Хулара
![]() Елена Михайлова тунӑ сӑн Эпидемие пула тумтир сутакан усламҫӑсем шар кураҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсене ӗҫлеме ирӗк паман-ха. Лавкка хупӑ, тупӑш ҫук, налук хучӗ вара килет – ӑна тӳлемелле. Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» пасарта ӗҫлекенсем ӗнер ирхине забастовкӑна тухнӑ. Вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫнченпе килте лараҫҫӗ. Роспотребнадзор йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑрта 400 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лавккасене ӗҫлеме ирӗк парӗ. Анчах ку йыша пасар кӗмест. «Ярмӑрккӑ» умне пухӑннисене ҫакӑ тӗлӗнтерет, мӗншӗн вӗсене ӗҫлеме ирӗк памӗҫ? Кашни лавккан – хӑйӗн алӑкӗ, санитари нормисене пӑхӑнмалли майсем пур-мӗн. Тунтикун «Ярмӑрккӑ» ӗҫлеме пуҫламасан унта ӗҫлекенсем каллех забастовкӑна тухасшӑн. Вӗсем халӗ хут ҫине алӑ пуснине пухса республика ертӳлӗхӗ патне ҫыру ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ «Вӑрманти юмах» санатори вырӑнне обсерватор йӗркеленӗ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе хутшӑннисене, ют ҫӗршывран таврӑннисене ике эрнелӗхе карантина вырнаҫтарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Вӑрманти юмах обсерватортан юлашки пациентсем киле кайнӑ. Ӗнер унта дезинфекци тунӑ. Санаторие ачасене йышӑнма хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта ачасем канма пуҫлӗҫ. Тепӗр обсерватор «Кӗрен парӑс» санаторире йӗркеленӗ. Хальлӗхе вӑл ҫаплипех йышӑнӗ. Унта халӗ 12 ҫын карантинра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Гаврилов ҫинчен фильм ӳкернӗ. Паттӑр авиатора, генерал-лейтенанта халалланӑ ӗҫе ӳкерессипе Андрей Абросимов режиссер, монтажер, Эдуард Сибарсов видеооператор, Дмитрий Гвоздев сасӑ режиссерӗ, Виктория Баженова продюсер ӗҫленӗ. «Люди-легенды. Николай Федорович Гаврилов» фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫе «Чӑвашкино» саккасӗпе хатӗрленӗ. Фильма Николай Гавриловӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче, вӑл вӗреннӗ Сызраньти авиаци училищинче, Мари Элпа Мускавра ӳкернӗ. Архиври документсемпе, кадрсемпе, тӗп сӑнарӗн аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Николай Гаврилов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар район пульницинче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакна унта кайса ҫӳрекенсем те аван сисеҫҫӗ пулӗ. Врачсем кирлине паян Врачсен пӗлӗвне ӳстерес енӗпе ӗҫлекен институт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Республикӑн тӗп хулипе юнашар вырнаҫнӑ Шупашкра район пульницинче участокри терапевтсем валли 3 вырӑн пур, оториноларинголог — 1, анестизиолог-реаниматолог — 2, эндоскопист — 1, ульрасасӑ диагностикин врачӗ — 1, кардиолог — 1, невролог — 1, инфекционист — 1. Тухтӑрсен «Земство тухтӑрӗ» программӑпа та ӗҫе вырнаҫма май пур пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенчен кӑшӑлвируса пула самайӑшӗ онлайн мелпе иртеҫҫӗ. «Славься, Чувашия!» (чӑв. Чаплӑлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ ҫак кунсенче малалла пырать. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Комсомольски районӗ те хутшӑннӑ. Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫланнӑ, Шупашкарта вӗҫленӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнмалла. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи карттӑ ҫине пуссан районсен видеороликӗсемпе паллашма пулать. Видеороликсенче район-хлуан паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, муниципалитетсен гимнӗсем янӑраҫҫӗ. Флешмоб мӗнпур район-хула Чӑваш Республикин гимне юрланипе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвне (эпир ӑна чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе йӗркелерӗмӗр) хаклама вӑхӑт ҫитрӗ. Пурӗ ҫак конкурса 7 куҫару ярса пачӗҫ. Ӑмӑртӑва Антон Чеховӑн ҫак хайлавӗсем хутшӑнӗҫ: • 75000; • Идеалист асаилӗвӗсенчен (Из воспоминаний идеалиста); • Кӑшкӑру палли (Восклицательный знак); • Кӳршӗсем (Соседи); • Мунчара (В бане); • Тӑван кӗтесре (В родном углу); • Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя). Хаклакансен йышӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем пулӗҫ: Валери Туркай (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Антон Чеховӑн калавӗсене куҫарса кӗнеке те кӑларнӑ); Борис Чиндыков («Чувашский рассказ» куҫарусен пуххине хатӗрлесеччӗ), Арсений Тарасов. Тӑваттӑмӗш хаклавҫи вара — Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ертӳҫи — Николай (Аҫтахар) Плотников. Аса илтеретпӗр, мала тухнисене эпир пӗчӗк парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр: 1-мӗш вырӑншӑн 3 пин тенкӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 2 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 1 пин тенкӗ. Кунашкал литература ӑмӑртӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Валери Туркай та хӑй енчен парнесен пуххине пуянлатас терӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйӗн ятӗнчен те парнесем пама шантарчӗ. |
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче «Асамат кӗперӗ» тӗнче тетелӗнчи фестиваль ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль тӗллевӗ — республикӑмӑр наци музыка пултарулӑхне сарасси тата 100 пин юрӑллӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне кӑтартасси. Фестивале уйрӑм юрлакансем те, хор коллективӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗркелекен мероприятире хӑйсен пултарулӑхне профессилле ушкӑнсем те, вӗренекенсем те кӑтартайӗҫ. Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене виҫӗ енпе хаклӗҫ: академилле юрӑ, халӑх юрри, фольклор юрри. Мероприяти пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти пӗр хӗрарӑм пакунлисене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫавӑншӑн халӗ ӑна судпа айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗрин патӗнче ӳсӗр хӗрарӑма Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Пакунлисем ӑна ӗҫ машинине лартнӑ, общество йӗркине пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑншӑн тарӑхнипе хӗрарӑм полицейскисенчен пӗрне питӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапнӑ. 44 ҫулти пуҫтах хӗрарӑма иртӗхме паман. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑшӑн ӑна административлӑ енпе, пакунлине хирӗҫ тӑнӑшӑн вара пуҫиле майпа айӑпласа хупса усрамалла мар ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тата суд ӑна ҫын вӗлернӗ тесе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗш каҫхине сиксе тухнӑ. 24-ри ҫамрӑк хӑйӗн 29-ти пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗр каччӑ тусӗпе тем пайлайман — хирӗҫсе кайнӑ. Тусне вӑл 23 хутран кая мар тапса ҫапса пӗтернӗ, кайран алла ҫӗҫӗ ярса илсе ӑна 6 хутран кая мар чикнӗ. Ҫакӑн пек хӗненӗ, ҫитменнине суранланнӑ хыҫҫӑн 29-ти арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Ҫын вӗлернӗ ҫамрӑка ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() blog.shamenkov.ru сайтри сӑн Николетта тата Арчибальд – ҫапла ят хунӑ тин ҫуралнӑ ачасене. Шупашкарта пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ пепкисем валли хӑйне евӗр ят суйланӑ. Арчибальд ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Марийӑпа Александр ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӑна Мускав районӗн администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче ят хунӑ. Николетта вара Ленин районӗнче ҫуралнӑ. Ку ят Европӑра анлӑ сарӑлнӑ. Николь ятлӑ хӗрсене ҫапла чӗнеҫҫӗ унта. Авалхи грек чӗлхинчен куҫарсан «халӑхсен ҫӗнтерӳҫи» тесе куҫать. Сӑмах май, юлашки ҫулсенче ашшӗ-амӑшӗ ачисене сайра тӗл пулакан ят пани тӑтӑш тӗл пулать. Тӗслӗхрен, Космос, Филат, Саламия… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |