Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗнче Виктор Чугаровпа тӗлпулу ирттернӗ. Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑна — кинорежиссёр, поэт, ҫулҫӳревҫӗ, Чӑваш Енре велоспорта йӗркелекенӗ. Унпа тӗл пулса калаҫма Шупашкарти 28-мӗш шкулта тата пӗтӗмшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулта вӑтам классенче вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Ачасене чи малтанах режиссёрӑн «Чἅваш чӗлхи» фильмне кӑтартнӑ. Унта ют ҫӗршывсенче пурӑнсан та тӑван чӑваш чӗлхине манман ҫынсем сӑнарланнӑ. Унтан хӑна фильма Берлинта, Парижра тата Шупашкарта ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ачасен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел муниципалллӑ округӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗнче «Митта вулавӗсем» иртнӗ. Мероприятие ачасем ӗнер, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ. Сӑвӑ илемлӗ вулакансен конкурсне йышлӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 3-11 классенче вӗренекенсем пулнӑ. Ачасем поэт сӑввисене чӑвашла, вырӑсла хитре вуланӑ. Пуринчен маттуррисене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта авторӑн 29 хайлавӗ кӗнӗ. Кӗнекере халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: мунча такмакӗсем («Ачалӑхӑм»), туй юррисем («Туй чечекӗ»), Сурхури сӑввисем («Шуйттан вӑййи»), салтак юррисем («Асатте ҫырӑвӗсем»). Константин Малышев – Тутарстанра пурӑнакан чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи, блогерӗ. Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ, 2023 ҫултанпа – Раҫҫейри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче икӗ кун хушши — раштав уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче — «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсем-ҫӑлтӑрсем) IV фестиваль иртнӗ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан маттур сцена ӑстисем пуҫарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, республикӑн Правительствипе Культура министерстви йӗркеленӗ. Фестиваль хӑнисем хушшинче Ольга Кузьмина (скрипка), Людмила Фунтикова (виолончель), Михаил Наумов (бас) тата Виктор Иванов (виолончель) пулнӑ. Вӗсемпе пӗрле фестивалӗн пӗрремӗш каҫӗнче сцена ҫине Кирилл Бруховский-Васильев пианист тата Федор Волковпа Тимур Нардинов флейтистсем тухнӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта Ӳнер музейӗнче Петр Егоров архитектора халалланӑ курав ӗҫлет. Вӑл раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, раштавӑн 23-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Курав «Петр Егоров – пирӗн вӑхӑтри ҫын» ятлӑ. Вӑл 18-мӗш ӗмӗрте Питӗрте пултарулӑхпа аппаланнӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ҫак хулара плэнер иртнӗ, унта Шупашкарти студентсемпе вӗрентекенсем, Мускаври тата Питӗрти академи живописецӗсем хутшӑннӑ. Плэнерта 15 ӳнерҫӗ 150 яхӑн картина хатӗрленӗ, вӗсене Ӳнер музейӗнчи куравра курма пулать. Петр Егорович 1731 ҫулта Курмӑш (Етӗрне) уесӗнче ҫуралнӑ. 1789 ҫулта Питӗрте вилнӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри – Ҫуллахи сад карти (вӑл унӑн авторӗсенчен пӗри), Христос ҫуралнине халалласа лартнӑ чиркӳ (Питӗр). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «СЛАВЯНО-ТЮРКСКИЙ МИР: ИСТОРИЯ И СОВРЕМЕННОСТЬ» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тата хальхи самана) ятпа пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Халех мар, ҫулла. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче. Конференцие Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ тата «Пӗлӳ» Раҫҫейри обществӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ирттерӗҫ. Форум славянсемпе тӗрӗксен историйӗпе культурине тӗпчекен гуманитарисене пӗр ҫӗре пухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Аманик ялӗнче халӑх инструменчӗсемпе паллаштаракан ӑсталӑх урокӗ иртнӗ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Трифонов ертсе пыракан «Аккорд» ансамбль ачасене музыка инструменчӗсем пирки каласа панӑ, вӗсен кӑткӑс енӗсемпе, вӑрттанлӑхӗсемпе паллаштарнӑ. Ӑсталӑх урокне хутшӑннӑ ачасенчен хӑшӗсем тӳрех кружока ҫырӑннӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекене хӑтлӗҫ. Кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. 2022 ҫулта ҫав ӗҫ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнеке авторӗ — Юрий Исаев. Вӑл — учёнӑй, филологи наукисен докторӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн директорӗ. Хӑтлав 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институтӗнче «Книга моих путешествий» (чӑв. Манӑн ҫулҫӳревӗн кӗнеки) проекта хутшӑннӑ ачасемпе тӗлпулу иртнӗ. Экскурси турне хутшӑннӑ ачасем тӑван еспубликӑмӑрпа ҫывӑхах та тарӑнрах паллашма пултарнӑ. Проекта йӗркелекенсем культура, спорт, вӗренӳ, медиатехнологи, нимелӗх енӗпе 10 направлени хатӗрленӗ. Тӗлпулӑва республикӑн культура министӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова ертсе пынӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче Чӑваш Енӗн халӑх артистки Августа Уляндина тата «Хитре» бренда пуҫарса янӑ Екатерина Малинина пулнӑ. Ҫамрӑк туристсене «Подвиг тружеников Чувашии» кӗнеке, «Вышитая карта России» пазл атта тӗрлемелли пуху парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫак статья (Анатолий Юман сӑвӑҫ ӑна очерк тенӗ) пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсма кирлине эпӗ вулакана систерсе хӑварнӑччӗ. Вӗҫӗ ҫукчӗ-ҫке-ха, «хӳрине» такам татса илнӗ (е ҫухатса хӑварнӑ). Машинкӑпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш копийӗсем выртса юлман-ши? Ҫыравҫӑн еткерлӗхне Паянхи истори архивне панӑ, тен, ҫавӑнта «чакаланса» пӑхас? Ку архивра ӗҫлесе пӑхни пирки самай кӑсӑк статья ҫырма пулать, анчах унталла сулӑнасшӑн мар эпӗ. Кӗскен каласан, очеркӑн машинкӑпа ҫаптарнӑ копийӗсем тупӑнчӗҫ Уяр хучӗсем хушшинче, анчах эпир шыракан вӗҫӗ унта та ҫук. Ҫырнисен пуххин маларахри томне хатӗрленӗ чухне асӑрханӑччӗ, ҫыравҫӑн чылай хайлавӗсем кӗнекерен кӗнекене куҫса пыраҫҫӗ, автор вӗсене кӑшт-кашт якаткаласа та илет, сайра хутра ятне улӑштарать. Тӑваттӑмӗш тома кӗмелли ҫулҫӳрев очеркӗсене «кайран вулама» тесе уйӑрса хунӑччӗ. Ак япала, эпир шырани 1971 ҫулта тухнӑ «Телейлӗ Палюк» кӗнеке вӗҫне «Чӑвашкассинче» (ҫул ҫӳренӗ чух курнисенчен) ятпа хӗсӗнсе кӗнӗ иккен, «Иртнипе пулассире» вара Тӑванкасси ялӗ пирки сӑмах пырать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |