Культура
Куславкка районӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну комплексӗнче кӗҫех музей уҫӑлӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан. Вӑл Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсене асӑнмалли кун. Ҫавӑн пекех, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну компексӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра тата тылра пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнма часавай тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Чӑван Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Енре кӑҫалхипе 24-мӗш хутчен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль иртнӗ. Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура кермене 6 регионти чӑваш ҫамрӑкӗсем пуҫтарӑннӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе, сӑмахран, Пушкӑрт Республикинчи, Чӗмпӗр, Тӗмен, Оренбург тӑрӑхӗнчисем савӑнтарнӑ. Фестивале пӗтӗмпе 12 солистпа 4 ансамбль хутшӑннӑ. Сцена ҫинче халӑх юррисем, паллӑ авторсен хайлавӗсем шӑраннӑ. Уйрӑм юрлакансен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята Элӗк тӑрӑхӗнчи Зоя Семенова, ансамбльсем хушшинче Тӑвай тӑрӑхӗнчи «Асамлӑх» ушкӑн ҫӗнсе илнӗ. Лауреатсен йышӗнче — Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Полина Серебряковапа Канаш тӑрӑхӗнчи Юлия Васильева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Хӑтлав вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» ятлӑ анлӑ проект шайӗнче пичетленнӗ кӗнекесене хӑтларӗҫ. Хӑтлава Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Вӑлах ҫак кӗнекесен ярӑмӗ мӗнле ҫурални пирки, ӑна мӗнле сӑлтава пула пурнӑҫлани ҫинчен каласа пачӗ. «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» мӗнпурӗ ултӑ кӗнеке тухнӑ. Улттӑмӑшӗ, «Халӑх ӑс-хакӑлӗ» ятлӑскер, нумай пулмасть кун ҫути курчӗ. Ҫак кӗнекесене мӗн пӗр тӗвве пӗрлештерет-ха? Вӗсенче кашнинче чӑвашсен хайлавӗсем пичетленнӗ. Поэзире Марина Карягинӑн пултарулӑхӗпе паллашма пулать, драматурги пайӗнче — Арсений Тарасовӑн ӗҫӗпе. Юрий Исаевӑн ӗҫӗсем те ку ярӑмра вырӑн тупнӑ — «Публицистика» ятлӑ томра. «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» ярӑмри кашни кӗнеке питӗ хулӑм, пысӑк пахалӑхпа пичетленӗскерсем. Ярӑма Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен наци литературине пулӑшас программӑпа килӗшӳллӗн хатӗрлеҫҫӗ, укҫа-тенкӗ енчен вара Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви нухрат уйӑрать. |
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта шыв ҫинчи спектакль кӑтартнӑ. Ун пекки пирӗн патра халиччен пулман. «Карусель сказок» (чӑв. Юмах каруҫҫелӗ) пӗтӗм тӗнчери IV фестиваль тата «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пурин те пӗр пек пулмасан та) ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансен VIII фестивалӗ иртнӗ май пирӗн пата Кострома облаҫӗнчи пукане театрӗ те килнӗ. Вӑл «Иван да Марья» шыв ҫинчи спектакле кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫ режиссёрӗ тата художник-постановщикӗ — Марина Пудкова. Урамри спектакле, урамри кӑна та мар, шыв ҫинчи спектакле, куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"На связи" форумри сӑн Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче "Авалхи халӑхсен чӗрӗ юмахӗсем" спектакль премьери пулнӑ. Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларнӑ. Вӑл - иммерсиллӗ-анимациллӗ спектакль. Ӑна «Культура, искусство тата пултарулӑх аталанӑвӗсен центрӗн» тата Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ - Дмитрий Петров, ӳнерҫи - Евгений Аввакумов. Спектакле чӑваш юмахӗсене, халапӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Унта цифра анимацийӗпе те усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ спектакль лартма хатӗрленет. Унта хальхи вӑхӑтра Леонид Андреевӑн «Жизнь человека» пьеси тӑрӑх «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакльне куракан патне ҫитерессипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе Василий Иванов лартать. Спектакль валли театр республика Элтепереӗн грантне тивӗҫнӗ. Премьерӑна театрта утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче курма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Театра 2022 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер енӗпе преми панӑ. Наградӑна культура учрежденийӗ Михаил Юхма повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакльшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл ӗҫе сцена ҫине 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑларнӑ. Лауреат ятне пилӗк ҫынтан тӑракан коллектив тивӗҫнӗ. Ҫав йышра Борис Манджиев режиссёр, пьеса авторӗ Юхма Мишши, Дмитрий Михайлов, Венера Пайгильдина тата Леонид Яргейкин артистсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енри дизайнерсен союзӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шупашкар тавраш» курав уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ художниксен ӗҫӗсемпе паллаштарать. Курав авторӗсен йышӗнче: Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗсем Александр Астраханцев, Геннадий Иванов-Орков, Александр Рахванов, Ирина Солянова (Астраханцева); Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗсем Валерий Павлов, Ирина Рязнцева, Ирина Чипенко; Анатолий Доронин, Венегдит Лукшин. Курава йӗркелекенӗсем — Александр Астраханцев тата Геннадий Иванов-Орков искусствовед. Сӑмах май каласан, кӑҫал вӗсем иккӗшӗ те 70 ҫул тултарӗҫ. Курава уҫма вулавӑшри «Эткер» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Земфира Яковлева) хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, Республика кунӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ тӳлевсӗр концерт кӑтартӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ, апла пулсан унта ҫитсе курма васкамалла. Театр артисчӗсем уҫа балкон ҫинче концерт лартса парӗҫ. Куракансем балкон ҫинчи ҫемҫе пукансем ҫине ларса пӑхайӗҫ. Уяв концертӗнче халӑх юррисем янӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне «Шупашкар», «На краю земли», «Вӑйӑра» тата ытти юрӑ янӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Мальвина Петрован иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Витӗр Ҫил» ят панӑ. Унччен Мальвина Петрова «Пӗччен Хӗвел» кӗнекене кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Витӗр ҫил» кӗнеке редакторӗ – Алина Майорова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Мальвина Петрова Ҫӗрпӳ районӗнче кун ҫути курнӑ, Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |