Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ. Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ. «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗк Юпа йуйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулса иртнӗ. Ӑна Иван Одюков педагог, фольклорист тата литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта инҫет ҫыхӑну меӗпе Казахстанри Алматари тата Астанари, Владивостокри, Ижевскри, Йошкар-Олари Хусанти, Мускаври, Новосибирскри, Саранскри, Стерлитамакри, Ӗпхӳри, Шупашкарти тата ытти хулари 100 ытла ӑслӑлӑх ӗсченӗ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри музыка преподавателӗсем Раҫҫейӗн Культура министерствин конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта хушма пӗлӳ паракан организацисенчи 100 преподаватель палӑрнӑ. Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн фортепиано класӗн преподавателӗ Игорь Ткаленко тата 4-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн фортепиано класӗн преподавателӗ Елена Прохорова премие тивӗҫнӗ. Вӗсене 500-шер пин тенкӗ парӗҫ. Конкурса пурӗ 565 ҫын хутшӑннӑ. Ҫав шутра Чӑваш Енри 12 кандидат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. Кун валли учреждение 27,9 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Асӑннӑ суммӑран 15 миллион тенки сцена ҫинчи ҫутӑ туянма кайнӑ. Унсӑр пуҫне театр 12,9 миллион тенкӗлӗх сасӑ оборудованийӗ илӗ. Ҫӗнӗ ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса лартнӑ «Бременские музыканты» , «Дюймовочка» тата «Царевна лягушка» ӗҫсене пӗчӗк куракансем хакланӑ та ӗнтӗ. «Лебединое озеро» тата «Ромео и Джульетта» балетсен партитурисене ҫӗнӗ обрудование кура йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 5 муниципаллӑ округа автоклубсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ӑна илес тесен округсен ятарлӑ конкурс али витӗр тухмалла пулнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак уницпаллӑ округсене йышӑннӑ: Етӗрне (конкурсра 20 балл пухнӑ), Муркаш (19 балл), Тӑвай (17 балл), Вӑрмар (17 балл), Йӗпреҫ (16 балл). Асӑннӑ кашни округа автоклуб туянма 9-шар миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун, Куславкка муниципаллӑ округӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» асӑну комплексӗнче музей уҫӗҫ. Музейра мультимедийлӑ экспозици пулмалла. Ӑна туянмашкӑн Чӑваш наци музейне субсиди уйӑрса панӑ. Аса илтерер: ку асӑну комплексне 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Олег Николаев Элтепер каланӑ тӑрӑх, ӑна тума 300 миллион тенкӗ кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Галина Антонован «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеке хӑтлавне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ. «Пурне те хапӑл туса кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ автор. Аса илтерер: Галина Алексеевна Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республикӑри хаҫатсенче чылай ҫул ӗҫленӗ, 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать. Маларах унӑн «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Людмила Петрован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрне муниципаллӑ округӗнче «Семейные традиции — основа крепкой семьи» (чӑв. Ҫемье йӑли-йӗрки — ҫирӗп ҫемье никӗсӗ) фестиваль иртнӗ. Ӑна XlX ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче йӗркеленӗ. Унта ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑннӑ. Вӗсем валли тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ. Музейри ӑсталӑх класӗсем урлӑ ҫемьери йӑла-йӗркене тытса пыма, ҫитӗнекен ӑрӑва унпа паллаштарма тӗллев лартнӑ. Программӑра виҫӗ ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫленӗ: «Хуран кукли», «Уяв», «Чуччу». Фестивале пухӑннисем чӑвашла тумланнӑ. Ӑсталӑх лаҫҫисене вырӑнти «Ачак ен» фольклор ансамблӗ чӑваш юррисемпе пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сергей Ефимов. Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная газета» (чӑв. Литературная газета) хаҫатӑн ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Йышра политика пайӗн редакторӗ Олег Пухнавцев; хаҫатӑн ятарлӑ проекчӗсен ертӳҫи, вырӑс литературин обществин председателӗ Александр Чистяков; пирӗн ентешӗмӗр, Канашра ҫуралнӑ Сергей Ефимов пулнӑ. Хӑнасем «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унӑн приз фончӗ — 5 миллион тенкӗ. Кайран Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» преми лауреачӗпе тӗлпулу иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем ҫак кунсенче Орёл хулинчи сцена ҫинче выляҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем унта гастрольпе тухса кайнӑ. Орёл облаҫӗн тӗп хулинче чӑваш артисчӗсем юпа уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ. Асӑннӑ хулари пукане театрӗнче пӗчӗк куракансене вӗсем Д. Артисӑн «Снегурочка», Г.-Х. Андерсенӑн «Снежная Королева», Н. Носовӑн «Мишкина каша» юмахӗсене кӑтартӗҫ. Ҫав ӗҫсене цифра технологийӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне «Сказка о рыбаке и рыбке», «Дюймовочка», «Бременские музыканты» спектакльсене кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |