Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш халӑх артисчӗ Николай Корчаков ҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнӗ.
Николай Васильевич – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1949 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ.
1967 – 1972 ҫулсенче Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шупашкара таврӑнсан вӑл Чӑваш академи драма театрне вырнаҫать. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн чи паллӑ ӗҫӗ — «Праски инке хӗр парать» спектакльти Мӗтри ролӗ.
Пин-пин ҫыннӑн юратнӑ артисчӗ, пултаруллӑ режиссер йывӑр чире пула 2010 ҫулхи апрелӗн 6-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Станьял // 2156.76.9746
2024.05.21 13:51 | |

Талантсене .ӗҫре яланах йывӑр килет. Корчаковӑн та хӗсӗрленине сахал мар тӳсмелле пулчӗ. Хӗсӗк Чӑвашстан шӑпи халь те иртсе кайман-ха...