Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кӳршӗре
esudroff ӳкернӗ сӑн, Pixabay сайтран илнӗ
esudroff ӳкернӗ сӑн, Pixabay сайтран илнӗ

Сарӑту облаҫӗнчи ЗАГС ӗҫӗн управлени пуҫлӑхӗ Юлия Пономарева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен тӑрӑхри чи ҫамрӑк амӑшӗ 2021 ҫулта — 14 ҫулти хӗрача. 13 ҫулти Любӑпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн 23 ҫулти курьера айӑпласа виҫӗ ҫуллӑха колонине ӑсатнӑ, анчах вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан ашшӗ вӑл мар пулса тӑнӑ.

«Вольск.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, рекордсменка Вольск хулинчи Люба иккен, вӑл 5-мӗш класра ҫие юлнӑ, ҫакӑ гинеколог патӗнче тӗрӗсленӗ чухне палӑрнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗчӗк ачапа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн 23 ҫулти Сергей Заборовский курьера пӗтӗмӗшле режимлӑ колонине виҫӗ ҫула яма приговор йышӑннӑ. Суд ӑна УК РФӑн 134 статьян 3-мӗш пайӗпе (14 ҫула ҫитмен ачапа арлӑ ҫыхӑнӑва кӗни) айӑплӑ тесе йышӑннӑ.

Сергей Любӑна икӗ ҫул ытла пӗлнӗ. Унӑн малтанхи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, вӑл вӗсен туйӗ вӗҫленсенех темиҫе сехетлӗхе хӗр ача патне кайса килнӗ. Анчах ачан ашшӗ Сергей мар пулса тӑнӑ.

Пиллӗкмӗш класра вӗренекен хӗрачапа курьер пӗр-пӗринпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл укҫа ӗҫлесе илме Саратова тухса кайнӑ. Шкулта вӗренекен хӗрача вара 17-ри Александрпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ.

Портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Люба август уйӑхӗн вӗҫӗнче ача ҫуратнӑ, анчах хӑй ҫула ҫитменнине пула пепкене кукамӑшӗ пӑхса ҫитӗнтерен.

Малалла...

 

Республикӑра
Валентина Хохлова. @redvpered сӑнӳкерчӗкӗ
Валентина Хохлова. @redvpered сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» (чӑв. Малалла) хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ Валентина Хохлова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Хаҫат редакцийӗ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вилӗм сӑлтавне пӗлтермен. Анчах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнса вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатнӑ. 61 ҫулти экс-редактор пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ-мӗн.

Валентина Хохлова ҫамрӑк чухне хаҫат ӗҫне суйланӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи хаҫат редакторӗнче ӗҫлесех ӗмӗрленӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах корреспондент-радиоорганизаторта тӑрӑшнӑ, 1996 ҫултанпа – хаҫат редакторӗнче, 1999 ҫулта издательство ҫурчӗ тусан ӑна 2017 ҫулччен ертсе пынӑ.

 

Политика
Леонид Черкесовпа Пётр Краснов. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Леонид Черкесовпа Пётр Краснов. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Виҫӗмкун Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созыври депутачӗсем иккӗмӗш сессие пуҫтарӑннӑ. Ӑна ҫак йӗркесен авторӗ итлемен-ха, анчах Андрей Иванов журналист пӗлтерни тӑрӑх хакласан, сесси лӑпкӑ иртнӗ, ҫапах та кулӑшларах самантсем тупӑннӑ.

Игорь Моляков депутат, сӑмахран, Петр Краснов депутатран (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) кӗтмен ҫӗртен ҫапларах ыйтнӑ: «Петр Степанович, эпӗ сире итлетӗп те ӑнланмастӑп: эсир Олега Алексеевича Николаева пӗрмаях хисеплӗ тетӗр, Леонида Ильича Черкесова – хаклӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек?»

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ епле хуравланине, шел те, пӗлместпӗр. Ҫав вӑхӑтра сессин онлайн-трансляцийӗ чӑхӑмласа илнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗрремӗш юр хӑҫан ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Юлашки кунсенче ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ. Кӗҫех сивӗтмелле.

Вырсарникун пӗлӗтсен шайӗнче сивӗ сывлӑш пухӑнма пуҫлӗ. Ҫӗр ҫинче вара сывлӑш температури тунтикун ҫӗрле чакма тытӑнӗ. Юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче ҫумӑр мар, юр ҫумалӑх сивӗтӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗрле вара – ҫук. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр вӑйлах ӳкмӗ. Ҫулсем ҫинче шуҫлак пулма пултарӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла: 8-13 градус пулмалла. Ун чухне вара ҫумӑр ҫукалӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче юр ҫуса лартмӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ «Солнечный берег» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫыран) кану бази ҫывӑхӗнче пӗрисем инкеке лекнӗ. Вӗсем асӑннӑ база ҫывӑхӗнчи «Смоленский» утрав ҫинче пулнӑ. Унта ҫемье пӗчӗк ачапа вӗрсе карӑнтармалли кимӗпе кайнӑ. Каялла килме тӑрсан вӗсен кӗсменӗ хуҫӑлса кайнӑ.

Аптӑранӑ ҫемье Республикӑн ҫӑлавпа шырав службине 16 сехет иртсен шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсене вӗсем утрав ҫитсе кӗтсе илнӗ. Анчах утрав тӗлӗнче Атӑлта ӑшӑх вырӑн пулнӑран ҫӑлавҫӑсем караппа унта ишсе пырайман. Ҫуран утса кайса малтан ачана йӑтса каҫарнӑ, унтан ачан ашшӗпе амӑшне пулӑшнӑ. Шупашкара ҫемье 19 сехет тӗлӗнче ҫитсе пӗтнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Атӑл» М-7 автоҫулӑн 706-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнче, велосипедпа пынӑ ҫын машина айне пулнӑ.

Мускавран килекен 28 ҫулти водитель ГАЗ автомашипе велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ каҫхи вӑхӑтра хунарсӑр, тӗттӗмре ҫататакан хатӗрсӗр пынӑ, ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.

Ведосипедпа Куславкка районӗнчи 49 ҫулти арҫын пынӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/75000
 

Пӑтӑрмахсем
auto.ru сӑнӳкерчӗкӗ
auto.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр арҫынни кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ют ҫын машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Анчах нумаях та каяйман — лакса ларнӑ.

«УАЗ 31514» автомобиле чӗртсе тухнӑ ӳсӗр арҫын пӗр 10 метр кайсанах хӑйӑр ӑшне путса ларнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын автомобилӗпе саккуна пӑсса хуҫаланма хӑтланнӑ арҫынна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Судра, сӑмах май каласан, арҫын хӑйӗн айӑпне тунса тӑман, йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Юлашки уйӑхсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисен каникулне тӑсма сӗннӗ.

Вӑл ЧР Вӗренӳ министерствине тунтикун валли ҫак ыйтӑва татса памалли сӗнӳсем хатӗрлеме ыйтнӑ. «Каникул юпан 25-мӗшӗнче пуҫланать. Унтан тӳрех 4 канмалли кун каять. Тен, тӳрех 2 эрнелӗхе каникула ямалла. Ҫапла кӑшӑлвирусӑн инкубаци тапхӑрӗ татӑлать», - тенӗ Олег Алексеевич.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра ковид-койкӑсен 3,2 проценчӗ ҫеҫ пушӑ.

 

Раҫҫейре

Паян Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑл 1 уйӑх пырӗ, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Чӑваш Енре 370 участок ӗҫлет. Вӗсем шкулсем, культура ҫурчӗсем, вулавӑшсем, нумай функциллӗ центрсем ҫумӗнче уҫӑлнӑ. Кӑҫал ҫырава технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Унта виҫӗ мелпе хутшӑнма пулать.

Пӗрремӗшӗ: киле пыракан ҫыравҫа кӗтсе илмелле. Иккӗмӗшӗ: хӑвӑр участока пыма пултаратӑр. Виҫҫӗмӗшӗ: Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ. Палӑртмалла: порталта хуравсем ҫине чӑвашла та хуравлама май пур (тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ыйтусен хуравӗсем ҫеҫ вырӑсла пулнине калама пулать, пӗтӗмӗшле йӗркеллех куҫарнӑ).

Ҫыравҫӑн хӑй ҫумӗнче паспорт, планшет пулмалла. Ҫырава хутшӑнакансен 33 ыйтӑва хуравламалла. 23-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем: ӳсӗм, ҫемьери статус, чӗлхе тата ытти те. 10 ыйту ҫурт-йӗре пырса тивет. Ыйтусене хуравлама вӑтамран 23 минут кирлӗ. Пӗр ҫын пӗтӗм ҫемьешӗн хуравлама пултарать.

 

Персона
cheb.ru/news сайтри сӑн
cheb.ru/news сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кремльте Патшалӑх Думин депутатне Алена Аршиновӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ку наградӑна промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, строительствӑра, транспорт ӗҫӗнче, ӑслӑлӑхра, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче тата культурӑра, ытти тытӑмра пысӑк ҫитӗнӳсем, усӑллӑ ӗҫсем тунӑшӑн параҫҫӗ.

Палӑртмалла: Алена Аршинова 1985 ҫулта Германири Дрезден хулинче совет ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Кӗҫех вӗсем куҫса кайнӑ, Мускавра вӗреннӗ. 2012 ҫултанпа вӑл – РФ Патшалӑх Думин «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи пайташӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=261772
 

Страницӑсем: 1 ... 1055, 1056, 1057, 1058, 1059, 1060, 1061, 1062, 1063, 1064, [1065], 1066, 1067, 1068, 1069, 1070, 1071, 1072, 1073, 1074, 1075, ... 3915
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
130
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
77
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...