ. Пӗри пирки эпир маларах хыпарларӑмӑр-ха. Унта сӑмах Апашри шкул пирки пыратчӗ. Тепринче Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкул пирки каланӑ.
Пост авторне ӗненсен, шкул столовӑйӗ ыран ӗҫлемӗ, ҫавӑнпа уроксем 30 минута ҫеҫ тӑсӑлӗҫ тесе хыпарланӑ-мӗн.
Столовӑй ӗҫлеменнин сӑлтавӗ вара поварсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Шкул автобусӗсем те йӗркелллӗ ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Виҫӗ автобусран пӗри ҫеҫ ҫӳрет.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарти лавккара мӗнле ҫимӗҫсем, япаласем йӳнелнӗ? Тӳре-шара хаксене кашни эрнерех тишкерсе тӑрать.
Утӑ уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче лавккасенче хӑш-пӗр ҫимӗҫсем самай йӳнелнӗ. Тӗслӗхрен, аш-какай консервӗн хакӗ - 150 тенкӗ, ҫӑратнӑ сӗт - 50 тенкӗ, услам ҫу - 25 тенкӗ, шурӑ ҫӑнӑх 12 тенкӗ чакнӑ. Ҫавӑн пекех купӑста, пулӑ консервӗ, сахӑр, кишӗр, сухан кӑштах йӳнелнӗ.
Хальхи вӑхӑтра сахӑра 64-89 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ҫӗрулмипе 27-75 тенкӗпе сутаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем лавккасенчи апат-ҫимӗҫ хакӗсене кашни эрнерех тишкереҫҫӗ. Ку ӗҫе хаксем тӑрук сӑлтавсӑрах хӑпарса каяран тӑваҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче хулари лавккасенче пулӑ консервин хакӗ самай чакнӑ: 98 тенкӗ йӳнелнӗ. Услам ҫу хакӗ те палӑрмаллах пӗчӗкленнӗ: 52 тенкӗ чакнӑ. Рис вара 23 тенкӗ йӳнелнӗ.
Ҫавӑн пекех ҫӑратнӑ сӗт, тӗтӗмленӗ кӑлпасси, панулми, сӗт, ҫӑмарта, хура тул хакӗ кӑштах чакнӑ.
Шупашкарта ҫӗнӗ фермер пасарӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Элкер урамӗ, 11-мӗш ҫурт.
Ун вырӑнӗнче малтан кивӗ пасар пулнӑ. Пӗлтӗр ӑна пӑсса ҫӗннине тума йышӑннӑ. Ку тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче кивӗ тимӗр лавккасене пӑснӑ. Вӗсен вырӑнне 10 ҫӗннине туса лартнӑ. Варринче — суту-илӳ павильонӗ. Пасара икӗ ҫӗртен кӗме пулать, унти асфальта та ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех арман евӗр арт-обьект туса лартнӑ.
Ҫӗнӗ фермер пасарне ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Шупашкарти тӳре-шара кашни эрнерех апат-ҫимӗҫ, ытти тавар хакне тишкерсех тӑрать. Хула администрацийӗ юлашки эрнере мӗн йӳнелнине пӗлтернӗ.
Тӗрӗслев акӑ мӗн кӑтартнӑ: тӗтӗмленӗ кӑлпасси 81 тенкӗ йӳнелнӗ, сысна ашӗн хакӗ - 63 тенкӗ, чей 51 тенкӗ чакнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑмарта 5 тенкӗ йӳнелнӗ, кишӗр вара - 2 тенкӗ.
Хаксене Авокадо, Магнит, Калач, Санар, Перекресток, Пятерочка,
Карусель, Свой гастрономчик, Лента, Метро лавккасенче тишкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |