Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Экономика

Экономика

Улатӑр хула пуҫлӑхӗ Михаил Марискин политика партийӗсен, общество пӗрлешӗвӗсен вырӑнти уйрӑмӗсен тата профсоюз организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ун пеккисем, сӑмах май, хулара 22 шутланса тӑраҫҫӗ иккен.

Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ курнӑҫура Улатӑр пуҫлӑхӗ хула епле аталанса пани пирки каласа кӑтартнӑ. Ваккӑн тавар сутасси, общество апатланӑвӗн ҫаврӑнӑшӗ, халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин калаӑпӑшӗ пысӑкланнӑ. Кӑҫал хулара 24 хваттерлӗ ҫурт хута янӑ, 4,3 километр тӑршшӗ ҫул сарнӑ, 15,5 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хунӑ, тротуарсем 5 километр ытла сарнӑ, нумай хваттерлӗ 5 ҫурт картишне хӑтлӑх кӳнӗ. Ытти ӗҫ-пуҫ пирки те асӑнса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне плансемпе паллаштарнӑ.

Йывӑрлӑх пирки каласан, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗпе ҫынсен парӑмӗ 56,2 миллион тенке ҫитсе кайнӑ, ҫав шутарн ҫуррине яхӑнӗ — газпа.

Тӗлпулӑва пынисем нумай ыйту хускатнӑ. Вӗсем, тӗпрен илсен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха, хулана хӑтлӑх кӳрессине, транспорт ҫӳреттерессине, сусӑрсене социаллӑ инфраструктура объекчӗсене ирӗклӗн кӗрсе тухассине пырса тивнӗ.

 

Экономика

Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗвел модулӗсем кӑларакан «Хевел» предприяти тӑвасси пирки хӑй вӑхӑтӗнче хытах калаҫкаланӑччӗ. Кайран шӑв-шавӗ лӑпланчӗ, ӗҫӗсем те кар кӑна кайрӗҫ тесе калама йывӑртарах. Халӗ ӗҫ чӑннипех те пырать. Пӗлнӗ тӑрӑх, паян унта Мускаври специалистсем таранах вӑй хураҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах предприятие хута ярсан специалистсем кирли куҫ кӗрет. Ҫавна май завод халӗ ҫине тӑрсах специалистсене пухать иккен. Технологи линине ӗҫлеттерсе тӑма пултаракансене — пурӗ 80 ҫынна — ҫулталӑк вӗҫлениччен илесшӗн. Пӗтӗмпе вара унта 300 ҫын ӗҫлемелле. Анчах ку вӑл паян-ыранах мар — 2014-мӗш ҫул вӗҫленнӗ ҫӗре.

 

Экономика

Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Раҫҫейре инфляци виҫи 5,3 процентпа танлашмалла. Ҫакна ҫӗршывӑн Статистика служби пӗлтернӗ. Юпан 22–28-мӗшӗсенче инфляци виҫи 0,1 процент пулнӑ. Уйӑх пуҫланнӑранпа вара хаксем 0,5 процент хӑпарнӑ. Пӗлтӗрте те ҫак тапхӑрта япалапа тӗрлӗ пулӑшу ҫавӑн чухлӗ хакланнӑ. Анчах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен вара ун чух 5,7 хӑпарнӑ иккен.

Ку эрнере чӑх ҫӑмарти уйрӑмах хакланнӑ — ӑна туянма халӗ 3,8 процент ытларах кӑларса хумалла. Кӗр ҫитнӗ май сӗт-ҫу таврашӗ те хӑпарать. Хӑйма, тӑпӑрч, сӗт, услам ҫу тата сыр 0,3–0,6 процент хакланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сахӑр песукӗ 0,6 процент йӳнелнӗ, чӑх какайӗ, тип ҫу тата хуратул — 0,2 процент.

Пахча-ҫимӗҫе илсен, вӗсен хакӗ пӗр пекрех тытӑнса тӑрать темелле. Шӑл суханпа ҫӗрулми кӑна 1,1 тата 1 процент хакланнӑ. Панулми вара 0,4 процент йӳнелнӗ, купӑста — 0,2 процент.

Бензин 0,1 процент хакланнӑ, дизель топливи — 0,7 процент.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.garant.ru/news/502580/
 

Экономика

Тин пӗҫернӗ ҫӑкӑртан сухари туни преступленипе танах тесе шухӑшлать иккен РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Николай Панков.

Сӑмах кунта суту-илӳ предприятийӗсем ҫӑкӑр савучӗсене сутӑнман ҫӑкӑр таврашне самай тавӑрса пани пирки пырать. Вӑтамран 8–10 процент таран таврӑнать иккен. Хӑш-пӗр ҫимӗҫе вара пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ таранах каялла илсе пыраҫҫӗ. Кун пек хӑтланни ҫӑкӑр пӗҫерекенсене ансат мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерет-мӗн. Вӗсем суту-илӳпе аппаланакансен нимӗнле план та, яваплӑх та ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.

Суту-илӳ ӗҫ-хӗлне патшалӑх енчен тӗрӗслесе тӑрасси ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ май ӳлӗмрен лавккасен сутӑнса пӗтмен ҫӑкӑрпа тӗрлӗ булкӑна ҫӑкӑр завочӗсене 5 процентран ытла тавӑрса пама юрамӗ.

 

Экономика Видеоконференци вӑхӑтӗнче
Видеоконференци вӑхӑтӗнче

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Вӑрман хуҫалӑхӗн департаменчӗ вӑрмансемпе епле усӑ курнин ыйтӑвӗпе видеоконференци ирттернӗ. Унта ҫак енпе ӗҫлекенсем Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ.

Пирӗн республикӑра вӑрманпа усӑ курнишӗн федераци умӗнчи парӑм 16 миллион тенке ҫитсе кайнӑ, ҫав шутран ҫуррине яхӑнӗ — тара панишӗн татӑлмалли тупра. Тепӗр майлӑ каласан, вӑрманпа усӑ куракан 498 арендатортан парӑмлисем — 11,6 проценчӗ е 58-шӗ. Республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви парӑмлисен шутне чакарассипе ҫине тӑни пирки ӗнентерет. Ҫакна ҫирӗплетме цифра та илсе панӑ: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пулнипе танлаштарсан парӑм виҫи 3 миллион тенкӗ чакнӑ. Тӳлеве шыраса илессишӗн материалсене суд приставӗсем патне ярса пани те пулать. Приставсем ҫине тӑнипе, акӑ, «Вертикаль» текен обществӑран 2,3 миллиона яхӑн парӑм шыраса илнӗ. Йӗркене пӑсакан арендаторсене, сӑмах май, вӑрман хуҫалӑхӗпе усӑ курмалли ҫинчен калакан килӗшӗве малалла тӑсса памаҫҫӗ.

 

Экономика

Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнине тишкерсе республикӑра ҫулсерен пӗтӗмлетеҫҫӗ иккен. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 176 предприяти-организацире ют ҫӗршыв ҫыннисем 570-ӑн ӗҫлеҫҫӗ иккен. Вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗ (47,2 проценчӗ) тирпейлекен отрасльте тар тӑкать-мӗн. Сӑмах май, маларах асӑннӑ йышран 100 ытла ҫын трактор тӑвакан савутра вӑй хурать. Суту-илӳре тӑрӑшакансем — мӗнпур йышӑн 16 проценчӗ, 11 проценчӗ — строительствӑра, 4,7 проценчӗ — ял тата вӑрман хуҫалӑхӗсенче, 1,8 проценчӗ — транспорт отраслӗнче. Урӑх енпе тӑрӑшакансем те пур.

Пирӗн патра тӗпленнисенчен 64,9 проценчӗ — Узбекистан ҫыннисем, 10,9 проценчӗ — Таджикистанран, 9,2 проценчӗ — Арменинчен, 5,5 проценчӗ — Украинӑран. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пур паллах. Ют ӗҫртен килнисен хушшинче обрубщиксем, поварсем, пулӑшуҫӑ-рабочисем, штукатурсем, формовщиксем, каменщиксем, грузчиксем, ҫӗвӗҫсем тата ыттисем пур. Маларах асӑннӑ цифрӑсем официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх. Вӑрттӑн ӗҫлеттерекенсемпе ӗҫлекенсем те, ахӑртнех, ҫук мар-тӑр…

 

Экономика

Ҫапла хыпарлать Чӑваш Республикин информполитика министерстви. 2008–2012 ҫулсем хушшинче министерствӑна пӑхӑнакан кӑларӑмсен пӗтӗмӗшле тиражӗ чакман кӑна мар, ӳснӗ те — 2008 ҫулта 141,7 пинпе танлашнӑ пулсан, тепӗр 4 ҫултан вӑл 148,7 пине ҫитнӗ иккен.

Министр ҫумӗ Любовь Шемарина уйрӑммӑн Вӑрмар районӗн хаҫатне — «Хӗрлӗ ялава» — асӑннӑ, 2013 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗнче вӑл хӑйӗн тиражне 5,8% ӳстерме пултарнӑ имӗш. Елчӗк, Йӗпреҫ, Канаш, Каҫал, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмаршӑ, Шупашкар тӑрӑхӗсенчи хаҫатсен те вулакансен йышӗ нумайланнӑ.

Каласа хӑварас пулать, паян почта уйрӑмӗсенче ҫырӑнтару енӗпе ҫӑмӑллӑх паракан тапхӑрӑн вӗҫленекен кунӗ — хыпалансан 20% йӳнӗрех хакпа ҫыранма майсем пур.

 

Экономика

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономика атласӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта республикӑмӑр администраципе территори тӗлӗшӗнчен епле пайланни, кунти ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ, ҫыннисем, пурнӑҫ шайӗ, кӑсӑклӑ тата ытти япала пирки уҫӑмлатса панӑ.

Атласа кун ҫути кӑтартма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика тата социаллӑ географи кафедрин ӗҫченӗсем Ю.Р. Архипов профессор ертсе пынипе ҫине тӑнӑ-мӗн. Кӗмӗл енчен вара Никӗс тӗпчевӗсен Раҫҫей фончӗ пулӑшнӑ. Кӗнекене «Вырӑс географи обществи» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн гранчӗпе пичетленӗ.

 

Экономика
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн

«Трактор савучӗсем» концерн ӗҫ укҫи парӑмне ҫулталӑк пуҫланиччен татма шантараҫҫӗ. Ырӑ хыпара предприятин пресс-служби пӗлтерет.

Сӑмах май, Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Трактор савучӗсен пресс-релизӗнче ӑнлантарнине ӗненсен, концерн шалӑва тӳлеме ӑнтӑлни пысӑкрах шайрисем ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ. Унта: «Ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн, Внешэкономбанкӑн тата «Трактор савучӗсем» концернӑн ертӳҫисем пӗрле тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ», — тесе ҫырнӑ. Вӗсем холдинга финанс енчен сыватассипе программа хатӗрленӗ-мӗн.

«Ҫулталӑк вӗҫӗччен эпир ӗҫ укҫин парӑмне пӗтӗмпех татӑпӑр. Компани счечӗ ҫине 675 миллион тенкӗ килчӗ», – ӑнлантарнӑ пулӑма концерн президенчӗ Михаил Болотин.

 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2022 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере шыв юххине хирӗҫ ишме тивӗ. Пӗтӗмпех сире хирӗҫ тейӗн, эсир нимӗн те тӑваймастӑр пек, анчах тумаллах. Эсир хӑвӑра кирлине илмелли ҫӗнӗ меслетсем тупатӑр.

Утӑ, 07

1922
100
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
36
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org