Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрта пурӑнакан Любовь Давыдова 20 ҫул вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлӗ япала ӑсталать. Ку – унӑн чун киленӗҫӗ.

Унӑн килӗнче сад ешерет. Любовь Давыдова ӑна хӑйӗн аллипе ӑсталать. Вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑскерсем чӑннипех те йывӑҫсем пек.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_72477
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑр округӗнче пурӑнакан Борис Никоновичпа Анастасия Петровна Сюзюкинсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ. Мӑшӑр пилӗк ачана кун ҫути парнелесе ура ҫине тӑратнӑ: Василий, Владислав, Наталья, Сергей тата Ирина. Халӗ вӗсем 11 мӑнукпа, 2 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Борис Никоновичпа Анастасия Петровна Патӑрьел районӗнче паллашнӑ. Настя пӗчӗк чухне вӗсене ҫемйипе ҫак района эвакуациленӗ. Сюзюкинсем лесокомбинатра ӗҫленӗ. Вӗсем – вӑрҫӑ ачисем, ӗҫ ветеранӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12206
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ун патне тава тивӗҫлӗ канури Нина Гречко пынӑ.

Нина Мануиловна хӑй вӑхӑтӗнче кире спорчӗпе тӗнчери пӗртен-пӗр хӗрарӑм судья пулнӑ. Вӑл ҫак дисциплинӑра тӗнче шайӗнчи тӗнчери арбитр пулнӑ.

Хӗрарӑм яланах хастар пулнӑ. Ватӑлнӑ пулин те сӑвӑсемпе юрӑсем ҫырать.

«Ҫамрӑксене хӑйсен тӗслӗхӗпе хавхалантаракан хастар ҫынсене пирӗн пулӑшмалла», — тенӗ Леонид Черкесов.

 

Персона
Валентина Алексеева архивӗнчи сӑн
Валентина Алексеева архивӗнчи сӑн

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра вӗренекен Валентина Алексеева Мексикӑра иртекен илем конкурсне хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ирхине кӑтартусем паллӑ пулнӑ.

Пирӗн ентеш малтан топ-30 йыша кӗнӗ, унтан - топ-12 йыша. Анчах топ-5 йыша Валентина лекеймен. Унта Чили, Перу, Венесуэла, Дани тата Пуэрто Рико пикисем кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Дани хӗрӗ Виктория Кьер тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: конкурса тӗнчери 130 пике хутшӑннӑ.

 

Персона
Леонид Черкесовӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Леонид Черкесовӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев «Раҫҫӗй Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята тивӗҫнӗ.

Николай Станиславович асӑннӑ центр уҫӑлнӑранпах ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнать.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Кӗлӗмкассинче пурӑнакан Геннадий Федоровичпа Галина Степановна Гавриловсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем Йӗпреҫре иртнӗ Акатуйра паллашнӑ. Ун чухне вӗсем тӗрлӗ хор ушкӑнӗнче юрланӑ, Акатуйра коллективсем тупӑшнӑ.

Пӗрлешсен вӗсем виҫӗ ача, ҫуратса ӳстернӗ, вӗсем 5 мӑнук парнеленӗ. Ҫамрӑк чухне Галинӑпа Геннадий общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Пӗрле хор ушкӑнӗпе тӗрлӗ ял тӑрӑх та ҫӳренӗ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12115
 

Персона
Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Сергей Казаковӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна асӑннӑ шкулӑн преподавателӗн юбилейне халалланӑ.

Юбилей каҫӗнче юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ, ура ҫапса ташланӑ.

«Жизнь в ритме» ят панӑ концерта пухӑннисем – институт ертӳҫисем тата Каҫал тӑрӑхӗнчи ентешӗсем юбиляра чунтан саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-1559050_23517
 

Персона
Ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Улатӑрта пурӑнакан мӑшӑр «ылтӑн туйне» паллӑ тунӑ. Александр Михайловичпа Татьяна Николаевна Васякинсем 50 ҫул каялла пӗрлешнӗ те паянхи кун та килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Вӗсем 1974 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. 1977 ҫулта Улатӑра пурӑнма куҫнӑ, хальхи вӑхӑтра та унта кун кунлаҫҫӗ. Мӑшӑр пӗр хӗр ҫуратса ӑна ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ икӗ мӑнукӗпе Матвейпа тата Кристинӑпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Персона
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче Валерий Яковлев режиссёра сума суса форум иртӗ. Унта режиссёрӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ конкурссене хутшӑннӑ ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ.

Мероприяти чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10:00 сехетре Чӑваш академи драма театрӗнче пуҫланӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама Валерий Яковлев хӑй те хутшӑнӗ.

Форумра хутшӑнас шухӑшлӑ ҫамрӑксен ҫакӑнта https://forms.yandex.ru/u/672a0257c417f322ac5c3f31/ регистрациленмелле.

 

Персона
Телеграмри сӑнӳкерчӗк
Телеграмри сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикин ҫар комиссарне Бахтиёр Холикова должноҫран хӑтарнӑ. Ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Сергей Сергеев подполковник пурнӑҫлӗ.

Бахтиёр Холикова ҫак тивӗҫе 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе пурнӑҫланӑ.

Унччен Чӑваш Республикин ҫар комиссариатне Александр Мокрушин ертсе пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/14741
 

Страницӑсем: 1 ... 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, [51], 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, ...214
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 09

1939
87
Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1961
65
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй