|
Культура
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра концерт кӑтартӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха «Песни России» фестиваль-марафонпа килсе ҫитӗ. Асӑннӑ мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче иртӗ. 16-мӗш фестиваль-марафонӑн ыркӑмӑллӑх концерчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ, унтан артистсем Комсомольскине, Тӑвая, Шупашкара, Патӑрьеле, Вӑрнара, Ҫӗрпӗве, Хӗрлӗ Чутая, Кӳкеҫе тата Куславккана ҫитӗҫ. Надежда Бабкинӑпа тата унӑн мухтавлӑ «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) патшалӑх ансамблӗпе пӗрлех сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи професси коллективӗсем тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Геннадий Исаков архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре хура аист пуррине асӑрханӑ. Кун пирки Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци директрорӗн ҫумӗ Геннадий Исаков халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Геннадий Исаков хыпарланӑ тӑрӑх, хура аиста вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче асӑрханӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кайӑк вӑрмантан вӗҫсе килнӗ, пулӑ ҫинӗ те каялла вӗҫсе кайнӑ. Ахӑртнех, вӑл таҫта йӑва ҫавӑрнӑ. Хура аист – Раҫҫейри Европа пайӗнче сайра тӗл пулакан кайӑк. Ӑна Раҫҫейри тата Чӑваш Енри хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() "На связи" форумри сӑн Регионти туянусен центрӗ "Канаш - Славаш" автоҫула юсамашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫак ҫулӑн Малти Ӑнтавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗр пая, 4 ҫухрӑма, юсӗҫ. Ку ӗҫ валли 58 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене 4 уйӑхра вӗҫлемелле, анчах ку ӗҫе 3 ҫулта пайӑн-пайӑн пурнӑҫлӗҫ. Хушма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсен проекта хӑвӑрт та вӗҫлеме пултарӗҫ. Сӑмах май, ҫак ҫул ҫинче аркансах пӗтне пай та пур. Вӑл - Малти Ӑнтавӑш ялӗ еннелле пӑрӑннӑ ҫӗрте. Анчах ӑна хальлӗхе тытмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбиначӗ тӑпӑрчӑ хатӗрлемелли автоматизациленӗ ҫӗнӗ линие ӗҫлеттерсе янӑ. Производствӑпа республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашнӑ. Комбинатӑн ертӳҫисемпе технологӗсем предприятин производство хӑвачӗ талӑкра 250 тонна таран сӗт тирпейлеме май парать тесе пӗлтернӗ. Ҫу хисепӗ тӗрлӗ виҫеллӗ тӑпӑрча вара талӑкне 7,5 тонна таран хатӗрлейреҫҫӗ. «Мӗнпур оборудование эпир Беларуҫ Республикинчен туяннӑ. Йӑлтах лайӑх ӗҫлет. Кӗвелӗке те унтанах илетпӗр, пире йӑлтах тивӗҫтерет», — хӑпартланса каласа кӑтартнӑ министра комбинатӑн тӗп технологӗ Татьяна Александровна. Паянхи куна илсен, предприятире 34 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ. Сергей Артамонов вара тепӗр ырӑ ене те асӑннӑ. Ку вӑл — чӗртавара вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхсенчен туянни. Сӗте предприяти вӑтамран 28 тенкӗпе илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() www.chuvbook.ru тата Светлана Асаматӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Ҫурхи ҫаврӑм» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн авторӗ — чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫӗнӗ сӑвӑ пуххинче ҫамрӑк вулакана шӑпах тавралӑх асамлӑхне асӑрхама хистет». Кӗнеке тиражӗ — 700 экземпляр. 40 страницӑран тӑракан кӑларӑма Петр Сергеев художник ӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ-хитрелетнӗ. «Чӑвашкино» студи Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) фильм хатӗрлесе ҫитересшӗннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хулари 1-мӗш клиника пульницин Перинаталь центрӗнче 800 грамм таякан ача ҫуралнӑ. Вӑл 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗн сывлӑхӗ хавшасан ӑна васкавлӑ кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Тухтӑрсем хӗрачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Малтан вӑл реанимацире выртнӑ, унтан - тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмӗнче. Ӑна ӑста тухтӑрсем пӑхнӑ. Ҫак тапхӑрта хӗрачан йывӑрӑшӗ 2 килограмран иртнӗ. Ӑна тухтӑрсем киле кӑларма йышӑннӑ. Палӑртмалла: хӗр пӗрчи - ҫемьери иккӗмӗш ача. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна нумай вӑхӑт кӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. 61 ҫулти арҫын килтен ӑҫталла тухса кайнине никам та пӗлмен. Тепӗр кунхине тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫав арҫыннӑ виллине пӗвере тупнӑ. Унӑн виллине шыв айӗнчен водолазсем кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫухалнӑ... 14 ҫуллӑха. Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен. Унпа ҫыхӑнӑва тухайман, ҫавна май инвестици компанийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынна федераци шыравне панӑ. Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем Шупашкара илсе килнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра Лариса Петрова (сӑнӳкерчӗкре — сулахайран пӗрремӗшӗ) сӑвӑҫпа тӗлпулу иртнӗ. Методика зарядки евӗр йӗркелекен мероприяти ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма, ҫыравҫӑсене лайӑхрах пӗлме май парать. Лариса Петровӑн нумаях пулмасть «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» сӑвӑ пуххийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки ыйтса пӗлнӗ, сӑвӑсем итленӗ. Библиотекарьсем Лариса Петрова камӑн сӗнӳ-канашне итленине, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе ӑҫта тӗлпулнине те пӗлесшӗн пулнӑ. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас ыйту та ҫӗкленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Паян, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, — Музейсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май республикӑн тӗп хулинчи ватӑсем Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти музейпе курав центрӗнче пулнӑ. «Хӑйӗн ӗнерхине манакан халӑхӑн малашлӑхӗ ҫук», — тесе шухӑшлаҫҫӗ асӑннӑ центрта. Социаллӑ учрежденире тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе паллаштаракан сумлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унти материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, специалистсемпе канашласа вырнаҫтарса тухнӑ. Социаллӑ учреждение пулӑшу илме ҫӳрекен ачасем те, ваттисем те музейпа курав центрӗнчи экспонатсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
