Ӑслӑлӑх
![]() Сюлин Жуань шурӑ сӑрӑпа Кӑҫал шухӑшласа кӑларнӑ тата Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ сӑрӑ ҫурт-йӗре сивӗтес ӗҫри лару-тӑрӑва улӑштарма тата ҫанталӑк улшӑннипе кӗрешес ӗҫре пулӑшма пултарать. Сӑрӑ хӗвел пайӑркин 98,1% сирсе яма пултарать. Унпа усӑ курса сӑрланӑ лаптӑк сийӗ ҫавна пула тавралӑхри температурӑпа танлаштарсан сивӗлӗхе ытларах упраса хӑварать. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫак сӑрӑпа сӑрланӑ 93 тӑваткал метр лаптӑк тӑрриллӗ ҫурт температури, енчен те ӑна сивӗтес тесе 10кВт хӑватлӑ хатӗрпе усӑ курма тивнӗ пулсан, пӗрешкелех пулнӑ. Чылай ҫуртсенче усӑ куракан кондиционерсемпе танлаштарас пулсан ку тухӑҫлӑрах пулса тухать. Сӑрӑра бари сульфачӗпе (хут тата косметика туса кӑларас ӗҫре усӑ куракан япала) усӑ курнӑ. Ушкӑн ертӳҫи Сюлин Жуань (Пердью университечӗ; АПШ, Индиана штачӗ) каласа панӑ тӑрӑх, ҫак чи шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ материал, кӑнтӑрлахи хӗвел айӗнче выртаканскер, тавралӑхри температурӑран 4,4 °C таран сивӗрех. Жуань палӑртнӑ тӑрӑх, ахаль кондиционерсем хӑйсен ӗҫне тума энерги ыйтаҫҫӗ, ҫавна май топливо ҫунтарма тивет, тата вӗсем ҫуртри ӑшша ҫуртран тулалла кӑлараҫҫӗ, ҫапла май парникла пулӑма вӑйлӑлатаҫҫӗ ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() rlz_the_kraken/Telegram илнӗ сӑн Пушкӑртстанӑн Абзелил районӗнчи Ташпулат ялӗнче пурӑнакансем карас ҫыхӑнӑвӗн вышкине йӑтӑнтарса антарнӑ. «Башинформ» ИА ҫырнӑ тӑрӑх, унта пурӑнакансен пӗр пайӗ ҫак сооруженине килӗшӳ тумасӑр вырнаҫтарнӑшӑн ӳпкелешнӗ, теприсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн шикленнӗ. Унччен маларах халӑх тетелӗсенче «чарусӑрлӑх» тата «ку мӗн япали икенне кам калама пултарӗ?» тесе ҫырнисем тухкаланӑ. Вышкӑсене «мӗн тума кашни ҫухрӑмран» вырнаҫтарма кирлине вырӑнти халӑх ӑнланса ҫитеймен. «Ҫил вӗрнӗ чухне шӑхӑрса та кӗрлесе, чӗтренсе тӑрӗ. Пайӑрка кӑларассине те никам пӑрахӑҫламан. Ташпулатра иккӗ, Юбилейнӑйӗнче иккӗ, Яктыкӳлте те иккӗ. Виҫҫӗмӗшӗ мӗн тума кирлӗ?» — тесе ҫырнӑ сайтҫӑсем комментарисенче. «Кракена ирӗке ярӑр!» тегерам-канал информацийӗ тӑрӑх тимӗр конструкцине йӑтӑнтарса антармашкӑн вырӑнти халӑх трактора тара илнӗ те ӑна ҫӗре персе антарнӑ. Тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине вышкӑна Tele2 вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Операторӑн пресс-служби РБК-на хыпарланӑ тӑрӑх ку вышка 2G тата 4G ҫыхӑну стандарчӗпе 1500 ҫынна тивӗҫтернӗ. Ҫавӑн пекех компанире мӗнпур кирлӗ документсем пурри пирки пӗлтернӗ. Пушкӑртстанри ШӖМ тӗрӗслев пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.allelets.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тесе ҫука юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсене ӗненнӗ, вӗсене 1,4 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл пысӑк инвестици компанийӗн ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннӗ, ку тупӑшлӑ иккен. Авӑн уйӑхӗн 8-24-мӗшӗсенче вӑл ултавҫӑсене 1,4 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем телефона тытма пӑрахнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын вара ҫурла уйӑхӗнче ултавҫӑсене 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тин ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() i3vestno.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 13 ҫын вилнӗ. Кун пек кӑтарту кӑрлач уйӑхӗнченпе пулман. Ҫапла пӗлтерет федераци информаци центрӗ. Ку таранччен пирӗн республикӑра 2293 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе 33797 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 30568-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкара 69 ҫын чире парӑнтарнӑ. 82 ҫын чирленине шута илнӗ. Ку та пысӑк кӑтарту, ун пекки тахҫанах пулман. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 936 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() jutaza.tatarstan.ru сайтри сӑн Ваттисен кунӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем валли ҫулсерен акци йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та ваттисен ҫӳҫне йӳнӗ хакпа касма май пулӗ. Ку 60 ҫултан аслӑраххисене пырса тивет. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акци икӗ куна тӑсӑлӗ. 60 ҫултан аслӑраххисем парикмахерские маларах ҫырӑнса ҫӳҫне йӳнӗ хакпа – 150 тенкӗпе – кастарма пултараҫҫӗ. Акцие Шупашкарти 24 парикмахерски хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gagarin.readovka67.ru сайтри сӑн Ӗнер Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ӑна шырама упӑшки, ывӑлӗ, ытти ҫынсем кайнӑ. Кайран ҫӑлавҫӑсене те чӗннӗ. 65 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана упӑшкипе кайнӑ. Кӑмпа пуҫтарнӑ чухне вӑл урӑх еннелле утнӑ, мӑшӑрӗ – тепӗр еннелле. Малтан хӗрарӑм вӑрмантан хӑй тӗллӗнех тухма тӑрӑшнӑ. Анчах ҫул тупаймассине ӑнлансан тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗве патӗнче пулнине каланӑ. Ҫур ҫӗр тӗлне хӗрарӑма тупнӑ. Ӑна вӑрмантан илсе тухсан чей ӗҫтернӗ те киле леҫнӗ. Вӑл самай шӑннӑ. Каҫхине 2 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ, хӗрарӑм вара ҫӳхерех тӑхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Аван уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Шупашкар мэрӗ пулнӑ, халӗ РФ Патшалӑх Думин депутатӗнче ӗҫлекен Леонид Черкесова ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне лартма сӗннӗ. Ыран, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш сессийӗ пулать. Шӑпах унта председателе, унӑн ҫумне, комитетсен председательне, аппарт ертӳҫине, Чӑваш Ен сенаторне суйлӗҫ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен ытларахӑшӗ, 30-шӗ, - «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Ҫавна май Леонид Черкесовӑн председатель пулас шанчӑк пысӑк. Ҫавӑн пекех Шутлавпа тӗрӗслев палатин ертӳҫине палӑртӗҫ. Ку пукана Светлана Арисова йышӑнма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» телекӑларӑмра паян Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартрӗҫ. Наталья Чикушина Йӗпреҫре пурӑнать. Кӑларӑма пынӑ хӗрарӑмӑн 21 ҫулти ывӑлӗ Роман Камышан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем кукамӑшӗпе иккӗшӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварасшӑн. Пӗр вӑхӑтра хӗрарӑм Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ, Хусанта та пурӑннӑ. Йӗпреҫ хӗрарӑммин 7 ҫулти хӗрӗ 5,5 ҫул ӗнтӗ кукамӑшӗпе пурӑнать. Наталья хӑй вӑхӑтӗнче социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшнӑ. Хитре те тирпейлӗ пулнӑ. Малтан техникумра, кайран аслӑ шкулта вӗреннӗ. Халӗ ниҫта та ӗҫлемест. Хӗрарӑм пӗр арҫынпа пурӑнать. Вӑл урӑлмасӑр ӗҫет-мӗн, хӗрарӑм та ҫав ҫулах такӑрлатать. Наталья хӑйне ӗҫкӗҫ тесе шухӑшламасть, пӗчӗк хӗрне хӑй ӳстересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ. Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет. Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb.ruc.su семпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Шупашкарти В.С. Чаплина ячӗллӗ вулавӑшра Геннадий Трифонов философа асӑнса «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Мероприятие ученӑйӑн вӗрентекенӗ, Шупашкарти коопераци университечӗн доценчӗ, философи наукисен кандидачӗ Эрбина Никитина ертсе пынӑ. Ҫавра сӗтеле философи наукисен докторӗ, профессор, Владимир Чекушкин; Виталий Станьял литературовед тата публицист, Валерий Осипов философ тата ӑсчахӑн хӗрӗ Ульяна Князева хутшӑннӑ. Аса илтерер: Геннадий Трифонов – ӑсчах, философи наукисен докторе, геологипе минералоги наукисен кандидачӗ, профессор, Раҫҫейри философи обществин регионти уйрӑмӗн председателӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вилнӗ. Пулас ӑсчах 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетӑн геологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |