Культура
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Исаак Левитанӑн оригинал-ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Вӗсене пирӗн патӑмӑрта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кайса курма май килӗ. Тӗнче шедеврӗн оригиналӗсем Третьяков галерейинче упранаҫҫӗ. Шупашкара мӗнле ӗҫсене илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах вӗсем пӗр темӑпа — Атӑл юханшывӗпе — ҫыхӑннӑ. Курав Шупашкарти Консантин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.mustaqil.az сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫ Марина Карягина сӑввисем азербайджан чӗлхипе пичетленсе тухнӑ. Сӑвӑсене Расмия Сабир куҫарнӑ. Марина Карягина — чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, журналисчӗ, сценарисчӗ. Ҫак списока, тӗрӗссипе, тата малалла тӑсса кайма пулать. Марина Карягина Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх, Митта Ваҫлейӗн, Ҫемен Элкер премийӗсен лауреачӗ. Вӑл тӑван халӑхӗн пуян культурине чунтан юратса тата унпа хавхаланса хӑпартланнипех ҫырлахмасть, журналист пулнӑ май вӑл ҫавӑн ҫинчен ыттисене те каласа кӑтартать. Ӑна, чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ хӗрне, ытти регионта та пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Играем в куклы» (чӑв. Пуканелле вылятпӑр) наци пуканисен республика шайӗнчи конкурсене ирттерет. Унта 10-18 ҫулсенчи ачасене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Кун пек конкурса унта пуҫласа ирттереҫҫӗ. Наци тумне тӑхӑнтартнӑ пуканесем халӑхсен хӑйне евӗр культурипе паллашма май парӗҫ. Этнокультура проектне виҫӗ номинаципе ирттерӗҫ: «Наци тумӗллӗ автор пукани», «Хальхи вӑхӑтри наци тумӗллӗ пукане», «Йӑлана кӗнӗ наци тумӗллӗ пукане». Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 11 сехетре чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «12» драмӑна кӑтартӗҫ. Ӑна паллӑ режиссер Никита Михалков ертсе пыракан Театр тата кино центрӗ хатӗрленӗ. Никита Михалков Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ. Спектакльте вӑл хӑй те вылять. Ҫавӑн пекех сцена ҫине Раҫҫей халӑх артисчӗсем Николай Бурляев, Владимир Долинский тата Сергей Степанченко тухӗҫ. Паллӑ режиссер Наци музейне ҫитсе курнӑ, ӑна Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине кӑтартнӑ. Экскурсие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ 80 ҫулхине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Сцена ӑстисене тата вӗсене кулленхи ӗҫре пулӑшса пыракансене союзӑн юбилейӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне пирӗн республикӑра 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Пӗрлешӗве артистсене ҫеҫ мар, театрӑн ытти ӗҫченне те илеҫҫӗ. Союза паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Павлов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче темиҫе кинозал та уҫрӗҫ. Уҫни аван-ха, анчах вӗсемпе усӑ курма пӗлмелле. Шӑпах ҫак ыйтӑва тишкернӗ те паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ирттернӗ канашлура. Канашлӑва Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳсекен ӑрӑва воспитани парас, патриотизм темине сарас ыйтупа ӗҫленӗ май паха фильмсене кӑтартни те вырӑнлӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви Раҫҫейӗн Культура министерстви сӗнекен документлӑ тата илемлӗ фильмсене кӑтартать. Кӑҫал ҫавӑн пек пилӗк фильма кӑтартнӑ. Вӗсем: «Где проходит граница?», «Нюрнберг», «Святой архипелаг», «Сокровища партизанского леса», «Форсаж. Возвращение». Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче проката тепӗр виҫӗ фильм: «Свидетель», «Тут все свои», «Финт Боброва» — тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ, 56-мӗш, концерт сезонне уҫнӑ. Ҫав ятпа вӑл «Белые мелодии» (Чӑв. Шурӑ кӗвӗ) концерт хатӗрленӗ. Мускаври I джаз фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи – «ДЖАЗ – ТОНиКа» эстрадӑпа джаз музыкин оркестрӗ ҫав каҫ Поль Мориа, Анатолий Кальварский, Джордж Ширинг хайлавӗсене янӑратнӑ. Элтон Джон тата Стинг юррисене Василий Федоров, Юлия Фалина, Ирина Сурикова, Михаил Миронов квартечӗ тата капелла солисчӗсем – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Макаров тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Наталья Ильц шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ сезона уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Унта чаршава авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театрта ҫав кун харӑсах икӗ хутчен спектакль кӑтартӗҫ. Пӗрре — кӑнтӑрла, 13 сехет те 30 минутра; тепре — каҫпа, 18 сехет те 30 минутра. Иккӗшӗнче те пӗр ӗҫех, Александр Островскин «Гроза» спектакльне, кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Саранскра спектакль кӑтартнӑ. Мордва Республикинчи наци драма театрӗнче Раҫҫейри наци театрӗсен «Театральная осень» (чӑв. Театр кӗркунни) фестивалӗ пырать. Чӑваш артисчӗсем Юхма Мишши ҫыравҫӑн повеҫӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Бориса Манджиев лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кӑтартнӑ. Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль тӳрисем чӑвашсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Сценографипе хореографи тивӗҫлӗ», - тенӗ театр критикӗ Армине Оганесян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш пукане театрӗн артисчӗсем Кирова гастрольпе тухса кайнӑ. Культура учрежденийӗнче пелтернӗ тӑрӑх, 79-мӗш театр сезонне театр фестивальпе гастроль ӗҫӗнчен пусланӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче артистсем Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинче пулнӑ. Унта вӗсем Раҫҫей халӑх артисчӗн Станислав Железкин премине илессишӗн иртекен театр конкурсне хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче артистсем Кирова тухса кайнӑ. Сӑмах май каласан, унти артистсем пирӗн пата килӗҫ. Чӑваш артисчӗсем «Мишкина каша», «Золушка», «Кошкин дом» спектакльсене кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |