Сывлӑх
![]() baikal24.ru сайтри сӑн Хальлӗхе Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пымасть. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра тепӗр 87 ҫын инфекциленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 30 ҫын сывалнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗн 2885 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 1242-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 14 ҫын каварлӑ инфекцие парӑнтараймасӑр вилнӗ. Юлашки талӑкра Раҫҫейре те ытти кунхинчен ытларах кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗр талӑкра 9268 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йывӑр чире пула РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, республика категориллӗ тӳре, чӑвашсен Красноярскри наципе культурӑпа автономийӗн хастар пайтаҫи Виктор Альгинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Виктор Николаевича хисепленӗ, вӑл вилнӗшӗн хурланнине пӗлтернӗ. Виктор Альгинов 1948 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сахалин облаҫӗнче ҫуралнӑ. Красноярск крайӗнче 1962 ҫулта тӗпленнӗ. Ҫав ҫулах кӗрешме пуҫланӑ. 63 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. 1976 ҫулта Красноярскри патшалӑх педагогика институтӗнчи физкультура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1971 ҫултанпа тренер пулса ӗҫленӗ, СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсене 40 ытла хатӗрленӗ. Олимп ваййисен бронза призёрӗ С. Карамчаков та чӑвашсен тусӗн вӗренекенӗ пулнӑ. 1996 ҫулта «Ҫулталӑк учителӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс лауреачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракансен «Виръял шевлисем» конкурсне пуҫласа 1995 ҫулта ирттернӗ. Ӑна районти смотр-конкурс шайӗнче йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пуҫарса яраканни — Элӗк районӗнчи культура пайӗ (культура пайӗн пуҫлӑхӗ — Альберт Сергеев). Малтанхи конкурса тури чӑвашсем: эстрада юррисене юрлакансем тата вокалпа инструмент ансамблӗсем — пуҫтарӑннӑ. 1996 ҫулта Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ. 1997 ҫулта фестивале республика шайӗнче ирттернӗ. 2000 ҫулта регионсем хушшинчи шая кӑларнӑ. Людмила Семенова тата Вячеслав Филиппов «Виръял шевлисем» фествиаль гимнне (сӑввине Станислав Ильин ҫырнӑ, кӗввине Андрей Галкин) шӑрантарнӑ. Кӑҫал фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() temasaratov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ республика прокуратури тӗрӗслевсем тӑтӑш ирттернӗ май. Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче ҫурт-йӗр туянассипе ҫыхӑннӑ конкурс документацине вӑхӑтра хатӗрлемен. Ҫавна пула тӑлӑхсен черет вӑрах вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑхсене хваттер черетӗнчен кӑларнине палӑртнӑ. Шупашкар хулинчи Ленин, Мускав район администрацийӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑлӑхсене черете тӑратман тӗслӗхсем тупӑннӑ. Ҫавӑн пек кӑлтӑксене палӑртсан прокуратура тӗрлӗ мера йышӑнать, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ, пурӑнмалли кӗтес ҫук ҫамрӑксене майлӑ пулса суда ҫитет, хваттерлӗ пулма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хулинче «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурса хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал вӑл куҫӑн мар майпа иртӗ. 2020 ҫулхи фестивале 5 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитичченхисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Шкулта вӗренекен ача-и, культура учрежденийӗ ҫумӗнчи пӗр-пӗр клубра пултарулӑха туптать-и, юрлас-ташлас енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илет-и — хутшӑнма никама та чармӗҫ. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне «Янра, чӑваш юрри!» номинацире вокал ӑсталӑхӗ енчен хаклӗҫ, «Айтӑр пӗрле ташлар-и!» ятлинче – хореографи ӳнерне; «Чӑваш паттӑрӗ» – вӑйлӑ ачасем валли; «Этно-кроссворда» суйласан чӑваш историне, йӑли-йӗркине тата культурине пӗлнине кӑтартма тивӗ. Фестиваль-конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗн «Контактра» ушкӑнӗнчи страницинче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Ҫимӗкре те масар ҫине кайма тӑхтама сӗннӗ. Паян кӑшӑлвирус инфекцийӗпе кӗрешессипе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвне иртнӗ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫимӗкре ҫӑва ҫинче халӑх пуҫтарӑнать, ытти регионтан та килеҫҫӗ. Ҫынсем апат-ҫимӗҫ, ӗҫме-ҫиме илеҫҫӗ, пӗр савӑт-сапапа хӑналанма тытӑнаҫҫӗ. Гигиенӑна пӑхӑнма ҫӑва ҫинче услови те ҫук. «Кун пек лару-тӑру кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышне ӳстерме пултарать», - тенӗ республикӑри тӗп санитари врачӗ. Пирӗн республикӑра, сӑмах май, 944 масар. Ҫимӗкре ҫӑва ҫине кайма юрамӗ. Ун чух чиркӳсене те кайма тӑхтамалла тенӗ паянхи канашлӑва пухӑннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен прокуратури Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче тӗрӗслев ирттернӗ. Вӑл учреждени ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин шутланать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш поликлиникӑра ӗслекен 35 ҫын шалусӑр отпускра пулнӑ. Канас тесе вӗсем хӑйсем заявлени ҫырнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫав ҫынсем поликлиника администрацийӗ ыйтнипе заявлени шӑрҫалани ҫиеле тухнӑ. Анчах пуҫлӑхсем хистени ҫирӗпленмен. Ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ тӑватӑ ҫынна шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татманни те палӑрнӑ. Палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн хулари поликлиникӑн тӗп врачне тата медицина учрежденийӗнче тӗрлӗ должность йышӑнакан тепӗр ик ҫынна явап тыттарнӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ отпускра пулнисем халӗ ӗҫе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 911.москва сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ татах хушӑннӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 83 ҫын вируспа инфекциленнӗ. Ҫапла майпа республикӑра ку таранччен 2709 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вилекенсен йышӗ ӗнер ӳсмен – унчченхи пекех 12 ҫын. Улатӑрта чирлекенсем те тӑрук нумайланнӑ. Унта 33 тухтӑр кӑшалвируспа инфекциленнӗ. Раҫҫейре лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма пуҫланӑ. Пӗр талӑкра 8572 ҫын чирленӗ. Ку таранччен 387623 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 4374-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() moskva.bezformata.com сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,5 пине яхӑн ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ йӗкӗреш ҫуралнӑ. Йӗкӗрешсем ытларах – Шупашкарта. Кунта 52-ӗн вӗсем. Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче кӑҫал икшер йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 4, Канашра 6 йӗкӗреш ҫуралнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫут тӗнчене килнӗ 4454 ачаран 2280-шӗ – арҫын ача, 2174-шӗ хӗрача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Владимир Степанов министр Мускава пысӑк шалу шыраса тухса кайнӑ тухтӑрсем Чӑваш Ене таврӑннӑ. Юлашки ҫулсенче медицина сестрисем те йышлӑн кайрӗҫ. Кайнисенчен чылайӑшӗ паян та ҫӗршывӑн тӗп хулинче тӗпленсе пурӑнать. Ҫапах та тӑван тӑрӑха таврӑнакансем пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура каланӑ. Стратегиле аталанӑвӑн тата проект ӗҫӗпе тимлекен канаш лаврӑвӗнче медицина отраслӗнчи кадрсен ыйтӑвне те хускатнӑ. Владимир Степанов ӗнентернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ хыҫҫӑн Мускавран 13 онкологпа 2 кардиолог таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхри ҫулланнӑ тухтӑрсем кӑшӑлвирус ересрен шкиленнипе е отпуска кайнӑ, е лару-тӑру лайӑхланиччен килте ларма кӑмӑл тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |