Улатӑрта 12 ҫын пыршӑлӑх инфекцине пула пульницӑна лекнӗ. Вӗсем пурте суши-барта пулнӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ кафере пулнӑ 11 ҫын тата унта ӗҫлекен 1 ҫын чирлесе ӳкнӗ. Шар курнисен йышӗнче – 4 ача. Пурне те пульницӑна вырттарнӑ. Анализсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сальмонелла тупса палӑртнӑ.
Суши-бар хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, хушма профилактика мероприятийӗсем ирттерме хушнӑ.