Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре пурӑнакан34 ҫулти Чернова Людмила Георгиевнӑна иккӗмӗш эрне шыраҫҫӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман. Ҫухалнӑ хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ пулӑшу ыйтать. Людмила Черновӑна килте упӑшки тата 13 ҫулти хӗрӗ кӗтеҫҫӗ. Людмила 155 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен вӑл сӑрӑ курткӑпа, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, хура кроссовкӑпа тухса кайнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() sagitgr тунӑ сӑн ӳкерчӗк Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусанти метрора «Тӑван чӗлхесен пуйӑсӗ» ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ултӑ вакунран тӑрать, шалтан тата тултан наци паллисемпе илемлетнӗ. Проект авторӗсем темиҫе чӗлхепе усӑ курнӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Пуйӑс пассажирӗсем тутарла, вырӑсла, марилле, чӑвашла, мӑкшӑлла, удмуртла, грузинла, узбекла, азербайджанла, ытти чӗлхепе вулама пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: пуйӑс ҫулталӑк вӗҫӗччен маршрутпа ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() obmarks.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле районӗнче арҫынпа хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Вӗсене полици, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем шыранӑ. Вӗсем вӑрманта ҫухални пирки ӗнер 23 сехет ҫурӑра пӗлтернӗ. 1979 тата 1982 ҫулта ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче каялла тухмалли ҫула тупайман. Ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре кӑмпаҫӑсене тупнӑ. Вӗсем Речной поселокӗ ҫывӑхӗнче юхӑннӑ пионер уйлӑхӗ патӗнче тупнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм ҫӗр каҫас тесе кӑвайт чӗртнӗ. Вӗсем ҫӑлавҫӑсене курсан питӗ савӑннӑ. Ара, ҫав вӑхӑталла шӑпах ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑн. Хула администрацийӗ унӑн шӑпине татса парас тесе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Аса илтерер: 300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Анчах кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, 2017 ҫулта каллех вырнаҫтарнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сас-хура те тӗрӗсех: иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта пӗр карчӑк хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫавӑнпа скульптурӑна шӑпах унта лартма шутланӑ-мӗн. Анчах хула администрацийӗн каллех ыйту сиксе тухнӑ: ҫак карчӑк пасар умӗнче кирлех-и? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр? Сасӑлава хутшӑнӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Египетран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ студент тӗнче тетелӗнче лавкка уҫса наркотик сутнӑ. Ӑна пулӑшакансем те пулнӑ. ЧР прокуратури виҫӗ ҫын тӗлӗшпе айӑплав алӑ пуснӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, студент лавккана пӗлтӗр уҫнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл Египетран килнӗ тепӗр ҫынна тата пирӗн республикӑри хӗре явӑҫтарнӑ. Вӗсем вӑл каланипе наркотике вӑрттӑн вырӑнсем урлӑ сутнӑ. Ҫак ӗҫе йӗрке хуралҫисем чарса лартнӑ. Вӗсем пурӑнакан вырӑна ухтарсан 300 грамм наркотик тупнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе кӗҫех Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Амазони» паркра аван уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ретро-машинӑсен фестивалӗ иртет. Вӑл хӗлле каток пулакан вырӑнта уҫӑлӗ. Уяв 10 сехетре пуҫланать, 11 сехетре – концерт, 14 сехетре – фаер-шоу. Фестивальте ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех DODGe-WC51 1941, ИЖ-49 тата JAWA-350 ретромотоциклсем курма пулать. Курава Тутарстан, Мари Эл, Пушкӑртстан, Чулхула, Чӗмпӗр, Челепи, Ярославль, Киров, Самар облаҫӗнчен хӑнасем килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче Инди турткӑшӗсем пурӑнма тытӑннӑ. Ҫак илемлӗ кайӑксем карантинра ларнӑ ӗнтӗ, халӗ вӗсене ҫынсем те курма пултараҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла вӗҫӗнче Тӗкӗрҫ ращине Инди турткӑшӗн аҫине парнеленӗ. Халӗ унта ами те пур. Турткӑшсем тӗнчери чи илемлӗ кайӑксенчен пӗри. Вӗсем нумай пурӑнакансем шутланаҫҫӗ, 25 ҫул кун кунлаҫҫӗ. Амисен ҫеҫ хӳри тӗрлӗ-тӗслӗ. Аҫисен вара сӑрӑ тӗс ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче пушар пулнӑ. Степан Разин урамӗнчи ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Кунран та хӑрушраххи – унта ҫын вилнӗ. Ҫуртра ватӑ ҫынсем, арӑмӗпе упӑшки, пурӑннӑ. 73 ҫулти хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пушар вырӑнне ҫитнӗ ҫын урама илсе тухнӑ. Упӑшкине вара, 1948 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна, ҫӑлма май килмен. Вӑл пушарта ҫунса вилнӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1210 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 52-ӗн суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() region15.ru сайтри сӑн Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Ярославль урамӗнчи вӑрманта тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер сывлӑшне пӳлнипе вилнӗ. Ӑна телефон наушникӗпе пӑвса вӗлерни паллӑ. Вилнӗ ачана хутаҫа чиксе вӑрмана кайса пенӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшне халӗ те тупайман. Ӑна шыраҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку лару-тӑру пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (8352) 24-20-03, 8-999-756-00-79. Амӑшӗ пирки хыпар пӗлтерекене ахаль хӑвармӗҫ, хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nag.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче ют ҫӗршывра пурӑнакан арҫынпа паллашнӑ. Унпа вӑл утӑ уйӑхӗнче ҫырӑнма тытӑннӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Америкӑран, ҫар ҫынни. Хутшӑнсан-хутшӑнсан арҫын пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашмашкӑн тӗл пулма сӗннӗ. Анчах малтан вӑл ӗҫлекен вырӑна ӑна отпуска яма ыйтса ҫыру яма каланӑ. Хӗрарӑм патне хурав килнӗ: 900 евро тӳлемелле. Хайхискер кредит илсе ҫав счет ҫине куҫарнӑ. Кайран тепӗр 2500 евро куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм пӗр пайне кредит илнӗ, теприне пухнӑ укҫинчен уйӑрнӑ. Юлашкинчен вӑл 1500 евро куҫарса панӑ. Ку ют ҫӗршыв ҫынни самолетпа вӗҫнӗшӗн-мӗн. Ку укҫана вӑл микрозаймра илнӗ. «Америкӑри савнийӗ» ун патне ҫитсен тӑкака икӗ хут нумайрах саплаштарма шантарнӑ. Анчах 440 пин тенкӗ куҫарса панӑ хӗрарӑм вӑл килессине кӗтсе илеймен, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |