Персона
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ ятпа «Пишу не карандашом, а кусочком сердца» астӑвӑм каҫӗ-портрет иртӗ. Мероприятие чӑваш ҫыравҫисем, ученӑйӗсем, журналистсем пырса ҫитӗҫ, ҫыравҫӑн пултарулӑхне хакалакан ытти чӑваш хастарӗ пухӑнӗ. Астӑвӑм каҫӗнче литература анине 1928 ҫулта ҫирӗппӗн ура ярса пуснӑ ҫыравҫӑн хӑйне евӗр пултарулӑхӗпе унӑн хайлавӗсен илемне сӳтсе явӗҫ. Унта Яков Ухсайпа Мария Ухсайсен хӗрӗ, ашшӗпе амӑшӗн пуян эткерлӗхне упрассипе ҫине тӑракан Ольга Ухсай, та хутшӑнӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |