Культура
![]() Росреестр Чӑваш Енри 100 ҫулти икӗ ҫил арманне шута илнӗ. Иккӗшӗ те Шупашкар округӗнчи Шоркка ялӑ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсем йывӑҫран тунисем. Ҫак ҫил арманӗсем - Степановсен ҫемйин. Пӗрне 1911 ҫулта ашшӗ хӑпартнӑ, теприне 1926 ҫулта ывӑлӗ туса лартнӑ. Пӗрремӗшӗн шалти механизмӗ лайӑх упранса юлнӑ. Иккӗмӗшӗн вара йывӑҫ каркасӗ хавшанӑ. Палӑртмалла: ку - Раҫҫейре ял тӑрӑхӗнче харӑсах икӗ арман упранса юлнӑ пӗртен-пӗр тӗслӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Иванован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Австрийская ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи шкулта иртнӗ литература тӗлпулӑвне хутшӑннӑ. Пултаруллӑ пике «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 «А» тата 8 «Б» классемпе литература, поэзи ҫинчен калаҫнӑ. «Хамӑн пултарулӑх ҫулӗ, «Чӑлах пуканесем», «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, сӑвӑсем вуларӑм. Издательство ӗҫӗ-хӗлӗ, алҫыруран еплерех хатӗр кӑларӑм пулса тӑни ҫинчен те сӑмах хускатрӑм», — хыпарланӑ Ольга. Ҫыравҫӑ асӑннӑ шкулта 8-мӗш класра ӑс пухакан Даша Кондратьевӑн калавӗпе тата сӑввисемпе те паллашнӑ. «Хӗрача тарӑн шухӑшлӑ произведенисем хайлать, пуласлӑхра кӗнеке кӑларасшӑн», — ырланӑ ача тӑрӑшӑвне ҫамрӑк ҫыравҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(Людмила Сачковӑн «Авӑр» историлле романӗ пирки)
Юлашки ҫулсенче чӑваш хӗрӗсем тулли романсемпе самаях савӑнтарчӗҫ. Лайӑх-и, витӗмлӗ-и, тен, аплах та мар-и — маншӑн савӑнса та шухӑшласа вуламалли тупӑнсах пычӗ. Сиктермесӗр сӑнаса пыракан паллӑ журналист, драматург, редактор, ҫыравҫӑ Людмила Николаевна Сачкова ҫинчен «Тӑван Атӑл» журнал умлӑ-хыҫлах темиҫе хӑтав (статья), хӑйӗн тишкерӗвне, фотоӳкерӗксене тата «Авӑр» романӗн сыпӑкӗсене пичетлесе пычӗ (ТА, 2022, 11, 12; 2023, 1, 2, 11). «Паян манӑн ҫыру сӗткелӗ ҫинче — «Авӑр» историллӗ роман-трилогин иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗш кӗнекине «Сиксе юхать Хула ҫырми» ятпа тухнӑскерне, ӑсчахсемпе вулакансем сӗнӗвӗсене шута илсе чылай улшӑну кӗртрӗм, истори пайне ҫӗнетрӗм, пуянлатрӑм. Тӑван ялӑн историне пикенсех тишкернӗ майӑн истори хӑй ман пата киле пуҫларӗ халь» — ҫырчӗ автор. Алла кӑранташ тытсах вуласа пытӑм. Хамӑн хытса ларнӑ йӑлапа, шкулти пек ӗнтӗ, тӳрех мӗнле тема, тӗп шухӑшӗ ӑҫта, хӑш вӑхӑт, ырӑ-усал сӑнарсем пулса тухнӑ-и, хирӗҫтӑрусемпе (конфликтсемпе) ӗртӗсем (сюжет йӗрӗсем) пур-и-ха тесе шӑрпӑклантӑм. |
Культура
![]() chgign.ru/a сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта славянсемпе тӗрӗксен тӗнчине явӗҫ. «СЛАВЯНО-ТЮРКСКИЙ МИР: ИСТОРИЯ И СОВРЕМЕННОСТЬ» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тара хальхи вӑхӑт) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Мероприятие республикӑн Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, «Пӗлӳ» обществӑн регионти управленийӗ йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Центр и периферия» ӑслӑлӑх журналӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн Геннадий Николаевӑн, истори наукисен кандидачӗн Геннадий Николаевӑн статйи пичетленсе тухнӑ. Унта институтӑн ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Паянхи куна илсен, асӑннӑ учреждени академи евӗрлӗ центр пулса тӑрать. Унта чӑваш чӗлхин, литературин, историйӗн, археологийӗн, этнологийӗн, антропологийӗн, ӳнерӗн ыйтӑвӗсене теори тата ӑслӑлӑхпа прикладной енӗпе тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти XVII пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Кинофестивале ӗҫсене «Вӑйӑ киновӗ» тата «Этнос тата регионти кино» номинацисемпе йышӑннӑ. Йӗркелӳ комитетне Раҫҫейрен тата ют ҫӗршывсенчен (Бангладеш, Иран, Итали, Таджикистан) 300 ытла заявка килни паллӑ. Комисси Раҫҫей, Европа тата тӗнче шайӗнчи ӗҫсене суйласа илессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вера Иванова видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсем ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Танцуют все» (чӑв. Пурте ташлаҫҫӗ) ташӑ фестивальне пуҫтарӑннӑ. Ӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗ йӗркеленӗ. Ташӑ фестивальне учрежденине пуҫласа ирттернӗ. Унра социаллӑ центра ҫӳрекен ватӑсен ташӑ ушкӑнӗсем хушкӑнӗ. Ҫавӑн пек пултарулӑх ушкӑнӗсем унта темиҫе те. Хӑшӗсене социаллӑ ӗҫ енӗпе тӑрӑшакан специалистсем ертсе пыраҫҫӗ; теприсене – центра ҫӳрекен хастар ватӑсем хӑйсем. |
Культура
![]() "Южный" культура ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑри пултаруллӑ ачасен конкурсӗ иртнӗ. Ача-пӑчан ӳнер пултарулӑхне «Черчен чечексем» республикӑри фестиваль-конкурсне Шупашкарти «Южный» культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркеленӗ. Фестиваль-конкурса республикӑри ача-пӑча коллективӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче пӗтӗм тӗнчери V ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ят панӑ ӑна. Конференцие уҫнӑ ҫӗре Культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тата Шупашкарти 60-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ. Культура институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхене упраса хӑварас ыйту тавра ҫивӗч калаҫу пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче пулӗ. Эрне ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Машукпа Мишук» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна В. Швембергер ӗҫӗпе лартнӑ. Спектакле театр ака уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсенче 12 сехетре, 27-мӗшӗнче 15 сехетре кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» моноспектакль пулӗ. Унӑн авторӗ – Ольга Туркай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |