Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫамрӑк артистсем, виҫӗ хӗрпе икӗ каччӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. Коллектива вӗсемпе коллектива театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев паллаштарнӑ. Ҫамрӑксем Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗсен педагогӗ пулса театрӑн артисчӗ Ирина Иванова ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене артист пултарулӑхне хӑнӑхтарма РСФСР халӑх артисчӗ Николай ГРигорьев, театр артисчӗ Алексей Герасимов нумай тӑрӑшнӑ. Театр директорӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Роза Лизакован тӳпине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе труппа йышне чакармасӑр коллектив йышне ӳстерме май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Атӑл ҫыранне тасатмалли пӗрлехи кун пулӗ. Акцие йӗркелекенсем аслӑ юханшывӑн тӑрӑмӗ пирки шухӑшламалли пирки аса илтересшӗн. Вӑл — ҫӗршывӑн мӑнаҫлӑхӗ ҫеҫ мар, стратегилле хаклӑ ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ те. Акцие йӗркелекенни — экохастарсен «Чистая среда» (чӑв. Таса тавралӑх) юхӑмӗ. Атӑл ҫыранне тасатма кирек кам та хутшӑнма пултарать. 5-7 ҫынран тӑракан ушкӑнпа калаҫа татӑлса тухма сӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн кураторӗ е кординаторӗн экохастарсен «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи официаллӑ аккаунтсенче хӑйӗн йышӗпе паллаштармалла. Паянхи куна виҫӗ ушкӑн пухӑннӑ. Акцие хутшӑнакансене пӗрлехи чата пухӗҫ, тирпейленӗ вӑхӑтра унта тӗрлӗ ӗҫ хушса ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Love.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер трейдинг интернет-сайта кӗнӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ҫухатнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Финанс аналитикӗ имӗш вӑл. Арҫын ӑна криптовалютӑна сутма вӗрентме шантарнӑ. Ҫапла майпа хӗрарӑм палламан суту-илӳ лапамӗнче счет уҫнӑ. Хӗрарӑм вара электронлӑ суту-илӳре темех пӗлсе кайман. Вӑл арҫын ярса панӑ программӑсене лартма килӗшнӗ. Арҫын 10 кунра укҫа ӗҫлесе илме пулӑшасси пирки юмах ҫаптарса шанчӑка кӗнӗ. Аферист хӗрарӑма кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ, пысӑк процент шантарнӑ. Кредита парсанах арҫын хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана тӗрлӗ электронлӑ енчӗксем ҫине куҫарнӑ. Хӑй вара ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна 1 миллион та 140 пин тенкӗ «парнеленӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене пӗр талӑкра тата тепӗр 34 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 7 108 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 4 450 ҫын, вӗсенчен 71-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 594 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,96. Пирӗн ҫӗршывра кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑна регистрациленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вакцина пирки ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин ертсе пынипе паян ирттернӗ канашлура калаҫу пуҫарнӑ. Препарата «Гамалеи» центрта тата «Биннофарм» предприятире туса кӑларӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра халӑха вакцинацилеме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Pervo.ru сайтри сӑн Следовательсем Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Следовательм палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл 50 ҫулти пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна уринчен пӑшалтан пенӗ. Арҫын кӗске вӑхӑтран йывӑр суранне пула вилнӗ. Хайхискер тискер ӗҫ йӗрне пӗтерес тесе вилене кавирпе ҫавӑрнӑ та килӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана илсе тухнӑ. Арҫын кӗлеткине ялти пӗр ҫын ӑнсӑртран асӑрханӑ. 65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл ирӗкре пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Livekuban.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 74 ҫулти старик карточка ҫинче укҫа самаях пухнӑ. Укҫипе мӑнукӗ усӑ курнӑ, аслашшӗ вара ирӗк паман ӑна. 16 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче каччӑ аслашшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Лешӗ ӑна хӑйӗн банк каррттине апат-ҫимӗҫ туянма панӑ. Мӑнукӗ вара хӑйӗн телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ та ватӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчи укҫана хӑйӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 320 пин ытла тенкӗ. Ку укҫапа вӑл хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Кӗҫех 16-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн коллективӗпе тӗл пулнӑ. Театр директорӗ Елизавета Абрамова палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗн кӑҫалхи юбилей ҫулӗнче ӗҫ планне улӑштарма тивнӗ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫе онлайн-мелпе ирттерме тивнипе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те пурнӑҫ чарӑнса ларман. Сӑмахран, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хутшӑнмалла, театр специалисчӗсен квалификацине ӳстермелле. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ҫӗнӗ спектакльсемпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ, хӑшӗсене 2021 ҫула куҫарма тивнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне хатӗрленет. Ҫавӑн умӗн хулара Депутатсен пухӑвӗн 52-мӗш черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусен шутӗнче «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята парасси те пулнӑ. Хулари Депутатсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче ку ыйтӑва тӗп тесе пӗлтернӗ. Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫлӗ кандидатсем 11-ӗн пулнӑ. Ҫынсем хӑйсен шухӑшне пӗлтерччӗр тесе хула ертӳҫисем «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ портал) порталта сасӑлав йӗркеленӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче сасӑлама май туса панӑ. Хӑйсен шухӑшне пӗлтернисенчен 30,8 проценчӗ «Элара» предприятин гендиректорӗн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытакан ҫумӗшӗн Наталия Партасовӑшӑн сасӑланӑ. Хулари депутатсем те уншӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пӑлхар-чӑвашсен этнокеремне Чӗмпӗр ҫӗрӗнчен тата Тутарстанран чӑвашсен (вӑл шутра Тӗне кӗмен чӑн чӑвашсем) пысӑк ушкӑнӗ килсе кайнӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова уйрӑм «визитпа» килсе курнӑ. Кун пирки Юрий Туринке пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Юрий Туринке экскурси ирттернӗ, Евгения Евгеньевнӑна чӑвашсен авалхи йӑла-йӗркиипе паллаштарса, чӑвашсен истори, тӗн вӗрентӗвӗ, тӗнче ӑс-хакӑлӗ, философийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Раҫҫей Федерацийӗнче регионти министр тӗрлӗ «халӑх культури» ҫине тимлӗн пӑхни питӗ кӑмӑллӑ», — тесе хыпарланӑ Юрий Туринке Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта хӗрарӑмсен предпринимательлӗхне пулӑшакан «Анне-усламҫӑ» федераци вӗренӳ проекчӗ вӗҫленнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Олеся Кузьмина йышӑннӑ, вӑл «Lovelyberry» шӑккалат мостерскойне уҫас шухӑшӗпе паллаштарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ хайӗн проектне пурнӑҫлама 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Проекта хутшӑнакансем 5 кун лекцисене, ӑсталӑх класӗсене ҫӳренӗ, хӑйсен бизнес-проекчӗ тӗлӗшпе ӗҫленӗ, профессионал усламҫӑсене сӗнӗвӗсене итленӗ. Жюри Олеся Кузьминан проектне пысӑка хурса хакланӑ. Хӗрарӑм шӑккалатран наборсем, чечек ҫыххисем тата композицисем туса кӑларасшӑн. композици тӗпӗнче – Бельги шӑккалачӗ ӑшӗнчи ҫӗр ҫырли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |