Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» шыв управӗнче пулӑсем вилнине асӑрханӑ. Кун пирки вырӑнти пулӑҫсем халӑх тетелӗсенче пӗлтернӗ. Хыпара «Рыболовный клуб Ибреси» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.

Пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, вилнӗ пулӑсене вӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех курнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче – ҫӗр-ҫӗр вӗтӗ пулӑ. Вӗсем мӗншӗн вилни паллӑ мар.

Пулӑҫсен шухӑшӗпе, пулӑсем шыва тислӗк юхса тухнӑран вилме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӗпе ҫырана тасатма тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑччӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ.

Апла пулин те Петров ведомствӑран пуҫӗпех кайман. Халӗ вӑл ГКЧСа пӑхӑнакан учрежденире пуҫлӑхӑн ҫумӗ тата граждан оборонин мероприятийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. «Граждан хӳтлӗхӗн мероприятийӗсене тивӗҫтерекен служба» хысна учрежденийӗ ГКЧСпа пӗр ҫуртрах, Шупашкати Мир проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Республикӑра
md-gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ
md-gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ пресс-секретарь шырать. Аса илтерер: ҫак должноҫе йышӑннӑ Александр Кузин ӗнер, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫрен пӑрахнӑ.

Пресс-секретарӗн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Сӑмахран, «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енӗпе, «Юриспруденци», «Истори», «Филологи», «Журналистика», «Реклама тата халӑхпа ҫыхӑну тытасси», «Телевидени», «Медиакоммуникаци».

Патшалӑх граждан службинче е специальноҫпа тӑватӑ ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ.

Резюмене kadr@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +7 (8352) 64-20-00 (хушма номер 6055).

 

Республикӑра

Юлашки вӑхӑтра республикӑра икӗ ача йытӑ ҫыртнинчен шар курнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри – Шупашкартан, тепри – Сӗнтӗрвӑрринчен.

Иртнӗ эрнере тухтӑрсем патне йытӑсенчен шар курнӑ тӑватӑ ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – шӑпах ҫак ачасем. Шупашкарти 3 ҫулти арҫын ачана йытӑ ҫыртнӑ. Сӗнтӗрвӑрринче 11 ҫулти арҫын ача йытӑран шар курнӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа васкавлӑ медицина службинчен 52 ҫын чӗрчун ҫыртнӑ хыҫҫан пулӑшу ыйтнӑ.

 

Политика
Александр Шевлягин
Александр Шевлягин

Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан 234-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Документпа ӗҫлӗ хутсен ярӑмӗнче паллашма пулать. Хушӑва та паян алӑ пуснӑ.

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунӗнче, министерство ӗҫченӗсем Александр Шевлягина чысланине эпирпӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑччӗ.

 

Культура
 Любовь Казанцева
Любовь Казанцева

Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хормейстерӗ Любовь Казанцева юбилейне паллӑ тӑвать. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра та, хӑйӗн сайтӗнче те хыпарланӑ. Анчах миҫе ҫул тултарнине ниҫта та, ҫав шутра сайтра Любовь Казанцева биографийӗпе паллаштаракан ярӑмра та кӑтартман. Мӗн тӑвӑн, ҫула пурте пӗлтересшӗн мар-тӑр.

Любовь Петровна вунӑ ҫул ытла театрти мӗнпур оперӑна, опереттӑна, музыка юмахне лартма хутшӑнать. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулса тухасси хормейстер ӑсталӑхӗнчен пултарулӑхӗнчен, сценӑна чунтан парӑннинчен нумай килет.

Любовь Казанцева Ф.П. Павлов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи дирижерпа хор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 8-мēшēнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чи хаклӑ пуянлӑх» премьера иртӗ. Юхма Мишши ҫырнã истори халапне Чãваш Республикин искусствãсен тава тивēҫлē деятeлē Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ.

Театр Фейсбукра ҫӗнӗ ӗҫ пирки ҫаларах хыпарланӑ: «Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнийӗн хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та. «Чи хаклӑ пуянлӑх» истори халапӗ чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать».

 

Культура

Станислав Сатур поэт «Эпӗ» виҫе» тата «Юхӑмра» кӗнекесене Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне тата муниципалитет библиотекисене парнеленӗ. Вулавӑшсем валли автор 200-шер экземпляр уйӑрнӑ.Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатур сӑвӑҫӑн «Эпӗ» виҫе» ятпа кӗнеке пичетленнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2019 ҫулхи кӗркунне пӗлтернӗччӗ.

Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Станислав Сатур пултаруллӑ поэт ҫеҫ мар, драматург та, публицист та. Вӑл «Икӗ тапӑр хушшинче», «Ҫил ҫӑварӗнчи йӑва» пьесӑсем ҫырнӑ. Композиторсем унӑн сӑввисене кӗвӗленӗ. Вырӑс юррисене вӑл 200-е яхӑн ч чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — В. Боковӑн «Оренбург мамӑк тутӑрӗ», Р. Гамзатовӑн «Тӑрнасем», Л. Дербеневӑн «Йӑлт иртет» ата ыттисем. Поэтӑн тп кӗнекисем: «Чӗре хӗлӗхӗсем», «Сӑмах», «Чун вӗҫевӗ» тата ыттисем.

 

Ҫурт-йӗр

Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти ҫуртсене те тӗрӗслӗҫ.

Асӑннӑ ҫуртра 2019 тата 2020 ҫулсенче юсав ирттернӗ, ҫивиттие те юсанӑ. Ҫав ҫивитти пӗр сехет ҫурӑра кӗлленнӗ. Виҫӗм ҫул унта инженери сечӗсене улӑштарнӑ, пӗлтӗр — ҫивиттие.

Юсав организацийӗ ҫутӑ пӑралукне епле ылмаштарнине, ҫивиттие вут-кӑвартан асӑрхамалли ӗҫе мӗнлерех пурнӑҫланине, епле материалпа усӑ курнине, технологие пӑхӑннине специалистсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.

Канашри ҫав ҫурта тӗплӗн юсанӑ компани асӑннӑ хулари тата тепӗр 7 ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, Тӑвайӗнче — 1 ҫуртра.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫӑва ҫинчи тимӗр картасене вӑрланӑ. Вӑл унччен фитнес-тренерта ӗҫленӗ.

Малтанах суд ӑна тӳрленмелли ӗҫсене яма йышӑннӑ. Анчах Аслӑ суд йышӑнӑвне улӑштарнӑ – колоние ӑсатмалла тесе приговор вуланӑ.

Арҫынна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ку хура ӗҫе тунине тимӗр йышӑнакан пунктра масар ҫинчи картасен пайӗсене курсан асӑрханӑ. Арҫынна тытса чарсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 29 эпизодпа айӑпланӑ. Арҫын 400 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑрланӑ тимӗре туртса илнӗ, 300 пин ытла тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70923
 

Страницӑсем: 1 ... 1045, 1046, 1047, 1048, 1049, 1050, 1051, 1052, 1053, 1054, [1055], 1056, 1057, 1058, 1059, 1060, 1061, 1062, 1063, 1064, 1065, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 10

1910
114
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
78
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...