Кӳршӗре
![]() Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ //tatarstan.ru Раҫҫей регионӗсенчи аслӑ должноҫсен ячӗсене унификацилеме тата вӗсене «президент» ятпа каласран чарма сӗнекен «РФ субъекчӗсенче халӑх влаҫне йӗркелемелли пӗрлехи принципсем ҫинчен» федераллӑ саккун проектне Тутарстан депутачӗсем ырлама килӗшмен. Йышӑнӑва пӗр шухӑшлӑ пулса 82 сасӑпа йышӑннӑ. «Саккун проекчӗн уйрӑм положенийӗсем РФ Конституци йӗркин никӗсне, вӑл демократиллӗ федеративлӑ право патшалӑхӗ пулнине, хирӗҫлеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх тытӑмӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Альберт Хабибуллин («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»). Ҫавнашкал положенисен йышӗнче вӑл регионти аслӑ должноҫсен ятне унификацилеме сӗнекеннисене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл проектпа палӑртакан «регионти парламентсен тата аслӑ должноҫри ҫынсен суйланакан тапхӑр пӗрешкел пулмалла» тенине хирӗҫ тухса калаҫнӑ. Ҫавна май Хаббуллин господин Раҫҫей Конституцийӗпе килӗшӳллӗн «пӗрлехи ӗҫсене туса пынӑ чухне РФ полномочисемпе унӑн ертӳлӗхне пырса тивмен чухне РФ субъекчӗсем хӑйсен тулли ирӗкӗпе ӗҫлени» ҫинчен аса илтернӗ. Унсӑр пуҫне комитет пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ саккун проекчӗпе федерацин саккун проекчӗсене хаклама регионсене кӗске вӑхӑт парассине — 15 куна ҫеҫ — палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкар хулинче ҫӗнӗ архитектора ҫирӗплетнӗ. Хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ пулма Павел Корнилова шаннӑ. Унччен вӑл хулан архитекторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Петр Корнилов 1989 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2015 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Архформа» проектпа дизайнер фирминче, «Союзпроект» проект организацийӗнче архитекторта ӗҫленӗ. Раҫҫейри тата Чӑваш Енри архитекторсен союзӗсен пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
4 мунча ҫуннӑПӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ мунча ҫуннӑ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче йӑлтах ҫунса кайнӑ. Шӑматкун Шупашкарти Богданкӑра Серафимович урамӗнчи мунча кӑнтӑрла ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӑрье тӗрӗс мар ӗҫленӗрен тухнӑ. Ҫав кунах Куславккара та мунча ҫуннӑ. Унта ҫулӑм ҫапӑнмалли пӳлӗме ҫеҫ сиенлетнӗ. Мунчана хуҫисем тӗрӗс мар хутнӑран пушар тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вырсарникун Красноармейски районӗнич Туҫи Чуракасси ялӗнче тата Улатӑрта мунча ҫуннӑ. Ку тӗслӗхсенче пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() oren.mk.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Кармӑш ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын ватӑ амӑшне хӗнесе вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхине ывӑлӗ 85 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ватӑ хӗрарӑма хытах хӗненӗ. Амӑшӗ йывӑр сурансене чӑтаймасӑр вилнӗ. Ывӑлне тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() tamlife.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Радужнӑй урамӗнчи 11-мӗш ҫурт патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 13-мӗш хутран ӳкни паллӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗскер пулнӑ. Вӑл савнӑ хӗрӗпе пурӑннӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() sharij.net сайтри сӑн Ҫӗршывра кӑшӑлвирус инфекцийӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑран РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви харӑсах ковидран тата грипран прививка тума ирӗк панӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет. «Ку улшӑнусене «Спутник V» вакцинӑпа усӑ курмалли инструкцие кӗртнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ министерство. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, «Спутник V»-на грипран хӳтӗленмелли вакцинӑпа пӗрле тутарсан иммуногенноҫ сыхланса юлать. Прививкӑсене кӗлеткен тӗрлӗ пайне тума юрать. Тӗслӗхрен, сылтӑм тата сулахай хулпуҫҫирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра каллех юр ҫурӗ. Ку иккӗмӗш хут пулчӗ ӗнтӗ. Анчах синоптиксем хальхи юр та ирӗлсе пӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Анчах ҫитес вӑхӑтра каллех юр ҫӑвӗ. Паян ҫӗрле 5 градус таран сивӗтӗ, ҫавӑнпа ҫулсем пӑрлак пулӗҫ - асӑрханӑр. Ыран ирхине каллех кӑштах юр ҫума пултарӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑра кӑшт ӑшӑтӗ. Юнкун кӑнтӑрти районсенче 7-9 градус таран ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун тата ӑшӑрах пулмалла. Анчах кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ та каллех сивӗтӗ. Эрнекун хӗвеллӗ пулсан та 0 градус ҫеҫ тӑрӗ. Ҫӗрле вара 7 градус сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун каллех ӑшӑтать, 10-12 градус пулать. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче типӗ те ӑшӑ, анчах ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑрук сивӗтмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() 2gis.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей таможенникӗн кунӗпе саламланӑ. Салама cap.ru порталта вырнаҫтарнӑ. Республика ертӳҫи таможня ӗҫченӗсем Чӑваш Енӗн тулашри экономика ӗҫ-хӗлне аталантарассине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. «Паян республика суту-илӳ енӗпе тӗнчери 96 ҫӗршывпа ҫыхӑну тытать. 2021 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче продукци экспорчӗ иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ пысӑкланнӑ, АПШн 204 миллион долларӗнчен иртнӗ. Республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ вара 15% ытла хушӑннӑ, АПШн 433 миллион долларӗ патне ҫывхарнӑ», — ҫакӑн пек цифрӑсене асӑнса хӑварнӑ саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн мухтавлӑ ҫыннипе, СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа, сывпуллашрӗ. Ун пек пултаруллӑ, хӑйсем хыҫҫан тарӑн йӗр хӑваракан сумлӑ ҫынсем Ҫӗр ҫине ҫӗр ҫулта (е, тен, унран та сайрарах) пӗрре килеҫҫӗ пулӗ. Вӗсем кайсан тӗнче ҫавсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм халӑхшӑн пушанса юлать пулӗ. Хӑй вара хӑйӗнпе мӑнаҫланса калаҫма юратман. «Сирӗн шая ҫитнӗ е ҫитме пултаракан артистсем пур пек-и паян театрта?» — тесе ыйтнӑччӗ ҫак йӗкесен авторӗ 2020 ҫулх нарӑс уйӑхӗнче журналист ӗҫӗпе тӗл пулсан. «Ан тӗлӗнтер-ха. Пурте манран иртсе кайнӑ халь. Ҫамрӑксем мӗнле лайӑх выляҫҫӗ. У-у-у! Вӗсенчен вӗренмелле те вӗренмелле. Эп халь вӗсенчен хам вӗренетӗп», — хуравланӑччӗ чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑватлӑ сцена ӑсти. Вера Кузьминапа сывпуллашма республика Элтеперӗ Олег Николаев, депутатсем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑна юратакан куракансем пуҫтарӑннӑ. Вера Кузьминана Шупашкрати Б. Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Вероника Арисова. музуч.рф сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн ӳнер теорийӗн, историйӗн, музыка вӗрентӗвӗн тата юрлас ӑсталӑхӑн кафедрин доценчӗ Вероника Арисова 50 ҫул тултарнӑ. Вероника Ивановна 1997 ҫулта Шупашкарти музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Эстрадӑри музыка искусстви» специальноҫа алла илнӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче эстрадӑпа джаз вокалне вӗрентет. 1998 ҫултанпа Вероника Арисова «Сингл» хальхи вӑхӑтри юрӑ студийӗн ертӳҫи тата саунд-продюсерӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |