Хулара
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ фитосанитари мероприятийӗсене ирттернӗ чухне пылак пӑрӑҫ вӑрринче сӑтӑрҫӑ ӳсен-тӑранӗ тупнӑ. Ҫак сӑтӑрҫӑсене "Сарӑ апельсин" (вырӑсла "Желтый апельсин") ятлӑ гибридра асӑрханӑ. Ку вӑрра Шупашара Мускавран кӳрсе килнӗ. Пӗтӗмпе 49 хутаҫ вӑрӑра сӑтӑрҫӑ ӳсен-тӑран вӑррисем пулнӑ. Мӗнпур хутаҫа тӗп тунӑ - ҫунтарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
hypar.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шӑп та лӑп 65 ҫул каялла, 1958 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, СССР Журналистсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн йӗркелӳ съезчӗ иртнӗ. Кун пирки эпир Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗ патшалӑх архивӗнчи хыпар тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Чӑваш Республикинче Журналистсен союзне унччен маларахах пуҫарса янӑ-ха. Кӑҫалхи ҫулла асӑннӑ пӗрлешӳ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитӗ — Журналистсен тата писательсен «Канаш» союзне 1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Чӑваш Енре журналистика XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче никӗсленнӗ теҫҫӗ историксем. Ӑна пуҫарса яракансен йышӗнче Охадер Томеев, Еремей Рожанский, Спиридон Михайлов, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Алексей Рекеев, Никифор Охотников, Иван Юркин публицистсене тата ыттисене асӑнса хӑварма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Республикӑн мануаллӑ терапи центрӗн тӗп тухтӑрне Алексей Волкова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗн чӗри пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 57 ҫулта пулнӑ. Алексей Зинонович 1965 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вӑл тухтӑр пулма вӗренсе тухнӑ. Унтан травматологипе ортопеди енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Вертебро-неврологи енӗпе специалист пулнӑ май 1990 ҫулта Хусанти патшалӑх медицина академийӗнче виҫӗ уйӑхлӑх курсра пӗлӗвне туптанӑ. 1991 ҫултанпа Алексей Волков Республикӑн мануллӑ терапи центрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк ҫултан ӑна тӗп врачӑн заместителӗ пулма шаннӑ, 2000 ҫултанпа центрта тӗп врач пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗн А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ Калайкасси шкулӗнче Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Хаваслӑ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑмӑрти шкул ачисем хушшинче «Чӑнлӑх шыраса» («В поисках истины») ятпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗ иртрӗ. Вӑл Чӑваш наци ӑслӑлӑх тата ӳнер академийӗ (президенчӗ - Евгений Ерагин) тата асӑннӑ шкул вӗрентекенӗсен пуҫарӑвӗпе пулчӗ. Республикӑмӑрти тӗрлӗ шкулсенчен пуҫтарӑннӑ пултаруллӑ ачасен тӗпчев ӗҫӗсен хӳтӗлевне сумлӑ та хисеплӗ ҫынсем – халӑх академикӗсем – хакларӗҫ, ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене ырӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Ӑслӑлӑх конкурсне Трак енри Красноармейски шкулӗн вӗренекенӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ: 10 класс вӗренекенӗ Ильина Дарья ("Оптимальная система налогообложения для индивидуальных предпринимателей") – 1 вырӑн; 8-б класра вӗренекен Егорова Агния ("Чӑваш халӑх юррисенчи атте-анне сӑнарӗ" - "Образ отца и матери в чувашских народных песнях") – 1 вырӑн; 10 класс вӗренекенӗ Романова Мария ("Лучшая дебетовая банковская карта") – 2 вырӑн. Наука енӗпе ӗҫленӗ ертӳҫӗсем – Михайлов В.М., обществознани вӗрентекен; Михайлова З. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ryazpressa.ru сайтри сӑн Юр ирӗлсе ҫӗр тухрӗ кӑна – республикӑра типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче пулнӑ. Унта Хватукасси ялӗ ҫывӑхӗнче 16 сехет те 15 минутра типӗ курӑк ҫуннине палӑртнӑ. Вӑл 100 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
nsk.aif.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл хӑйӗн машинипе пӗрле ҫухалнӑ. Тепӗр кунхине «тимӗр урхамаха» гараж кооперативӗнчен инҫех мар тупнӑ. Салонра юн йӗрӗсем пулнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсемпе криминалистсем оперативлӑ ӗҫленӗрен пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хӗрарӑма та тупнӑ. Анчах виллине ҫеҫ. Вӑл шӑтӑкра выртнӑ. Хӗрарӑмӑн телефонне тишкерсе, видеокамерӑсене пӑхса ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та палӑртнӑ: вӑл – унӑн 39 ҫулти пӗлӗшӗ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пушӑн 20-мӗшӗнче каҫхине вӑл ӳсӗр пулнӑ, хӗрарӑмпа машинӑра ларнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ, арҫын хӗрарӑма пӑвса вӗлернӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе вӑл шӑтӑк шыраса тупнӑ, унта вилене пенӗ те ҫиелтен хӑмасемпе хупланӑ. Кайран хӗрарӑмӑн япалисене тӗп тунӑ, машинине ҫын ҫӳремен вырӑна кайса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Шупашкарта Наци вулавӑшӗн пысӑк акт залӗнче Таврапӗӳҫӗсен кунне уявласа тата Иван Яковлев чӑваш халӑхне ҫутта аларакан Вӗрентӳҫӗ, Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине аталанма пулӑшакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа таврапӗлӳҫӗсен регионсем хушшинчи форум (съезд) иртрӗ. Съездра калаҫу кулленхи тата малашлӑхри таврапӗлӳлӗх ӗҫ-хӗлӗпе тӗллевӗсем тавра пычӗ. Съезд делегачӗсене саламласа Республикӑри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сорокин С.Л., ЧНК вице-президенчӗ Тяпкин В.Г., Наци вулавӑшӗн директорӗ Лизакова Р.М., Наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Соловьева Г.П., Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Ерагин Е.Е., Чӗмпӗр облаҫӗнчи таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Казаков Н.А. тухса калаҫрӗҫ. Тӗп доклада – "Иван Яковлевич Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан" темӑпа – Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗн профессорӗ, истори наукисен тухтӑрӗ Л.А. Ефимов вуларӗ. Доклада сӳтсе явакансем Аслӑ Вӗренткенӗмӗр ӗҫӗ ӗмӗрсем хушшинче те сӳнменнине, наци юхӑмӗн ҫӗкленӗвне хавхалантарса тӑнине палӑртрӗҫ. Съезд ӗҫне пирӗн округри таврапӗлӳҫӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: округри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, тӗп вулавӑш ӗҫченӗ Гурьева С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Марат Михайлов. гибдд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управлени пуҫлӑхӗн заместителӗнче — пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Марат Михайлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Марат Сергеевич — полици полковникӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Полицин подполковникне Владимир Петрова вара Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Владимир Александрович – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин «Гром» спецназӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ватӑсем Мари Элти пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «Калинушка» ансамблӗ Йошкар-Олара иртнӗ «Сокровища наций» (чӑв. Нацисен пуянлӑхӗ) фестиваль-конкурса хутшӑннӑ. Унта Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри коллективсем хутшӑннӑ. Чӑвашсем «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм» юрӑпа сцена ҫине тухса виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. «Калинушка» ансамбле тивӗҫлӗ канури ватӑсем юрлама ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки — 63 ҫулти Ирина Яковлева, чи асли — 86 ҫулти Валентина Александрова. «Ватӑлма пирӗн вӑхӑт ҫук», — тет иккен ушкӑна ҫӳрекен 73 ҫулти Николай Фролов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
images.hub.ldpr.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗ 2-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку улшӑнусем Шупашкара та пырса тивеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тарифсене пысӑклатасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла акан 1-мӗшӗнченпе троллейбусра билет 30 тенкӗ пулӗ, карттӑпа тӳлесен – 27 тенкӗ. Автобусра билет хакӗ 31 тенке ҫитӗ, карттӑпа тӳлесен – 28 тенкӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен проездной хакӗ 1215 тенкӗ пулӗ /халӗ – 1135 тенкӗ/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |