Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Моҫҫакасси ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Шыв башнине темиҫе сехетлӗхе яраҫҫӗ, анчах кранран кӑшт ҫеҫ шыв юхать. Ирӗксӗрех ҫӑл патне утма е лавккаран туянма тивет.

Ялта – 70 хуҫалӑх. Уйрӑмах ватӑсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, выльӑх-чӗрлӗх тытакансене йывӑр килет. Чылай чухне кӳршисем, килтех ҫӑл чавнисем, ҫӑлаҫҫӗ. Ялти ҫӑл вара тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ.

Ялти шыв башнине 1986 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗплӗ юсаман та. Кӑлтӑксем унччен те пулнӑ-ха. Уйрӑмах ҫулла пахча шӑварнӑ чухне напор ҫитмен. Халӗ мӗн пулнӑ? Ыйтава пӗр уйӑх уҫӑмлатаҫҫӗ ӗнтӗ. Малтан рабочисене шыранӑ, унтан ҫӗнӗ насос кӗтнӗ. Халӗ вара специалистсем шыв пӑрӑхӗ ӑҫтан шӑтма пултарнине тӗрӗслеҫҫӗ. Шыв резервуара тулать-ха, анчах ҫынсем патне ҫитмест.

Вырӑнти тӳре-шара кивелнӗ башньӑна пуҫаруллӑ бюджетировани программипе юсама сӗнет. Строительство министерствине заявлени панӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе вара ҫынсен хӑйсенех ӑҫтан та пулин шыв тупма тивет.

 

Вӗренӳ

Шкулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсене кӑҫал ҫуркунне мара, кӗркунне ирттерӗҫ. Ҫапла йышӑну тунӑ Рособрнадзор.

Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн патра ҫак чирӗн ҫӗнӗ хумӗ пуш тата ака уйӑхӗсенче сарӑлма пултарать. Ҫавна май тӗрӗслев ӗҫӗсене авӑнӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 24-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Ҫӗнӗ расписание авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме шантарнӑ.

Электрон версипе ирттерме палӑртнӑ тӗрӗслев ӗҫӗсене те кӗркуннене куҫарнӑ. Маларах ҫырнӑ шкулсен кӗркунне тепӗр хутчен пурнӑҫлама тивмӗ.

 

Персона
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, драматург, педагог, публицист, Ефим Никитин (1912-2022) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ.

Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ.

1933-1940 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта тата режиссёр ассистентӗнче, пукане артистӗнче ӗҫленӗ.

Комсомольскинчи колхоз театрӗнче илемлӗх ертӳҫинче тата актёрта та тӑрӑшнӑ.

1943-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман.

Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ.

Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн.

 

Хулара
centravangard21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
centravangard21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Авангард» ҫамрӑксене ҫарпа патриотизм пӗлӗвне паракан вӗренӳпе методика центрӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Хушма пӗлу парассипе ӗҫлекен асӑннӑ организаци Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви автономлӑ учрежденийӗ шутланать.

«Авангард» вӗренӳпе методика центрӗ Шупашкарти Максим Горький урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен докуменчӗсене министерство пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ. Ведомствӑна хутсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран ҫитерсе памалла.

Директор пулас ӗмӗтлӗ ҫыннӑн конкурса хутшӑнма организацин аталанӑвӗн программине хатӗрлемелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Хӗр банкоматран ют ҫын укҫине илнӗ. Куншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ унӑн явап тытма тивӗ.

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын банкомат урлӑ хӑйӗн счечӗ ҫине 29 пин тенкӗ хума тӑнӑ. Анчах операцие вӗҫлемесӗрех хайхискер пӑрӑнса утнӑ. Счечӗ ҫине укҫа куҫманнине кура вӑл каялла таврӑннӑ. Анчах банкоматра унӑн укҫи пулман ӗнтӗ, ӑна такам илсе кайнӑ.

Видеокамерӑна пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: бакномат патне хӗр пынӑ. Ӑна тупса палӑртнӑ. Суд пуличчен унӑн таҫта тухса ҫӳреме юрамасть.

 

Республикӑра
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗлтӗрхи ҫулшӑн наукӑпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме икӗ ӗҫ тӑратнӑ.

Вӗсенчен пӗри — «Край Чувашский, Край Сорминский: история и современность» монографи. Унӑн авторӗ — Лев Ефимов, истори наукисен докторӗ, Чӑваш патшалӑх пединститучӗн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин профессорӗ.

Тепӗр ӗҫ те монографиех. Вӑл «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» ятлӑ. Ӑна автор ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Йышра — Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ Олег Андреев; Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ Евгений Касимов; Чӑваш патшалӑх истори архивӗн директорӗн ҫумӗ, истори наукисен кандидачӗ Фёдор Козлов; Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ Марина Широкова.

 

Сывлӑх

Шупашкарти кардиодиспансерта кӑшӑлвируса пула ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ.

Наталья Иванова иккӗмӗш ачине кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Ҫавна пула ӑна кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Ывӑлӗ сывах ҫуралнӑ. Амӑшне хӑйне вара пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пӗтӗм ӳпки сиенленни палӑрнӑ.

Пациента ЭКМО аппарат айне вырттарнӑ, медикаментозлӑ комӑна кӗртсе ӳкернӗ. Ӳпки вырӑнне аппарат сывланӑ.

Халӗ Наталья Иванова хӑйне чиперех туять, ҫапах хальлӗхе ӑна киле ямаҫҫӗ. Унӑн реабилитаци курсӗ витӗр тухмалла. Икӗ ача амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл 1,5 уйӑх ҫывӑрайман, юлашки 3 кунра ҫеҫ канлӗ хуп турттарнӑ. Ывӑлӗ вара кӗҫех 2 уйӑха ҫитет.

 

Республикӑра
vurnar.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
vurnar.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнчи тӳре-шара унччен пионерлагерь пулнӑ вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн.

Унччен «Ласточка» (чӑв. Пӗчӗк чӗкеҫ) пионерлагерь пулнӑ кану вырӑнӗ питех те илемлӗ вырӑнта тӗпленнӗ. Юнашарах Ҫавал юханшывӗ юхса иртет. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен сулхӑнӗнче темччен уҫӑлса ҫӳреме, техӗмлӗ те сиплӗ сывлӑшпа кӑкӑр туллин сывлама кама килӗшмӗ?

Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗпе чунтан киленме май пур вырӑнта санаторипе курорт комплексӗ уҫасшӑн. Ҫитменнине халӗ хамӑр ҫӗршывра тата тӑван тӑрӑхра туризма аталантарас юхӑм вӑй илсе пырать.

Проекта хӳтӗлеме май килсен укҫана федераци хыснинчен илме май килессе шанаҫҫӗ вӑрнарсем.

 

Раҫҫейре

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурс пуҫланать. Унта пирӗн чӑваш юманӗн ҫӗнтерес шанчӑк пур. Апла уншӑн сасӑламалла.

Палӑртмалла: Муркаш районӗнчи Ильинка ҫывӑхӗнче ӳсекен ватӑ юман 2020 ҫулта ҫак конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 371 ҫулта тесе шутлаҫҫӗ ӑсчахсем.

Сасӑлав www.rosdrevo.ru сайтра иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Хальхи вӑхӑтра конкурса хутшӑнакан йывӑҫсен списокне хатӗрлеҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗ-йывӑҫа палӑртӗҫ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа вара ҫав йывӑҫ ӳсекен регионта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 747, 748, 749, 750, 751, 752, 753, 754, 755, 756, [757], 758, 759, 760, 761, 762, 763, 764, 765, 766, 767, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...