Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Люди как люди» (чӑв. Ҫынсем ҫын пекех) пӗтӗм ҫӗршыври инклюзив фестивальне хутшӑнать. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, уҫӑлӗ, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хупӑнӗ. Фестивале аутизм чирӗ ҫинчен ҫынсене пӗлтерес, ҫав чирпе чирлекенсене социаллӑ пурнӑҫа явӑҫтарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ А. Бродичанский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Сколько цветов у радуги?» спектакльпе хутшӑнать. Ӑна артистсем Мускаври ВДНХра ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Киров хулине гастрольпе тухса кайӗ. Вӗсем унта виҫӗ кун — ака уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче — пулӗҫ.

Киров ҫыннисем виҫӗ кунта Чӑваш Енри виҫӗ спектакле курӗҫ. Вӗсене артистсем А. Пушкин повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Метель», Н. Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» романтикӑлла драмӑна тата «Аленький цветочек» юмаха кӑтартӗҫ.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Пысӑк гастрольсем» федераци программине 2014 ҫултанпа хутшӑнать. 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Кироври ҫамрӑксен театрӗ чӑваш сцени ҫине «Муха-цокотуха» спектакльпе тухнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна ют ҫӗршывсенчен 10 ҫемье пурӑнма куҫса килнӗ. Кунта сӑмах ентешӗмӗрсем пирки пырать. Хамӑр тӑван ҫӗршыв ҫыннисемех вӗсем. Тӗрлӗ сӑлтава пула пӗр вӑхӑт чикӗ леш енче пурӑннӑ. Халӗ вара тӑван ҫӗршыва таврӑнма шут тытнӑ.

Тӑван ҫӗршыв ҫыннисене чикӗ леш енчен куҫса килме пулӑшакан программа Раҫҫейре 2014 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтранпа пирӗн тӑрӑха 2637 ҫын куҫса килнӗ.

 

Республикӑра

Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Максим Дроздова шаннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унпа ӗҫ килӗшӗвне паянтан тытӑнса кӑҫалхи авӑн 29-мӗшӗччен алӑ пусӗҫ.

Аса илтерер: организацин 67 ҫулти ертӳҫине Вячеслав Александрова ӗҫрен ӗнер кӑларнӑччӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗннине эпир нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче «Хуркайӑк ҫулӗ» балет та пурччӗ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра тӑратнӑ ӗҫе театрта ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче курма май килӗ. Симфони оркестрне Никита Удочкин ертсе пырать. Тӗп партисенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Анна Серегина (Пинеслу), Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков (Хӗвел) тата Милана Ишуткина (Сехмет). Сӑмах май каласан, «Хуркайӑк ҫулӗ» балета сцена ҫине 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ.

 

Республикӑра

Текех Чӑваш Енре «Юрма» агрохолдинг пулмӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн ятне улӑштарнӑ. Малашне ӑна «CHUVA» ятпа пӗлме май пулӗ.

2021 ҫулхи раштавра «МегаМикс» «Юрма» агрохолдинга туянас процедурӑна вӗҫленӗ. Ҫавна май ятне те, логотипне те улӑштарнӑ. Логотипри ҫутӑ кӑвак, шурӑ, симӗс тӗссем продукци экологи тӗлӗшӗнчен таса пулнине, тин туса кӑларнине кӑтартаҫҫӗ. Сарӑ – чӑваш тӗрринчи пекех, пурнӑҫа пӗлтерет.

Малашне агрохолдинг продукцине «CHUVA» ятпа сутма пуҫлӗҫ. Ку йыша какай, ҫурмафабрикатсем кӑна мар кӗреҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра агрохолдинг 200 яхӑн продукци кӑларать.

 

Ҫутҫанталӑк

Шупашкартан Краснодар крайне хӑҫан вӗҫме май пулӗ? Росавиаци улттӑмӗш хут ӗнтӗ Раҫҫей тӗп пайне тата кӑнтӑра вӗҫме чарать. Хальхинче ку чарӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон ҫинчи Ростов, Симферополь, Элиста аэропорчӗсене вӗҫме май пулмӗ.

Авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутсемпе – Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курса – илсе ҫӳреме сӗннӗ. Аса илтерер: ҫак маршрутсемпе нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗҫме чарнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсен фельдшерӗсем валли ятарласа программа туса хатӗрленӗ.

Республикӑн медицинӑпа информаци тытӑмӗн ҫӗнӗ модульне хальлӗхе сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ӑна Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш тата Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче тӗрӗслемелле ӗҫлеттереҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх тухтӑрсене хут ҫырас ӗҫрен хӑтарӗ.

Мӗнпур фельдшера компьютерпа маларах тивӗҫтернӗ, фельдшерпа акушер пункчӗсенче Интернетпа ҫыхӑнтарнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкартан Краснодар крайне хӑҫан вӗҫме май пулӗ? Росавиаци улттӑмӗш хут ӗнтӗ Раҫҫей тӗп пайне тата кӑнтӑра вӗҫме чарать. Хальхинче ку чарӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон ҫинчи Ростов, Симферополь, Элиста аэропорчӗсене вӗҫме май пулмӗ.

Авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутсемпе – Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курса – илсе ҫӳреме сӗннӗ. Аса илтерер: ҫак маршрутсемпе нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗҫме чарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин 40 ӗҫчен умӗнчи шалу парӑмӗ 3 миллион тенкӗпе танлашать. Тата тепӗр миллион тенкӗ парӑм ӑна вӑхӑтра тӳлеменрен пухӑнса кайнӑ.

Паян Чӑваш Енре шалӑва вӑхӑтра тата туллин тӳлессипе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ.

«Чӑваш бройлерӗ» предприятин конкурс управляющийӗ Владислав Павлов парӑма татма укҫа пур тесе ӗнентернӗ. «50 миллион тенкӗ укҫа счетсем ҫинче пур», – тесе каланӑ вӑл.

 

Страницӑсем: 1 ... 1057, 1058, 1059, 1060, 1061, 1062, 1063, 1064, 1065, 1066, [1067], 1068, 1069, 1070, 1071, 1072, 1073, 1074, 1075, 1076, 1077, ... 4058
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 21

1933
92
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...