Республикӑра
kidsbebus.ru сайтри сӑнукерчӗк ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби сайра тӗл пулакан ятсен ТОПне хатӗрленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗнлерех ятсем хураҫҫӗ-ха? Арҫын ачасен хушшинче сайра тӗл пулакан ятсен ТОП-8: Ганим, Родриго, Одилжон, Авель, Елизар, Джабраил, Деомид, Араз. Хӗрачасен ТОПне вара ҫаксем лекнӗ: Бушро, Эилин, Евника, Кириена, Гомирис, Сумая, Тея, Осия. Арҫын ачасене ытларах Матвей ят хунине палӑртнӑ, хӗрачасене - София. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ нормӑран 4 градус ӑшӑрах тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах ҫумӑр та самай ҫунӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗ ӑшӑ пуласса кӗтмелле. Пӗрремӗш декадӑра кӑштах сивӗрех тӑрӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра типӗ те ашӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Акан 17-18-мӗшӗсенче, 22-23-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ака уйӑхӗнчи вӑтам температура нормӑран 3 градус ӑшӑрах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
yakutia.mk.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын 19 ҫул каяллах ҫухалнӑ. Анчах вӑл ав халӗ таврӑннӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче, 2007 ҫулта, ӑна хыпарсӑр ҫухалнисен йышне кӗртнӗ. Арҫын халӗ таврӑнсан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ хулара 2004 ҫултанпа вахта мелӗпе ӗҫленӗ. Арҫын таврӑннине кура суд вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе йышӑннине пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Чӑвашла шухӑшла» канал авторӗ икӗ ҫӗнӗ канал уҫнӑ. Пӗри «Анне кӗтесӗ» ятлӑ, тепри — «Атте-анне» калаҫу пӳлӗмӗ. Ҫӗнӗ канала уҫнӑ май автор чи малтан хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Вӑл — Тутарстанра ӳснӗ, халӗ Хабаровск ҫумӗнче пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм. Унӑн икӗ ывӑл: Тимур виҫҫӗре, Руслан ятли пӗррере. «Кунта эпӗ кашни атте-аннене ҫывӑх япаласем ҫинчен ҫырас тетӗп», — тесе пӗлтернӗ вӑл канал уҫни пирки хыпарлакан ҫырура. «Атте-анне» калаҫу пӳлӗмне вара пӗр-пӗрне пулӑшма, йывӑрлӑхсемпе пайлашма, канаш ыйтма йӗркеленӗ. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра канала ҫырӑннисен йышӗ пысӑках марччӗ. Пурӗ 17 ҫын кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
chuvashia.sledcom.ru сайтран илнӗ сӑн Юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. 2022 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӑл айӑпланнӑ пӗр ҫынна, лешӗ шалти йӗркене пӑснӑ пулин те, явап тыттарман. Ытти ӗҫчене те ҫав ҫынна тӗкӗнме хушман. Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх айӑпланнӑскере ҫӑмӑллатнӑ условисем ҫине куҫма пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавна май лайӑх характеристика панӑ, документсене алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци музейӗнче чӑваш чӗлхипе литературине халалланӑ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх пырать. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Уйӑхлӑха Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Музей ачасемпе аслисене чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине халалланӑ тӗрлӗ темӑллӑ экскурсисене, ӑсталӑх сехечӗсене йыхравлать. Чӑваш наци музейӗ чӑвашсен историйӗпе, культурипе тата этнографийӗпе паллаштарать. К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗпе Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ те чӑваш фольклорӗпе литературин пуян тӗнчине йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
мосдольщик.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприятисемпе организацисем паян кун та пур. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне илсен, ӗҫ укҫин парӑмӗ — 26,4 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑна 18 организацире пухса тултарнӑ, пурӗ 694 ҫын шалу кӗтсе пурӑнать. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм пухса янин тӗп сӑлтавӗ — организацисен укҫа ҫукки, вӗсенче производство калӑпӑшӗ чакни, пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн заказчиксем вӑхӑтра тӳлеменни. Республикӑн Ӗҫ инспекцине кӑҫалхи икӗ уйӑхра ӗҫ укҫин парӑмӗ пирки 74 ҫын ҫӑхавланӑ. Яваплисем тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ ирттернӗ хыҫҫӑн предприяти-организацисем 127 ҫын умӗнчи 7,3 миллион тенкӗ парӑма тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
hypar.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Гаврил Фёдоров (1878-1962) чӑваш юрӑҫӗ ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ. Гаврил Фёдорович Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Томаккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑх юррисене пухассипе те ҫине тӑнӑ. «Пӗр-пӗр ҫын хӑйӗн йӑхташӗсен пине яхӑн юррине асра тытма пултараять-и? Хуравӗ — паллӑ: «Пулма пултараймасть!» Ҫук, ҫук! Пур ҫакӑн пек халӑх. Чӑвашсем кусем! Шӑпах чӑвашсен ҫакнашкал гениллӗ юрӑҫ пур. Ӑна Гаврил Федоров теҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ ун пирки 2015 ҫулта «Хыпар» хаҫатра Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Владимир Чекушкин. Сӑмах май каласан, 25 киллӗ тӑван Томаккасси ялӗнче Гаврил Федоров 212/!/ юрӑ вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта вӑйпитти арҫын кинемее ҫаратнӑ. Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 81 ҫулти кинемей йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Урамра ун патне пӗр арҫын пырса пулӑшма сӗннӗ иккен. Ватӑ ҫын килӗшнӗ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртӑн подъездне кӗрсен кинемей лифт кнопкине пуснӑ, ҫав вӑхӑтра арҫын ватӑ ҫыннӑн сумкине туртса илсе тухса тарнӑ. Ватӑ ҫынна ҫаратакан арҫынна пакунлисем кӗҫех тытса чарнӑ. Ҫав ҫын 38 ҫулти этем иккен. Вӑл ҫавӑн пек преступленисемшӗн унччен судпа айӑпланнӑ. Кинемей сумкипе докуменчӗсене Бауман вӑрманӗнче персе хӑварнӑ, сумкӑри 1900 тенке тӑкакланӑ. Палламан ырӑ ҫынсем документсене тупнӑ та кинемее пырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Владимир Михайлов 2015 ҫулта тунӑ сӑн Йӗпреҫри автовокзалта - автоматизациленӗ тытӑм. Унта алӑксем хӑйсемех уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа пассажир вокзал хупӑнсан та унта кӗме пултарать. Кун валли алӑк патӗнче пускӑча кӑна пусмалла. Сигнал диспетчер патне ҫитет те вӑл алӑка уҫать. Кунсӑр пуҫне вокзалта ЖК-телевизор пур. Унта автобуссемпе пуйӑссен расписанийӗ курӑнать. Ҫавӑн пекех залри сывлӑш температурине палӑртать вӑл. Вокзала видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Аудио- тата видеороликсем те курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |