Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 13 сехетре Евгений Семенов тусӗсемпе Мари Эл вӑрманне кӑмпана кайнӑ. Юлташӗсем киле таврӑннӑ, вӑл вара - ҫук. 64 ҫулти арҫынна юлашки хут Мари Элти Хура Кӳлӗ поселокӗ ҫывӑхӗнче курнӑ. Ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ унччен те кӑмпана ҫӳренӗ, анчах ҫухалса кайнӑ тӗслӗх пулман. Евгений Семенов кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 88007005452 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() artembolnica2.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Тивӗш ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Ку - тилле пула. Унта урнӑ чирпе аптӑранӑ ҫак тискер чӗрчуна тупнӑ. Ҫакна лабораторире те ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ялта карантин пулни пирки хушу алӑ пуснӑ. Халӗ 1000 метр радиуслӑ территори урнӑ чир тӗлӗшпе ӑнӑҫсӑр шутланать. Карантин Элтепер йышӑну тӑвиччен вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pravmir.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хӗрлӗхенпе (корь) чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 53 ҫын чирленине шута илнӗ. Вӗсенчен 50-шӗ - Шупашкарта, пӗрер - Комсомольски тата Шупашкар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта. Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 35 тӗслӗх пулнӑ. Пӗр уйӑхра тепӗр 18 ҫын хӗрлӗхенпе чирленӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе чирленӗ тӗслӗх 2019 ҫултанпа пулман. Хӗрлӗхенрен хӳтӗлекен вакцина чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен килмеллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алиса Лукина страницинчен илнӗ скриншот Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче Шупашкарта хорегорафи ӑсталӑхӗн «ВОЛГА – 2024» (чӑв. Атӑл — 2024) пӗтӗм тӗнчери телевидени фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Конкурсӑн администраторӗ пулма «Сарпике» ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫине Алиса Лукинана шаннӑ. Жюрире педагог тата хореограф, «Art House», и «House of Art» ташӑ ушкӑнӗсене йӗркелекенӗ тата хореограф, «Лёд и пламень», «Танцуй», «Dance Революция», «Танцы на ТНТ», «Ты Супер. Танцы», «Маска», «Маска. Танцы» проектсен хорографӗ Алексей Арапов тата ытти сумлӑ ҫын пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Наци коллективӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Вӑл Ставрополь хулинче иртнӗ. Ларӑва Ю.М. Лермонтов ячӗллӗ Ставропольти академи театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Форум кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енрен кӑҫалхине юрӑпа ташӑ ансамблӗн гастрольпе концерт ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе иртекен менеджерӗ Леонид Антонов хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, пултарулӑх коллективӗ «Мы – Россия» (чӑв. Эпир — Раҫҫей) проекта хутшӑннӑ. «Хамӑр тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланатпӑр» концерт программипе ушкӑн Ижевск, Ҫыранҫи Чаллӑ, Киров тата Чистополь хулисен сценисем ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chgtrk.ru сайтран илнӗ скриншот Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл районӗнчи Ялавӑрта Петр Маркин ҫыравҫа халалласа палӑк уҫнӑ. Унӑн авторӗ — Чӗмпӗр чӑвашӗ, Николай Кондрашкин скульптор. Тимӗрпе бетонран тунӑ палӑка Пётр Маркин ячӗпе хисепленекен вулавӑш умӗнче лартнӑ. Ялавӑр — Чӗмпӗртен иртсен Самар еннелле кайнӑ енче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ялта ҫавӑн пекех СССР халӑх артисчӗ Алексей Ургалкин ҫуралнӑ. Пётр Маркин пӗр вӑхӑт Хусанта, унтан Шупашкарти «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ, чӑваш телевиденийӗнче 22 ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Исаак Левитанӑн оригинал-ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Вӗсене пирӗн патӑмӑрта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кайса курма май килӗ. Тӗнче шедеврӗн оригиналӗсем Третьяков галерейинче упранаҫҫӗ. Шупашкара мӗнле ӗҫсене илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах вӗсем пӗр темӑпа — Атӑл юханшывӗпе — ҫыхӑннӑ. Курав Шупашкарти Консантин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() "На связи" форумри сӑн «Промтракторӑн» пӗр корусне сутма лартнӑ. Кун пек пӗлтерӳ «Авито» сайтра пур. Ҫурчӗ Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ. Пӗтӗмпе – 5 050,2 тӑваткал метр. Ҫӗр лаптӑкӗ те пур. Ҫурт 7 хутлӑ, хушма ҫурт пур, мачча 3 метр ҫӳллӗш. Тахҫан унта «Промтрактор» савут корпусӗ пулнӑ. Кайран, 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче, «Миконт» компани, «Канал 5 плюс» тата «МФМ» радио вырнаҫнӑ. Пӗр вӑхӑт сауна та пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак адреспа «Светофор» лавкка кӑна вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() protumse.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен ҫитес ҫул 90 ытла троллейбус туянӗ. Кун пирки Чӑваш Ен правительстви хыпарланӑ. ДОМ.РФ облигацисене усӑ курассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ Шупашкарти агломерацин электротранспорт паркне ҫӗнетес енӗпе республикӑна ырланӑ. Ҫавна май республика 92 троллейбус туянӗ. Пӗр пайне «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗрремӗш маршрута ҫулталӑк вӗҫӗнче ярассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mixyfotos.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗнче администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Эмели ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ. Эмили ят мӗнле пулса кайнин темиҫе верси пур. Латин чӗлхинчен куҫарсан «тивӗҫлӗ кӗрешӳҫӗ» тенине пӗлтерет. «Эмили» тата «Эмилия» - пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ятсем. Анчах хальхи вӑхӑтра кашнинпе уйрӑм усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Франци тымарӗ те пур ку ятра. Вӑл «Эммануэлье» ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |