Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӗлхе конкурсне эрменсемпе узбексем хастар хутшӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.02.2023 18:09 | 822 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар.

Конкурса, паянхи куна илсен, эрменсем, тутарсем, ҫармӑссем, мордвасем, узбексем хастар хутшӑнма кӑмӑл туни сисӗнет.

#мордва, #тутарсем, #конкурссем, #ҫармӑссем, #узбексем, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2902.18.1906
2023.02.04 10:34
Agabazar
Паллă ĕнтĕ, 128 тĕрлĕ халăхăн хăйсене кăтартмалла та, унтан вара, чи юлашкинчен, чăвашсем те ку тĕлĕшпе мĕн те пулин тума пултарĕç. Чăваш ачисем мĕн пĕчĕкрен вырăсланса пыраççĕ, теççĕ. Анчах та ку тĕрĕсех мар. Тăван чĕлхерен чăннипех писесси каярахпа, çитĕнсе çитес умĕн пуçланать чылай чухне.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем