Чӑвашлӑх
![]() www.usue.ru сайтри сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Екатеринбургри чӑвашсем «Наследие народов Урала — Эткер» (чӑв. Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен эткерӗ) форум ирттернӗ. Мероприятие хутшӑнакансене Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменне йыхравланӑ. Форума йӗркелеме Свердловск облаҫӗнчи чӑвашсен культура центрӗ, Уралти патшалӑх экономика университечӗн туризм усламӗн тата хӑнасене кӗтсе илме вӗрентекен факультечӗ, Уралти туриндустри союзӗ ҫине тӑнӑ. Мероприятие хутшӑннисен Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци тата культура бренчӗпе паллаштаракан 60 ытла экспозиципе паллашма май килнӗ. Ал ӑстисен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӑсталӑх сехечӗсем ӗҫленӗ, конкурссем ирттернӗ. Форумӑн онлайн-трансляцине Раҫҫейӗн 16 регионӗнчи тата 6 ют ҫӗршыври хастарсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() knotsandnautical.com сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулӗҫ. Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Семинара 45 ҫула ҫитичченхи ҫыравҫӑсем хутшӑнайӗҫ. Вӗсем валли темиҫе секци ӗҫлӗ. «Поэзи» секцире ҫамрӑксемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тӗл пулӗ, «Прозӑра» – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Улькка Эльмен, вырӑсла ҫыракан авторсемпе – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Гордеева. Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч харӑсах икӗ секцире: «Публицистикӑра» тата «Драматургире» – ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Галина Фёдорова Паян Шупашкарти хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑнчӗ. Галина Фёдорова – 44 ҫулта, тахҫанах Мускав облаҫне тухса кайнӑ. Унта вӑл суту-илӳ енӗпе тӑрӑшать. Ача чухне вӑл чирленӗ, утайман та. Анчах, хӑй калашле, хӑйне хӑй ура ҫине тӑратнӑ. Хӗрарӑм 4 хутчен качча кайнӑ, анчах пурнӑҫӗ ӑнман. Арҫынӗсем ырӑ ҫынсемех лекмен, вӗсен хушшинче тӗрмере ларни те пулнӑ. Турра шӗкӗр, хӗрарамӑн икӗ ача пур, икӗ ывӑл. Юлашки 8 ҫулта хӗрарӑм авланнӑ арҫыннӑн савнийӗ пулса пурӑнать. Телекӑларӑма хӗрарӑм тусӗ, Татьяна Ли, илсе пынӑ. Галина спорт тумӗпе ҫӳреме юратать. Тусӗ унӑн стильне улӑштарасшӑн, кайран хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ те ылмашасса шанать. «Питӗ хитре, питӗ кӑмӑллӑ. Мана килӗшет», – терӗ Галина кӑларӑм вӗҫӗнче чӑвашла Александр Васильев телеертӳҫӗ ӑна тӑван чӗлхепе калама ыйтсан. |
Республикӑра
![]() ru.dreamstime.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре 107 ҫулти ҫын пурӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республикӑра 90 ҫултан пуҫласа 99 ҫула ҫитичченхисем – пурӗ 5 309 пенсионер. 100 ҫултан иртнисем – 49 ҫын. Пӗр ӗмӗр ытла пурӑнакансенчен 44-шӗ – хӗрарӑмсем, 5-шӗ – арҫынсем. Чи аслӑ хӗрарӑм, вӑл 107 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Чи аслӑ арҫын, вӑл кӑҫал 102 ҫул тултарнӑ, Етӗрнере тӗпленнӗ. РФ Пенси фончӗн республикӑри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм ӗмӗрлисем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Патӑрьел, Елчӗк тата Етӗрне районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ленинград тӑрӑхӗнчи Всеволожск районӗнчи Энколово ялӗнче йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ халӑхсен хушшинче ирттерекен «Энколово туссене пуҫтарать» ятпа 6-мӗш хут фестиваль иртнӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ленинград тӑрӑхӗнчи Чӑваш культура пӗрлешӗвӗ фестиваль программипе килӗшӳллӗн «Чӳклеме» уява ирттернӗ. «Ленинград тӑрӑхӗнчи Туслӑх ҫурчӗ тӑванла халӑхсене пӗтӗҫтерсе тӑни, тӗрлӗ халӑх туслӑ, килӗштерсе пурӑнни паянхи уявӑн техӗмӗ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта вӑрттӑн ӗҫлекен вӑйӑ салонне тупса палӑртнӑ. Ӑна Кривов урамӗнче уҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 16 система блокне туртса илнӗ. Вӑйӑ салонне йӗрке хуралҫисем авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Салон «хӑйӗн ҫыннисем» валли ҫеҫ ӗҫленӗ. Унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонта 12 ҫын пулнӑ, вӗсем компьютерпа азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ. Полицейскисем 16 система блокӗ тата 42 пин ытла укҫа туртса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн тӗп ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл стройорганизацисенчен пӗринпе подряд килӗшӗвӗ тунӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Кӳстерекре лартнӑ палӑк вырӑнне хӑтлӑх кӳресси пирки пынӑ. Анчах подрядчик ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан – кирлӗ пек юсаса ҫӗнетмен, тирпейлемен. Апла пулин те ял тӑрӑхӗ документсене алӑ пусса панӑ. Унтан подрядчика 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара туса пӗлтермен ӗҫшӗнех хысна укҫине тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 5-22-мӗшӗсенче аслӑ ҫулхи пурӗ 50 ҫын «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче 18 кун хушши тӳлевсӗр канӗ тата сывлӑха ҫирӗплетӗ. Путевка илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсене каймалла. Заявленисене вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылта ӗҫленисен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессийӗсене пула курнисемпе реабилитациленнисен, сусӑрсен, ӗҫлемен пенсионерсен ҫырса пама ирӗк пур. Путевкӑсене илме унчченхи икӗ ҫулта канма кайманнисен юрать. Заявление панӑ чухне тухтӑр сывлӑх тӑрӑмӗ ҫинчен ҫырса панӑ справкӑна та ыйтӗҫ. Полис, паспорт, ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма ирӗк паракан документ та ҫумра пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк йӑлӑхтарчӗ-и? Савӑнӑр: синоптиксем каллех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Паян кунӗпех ҫумӑр ҫурӗ. Ыранах пирӗн пата хӗвеллӗ ҫанталӑк ҫитӗ. Анчах паян ҫӗрле самаях сивӗтӗ, тӑм ӳкме те пултарӗю Ыран кӑнтӑрла 6-11 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫил пулнӑран кӑшт сивӗрех пек туйӑнӗ. Анчах ҫил лӑплансан ӑшӑ пулнине туйма пуҫлӑпӑр. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче вара самай ӑшӑтӗ, нормӑран та ирттерӗ. Кӑнтӑрла 13-15 градус пулӗ. Ҫитес эрнере пачах та савӑнмалла: 18 градус таранах ӑшӑ тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк юпа уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада вӗҫӗчченех пулӗ. Юпа уйӑхӗ типӗ те ӑшӑ тӑрас шанчӑк та пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян тин кӑна, 19 сехет ҫурӑра, М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Хыркасси ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Хендай» водителӗ Мускав енчен Кӳкеҫ патнелле кайнӑ, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |