Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне ҫулӗ ҫинче ӗнер машинӑсем «пӑкка» лекнӗ. Каҫхине унта «пӑкӑ» 10 километр тӑршшӗ пуҫтарӑнса кайнӑ. Транспорт Хыркасси патӗнчен «Контур» завод патне ҫитиччен тӑрса тухнӑ. «М-7» ҫул ҫинче те машинӑсем чарӑнса ларнӑ. Пӗр енчен, пурнӑҫ шайӗ ӗлӗкхинчен самай лайӑх та халӗ, килсерен тенӗ пек машинӑсем пур. Хӑш-пӗр килте — ишкер-виҫшер те. Ҫапах та тепӗр чухне субъективлӑ текен сӑлтав та сиксе тухать. «Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Контур» патӗнчи светофора юлашки вӑхӑтра урӑхларах ӗҫлеттерме тытӑннӑ. Сулахаялла, Университет урамӗ еннелле, пӑрӑнакан машинӑсене пӑрӑнмалли вӑхӑта сахаллатнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине Канашра пурӑнакан 77 ҫулти арҫын вӑрмантан хӑй тӗллӗн тухаймассине ӑнланса полицие шӑнкаравланӑ. Вӑл темиҫе сехет ҫухалса ҫӳренӗ. Арҫын Йӗпреҫ районӗнчи чукун ҫулӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана кӑмпа татма килнӗ. Анчах хайхискер каялла тухмалли ҫула шыраса тупайман, аташса кайнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, арҫынпа телефонпа ҫыхӑнсах тӑнӑ, ҫул туптӑр тесе машина ҫинчи сигнала янӑ. 21 сехет тӗлне полици подполковникӗ Зофер Камалетдинов ватӑ арҫынна вӑрмантан тухма пулӑшнӑ. Вӑйран кайнӑ пулин те сарике тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн Эрнекун Хӗрлӗ Чутай районӗнче библиотекарьсем семинара пухӑннӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх унта пухӑннӑ культура ӗҫченӗсем 9 уйӑхра туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, кӑтартусене тишкернӗ. Ҫавӑн пекех библиотекарьсене мероприятисене йӗркелеме тата вӗсене ирттерме усӑ куракан меслетсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем пирки каласа панӑ май Ирина Капитонова методист район, республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртнӗ конкурссене мӗнлерех хутшӑнни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Семинарта библиотекарьсене ҫавӑн пекех вулавӑшсене террортан мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен, пӗрремӗш пулӑшӑва мӗнле памаллине вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Видеори скриншот Ӗнер Шупашкарта икӗ ҫамрӑк водитель темскер пайламан — ҫул варрине тухсах чышкисене ирӗке яма тытӑннӑ. Ҫакна вӑл вырӑнтан иртсе пыракан водитель ӳкерсе илнӗ. Видеона «За рулем» порталта вырнаҫтарнӑ. Видео ҫинче икӗ каччӑ ҫапӑҫни курӑнать. Вӗсене пӗр хӗр ҫапӑҫасран уйӑрма хӑтланать. Ку пӑтӑрмах Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫапӑҫу мӗне пула сиксе тухни тата мӗнпе вӗҫленни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрарӑм ачасене ашшӗ хӗнет тесе полицие пӗлтернӗ. 32 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен 8-13 ҫулсенчи виҫӗ ачине хӗненӗ, психика тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче аслӑ хӗрӗ тӗлӗшпе ясар ӗҫсем тунӑ. Ун чухне хӗрача 13 ҫулта пулнӑ. Ачасен амӑшӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() discover24.ru сайтри сӑн Тӑвай районӗнчи тӑлӑх прокуратура пулӑшнипе ҫеҫ хӑтлӑ хваттерлӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлсан ӑна 2015 ҫулта пурӑнмалли кӗтесе хӑтлӑлатмалла тесе черете тӑратнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ — ӑна вара хваттер паман. Хӑйӗн вара кӗтес пулман, пӗчӗк ачисемпе тара тытнӑ хваттерте пурӑнма тивнӗ. Прокуратура Тӑвай район администрацийӗн тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтермелле тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд вӑл ыйтнине туллин тивӗҫтернӗ. Халӗ тӑлӑха хваттер панӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та таврӑнман. Владимир Нагоров хӑмӑр куртка, сӑрӑ-ҫутӑ кӑвак кӗпе, сӑрӑ тӗслӗ футболка, хура шӑлавар, хура калуш, ҫутӑ кӑвак карттус тӑхӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ витре илнӗ. Арҫынна «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем те, полицейскисем те шыраҫҫӗ. Владимир Нагорова шырамашкӑн татах ҫынсем кирлӗ. Хӑйирӗкҫӗсене хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ хореографи конкурсӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе ирттереҫҫӗ. Людмила Нянина — ташӑ ӳнерӗнче пуян опыт пухнӑ ӑста, культура колледжӗнче хореографи дисциплинисене вӗрентет. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа та чысланӑ. Владимир Милютин — балетмейстер, этнохореограф, педагог. «Ташӑ эрешӗсем» конкурс юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче иртӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен заявкӑна конкурсчен икӗ кун маларах парса ӗлкӗрмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм, йӗкӗреш кӗтекенскер, тухтӑр патне йышӑнӑва кайнӑ. Шӑп ҫав самантра унӑн юн кайма пуҫланӑ. Шурӑ халатлисем ӑна хӑвӑрт пулӑшнӑ, 8 минутранах операци тунӑ. Ҫут тӗнчене арҫын ачапа хӗрача килнӗ. Хӗр пӗрчи 1500 ытларах грамм тайнӑ, арҫын ача - 1900 грамм. Ачасем халӗ Президент пепкелӗх центрӗнче. Арҫын ачана реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ. Хӗрачана хальлӗхе реанимацире сӑнаҫҫӗ. Арҫын ачапа амӑшӗ курнӑҫнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Вӗренӳ
Район историне тӗпченӗ май, пирӗн тӑрӑхри халӑха вулама-ҫырма вӗрентнӗ тӗн ҫыннисене те манса хӑварас килмест. Вӗсенчен пӗри пӗри — Алексей Иванович Баратынский (1824-1895). Алексей Иванович малтан Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищин заведующийӗ пулнӑ, Хусанти тӗн семинарине пӗтернӗ. 1848 ҫулта ӑна Анат Чаткас чиркӗвне священник пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Чаткасра вӑл 1862 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, Баратынскийсен кӗҫӗн ывӑлӗ Петр Алексеевич каярахпа Хусан университетӗнчен вӗренсе тухать. Паллӑ врач хирург, медицина наукисен докторӗ пулса тӑрать. Алексей Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн директорне И.Я.Яковлева ҫывӑх пӗлнӗ. Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищӗре ӗҫленӗ чухне вӑл ҫамрӑк Яковлева турӑ саккунне вӗрентнӗ. Ҫак туслӑх малалла ҫирӗпленсех пынӑ. И.Я.Яковлев 1895 ҫулта Синодӑн обер-прокурорӗ К.П.Победоносцев патне чи ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ: «1856 ҫултанпа эпӗ Алексей Ивановичпа чи ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ, вӑл манӑн пурнӑҫра ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнчӗ...» Малалла Иван Яковлевич хӑй тӑлӑх пулнине, ырӑ ҫынсем ӑна 1856 ҫулта А. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |