Персона
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тӗрлемес станцийӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ, мансардӑна тӗп тунӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен пушара кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман. Ҫулӑма сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 35 ҫулти арҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Ӳнерҫӗ-педагогсен пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗн председателӗ. Дмитрий Ефимов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 48 ҫулта кӑна пулнӑ. Дмитрий Викторович 1975 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти педагогика колледжӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ, ЧППУра студентсемпе ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищин хушма пӗлӳ паракан уйрӑм заведующийӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль пуҫласа иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале ирттерме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшӗҫ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ. Пирӗн тӑрӑха Калмӑк Республикинчен, Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Крымран, Тутарстанран, ҫавӑн пекех Азербайджанран хӑнасем килсе ҫитмелле. Фестиваль Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Татьяна Вашуркинӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынӑ Татьяна Вашуркина ӗҫрен кайнӑ. Асӑннӑ медиахолдингра директор — тӗп редактор пулса тӑрӑшнӑ Татьяна Вашуркинӑна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. «Хыпар» издательство ҫуртне Татьяна Вашуркина 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Унччен вӑл «Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) «Тӑван Ен» хаҫатра редакторта ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Медведев ҫыравҫӑ (1913–2001) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрӑҫсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Пирӗн ят ҫухалмӗ» куравпа паллашнӑ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа хыпарланӑ тӑрӑх, унта сӑнӳкерчӗксемпе Алексей Фомичӑн тӗрлӗ ҫулта тухнӑ кӗнекисене вырнаҫтарнӑ. Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пынӑ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш тӗнчин паллӑ сӑвӑҫи Любовь Мартьянова пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑнӳ хӑми вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт тата ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Аса илтерер: Любовь Мартьяновӑн чӗри 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тапма пӑрахнӑ. Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – 4 сӑвӑ кӗнеки авторӗ. «Манмаҫҫӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Карапашсем хӑйсен паллӑ ентешне. Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ун ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарни те ҫавнах ҫирӗплетет мар-и-ха? Тав сире, карапашсем...», — хыпарланӑ Лидия Филиппова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Зинаида Иванова. Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче Зинаида Иванован «Пчёлка. Пыл хурчӗ» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлав пуххине вырӑсла тата чӑвашла кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. Кӑларӑма икӗ юмах – «Пыл хурчӗ» тата «Икӗ улмуҫҫи» – кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла Ольга Иванова куҫарнӑ. Зинаида Ивановна чылай вӑхӑт Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче вӑй хунӑ. Хӑтлава Зинаида Ивановӑн мӑшӑрӗ те – Геннадий Иванов-Орков паллӑ искусствовед, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева «Театр – ман ӑраскал» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ. Раштав уйӑхӗнче 85 ҫул тултаракан артистка К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Кашнинех — ӗнентерӳллӗ, чуна тивмелле, асра юлмалла. Кӑҫалхи сезонта вӑл, сӑмах май каласан, Валентин Распутинӑн «Последний срок» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакльти тӗп роле вылять. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Театр – ман ӑраскал» моноспектакле Чӑваш драма театрӗн Пӗчӗк залӗнче кӑтартӗҫ. Раҫҫей халӑх артистки куракан умне ҫывӑххӑн, куҫа куҫӑн, декорацисӗр тата ҫутӑпа тӗрлӗ сцена атрибучӗ усӑ курмасӑр тухӗ. Чӑваш кураканӗ умӗнче чунтан юратнӑ артистка наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсем хушшинче, илемлӗ халӑх кӗввипе хӑйӗн классикӑллӑ монологӗсене вулӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паллӑ тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Марина Карягина СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 100 ҫул тултарнине халалласа фильм ӳкерет. Кун пирки К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ. Марина Карягина Вера Кузьмина ҫинчен унччен те фильм ӳкернӗ. Пултаруллӑ журналист кирек ӗҫе те тӗплӗн пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ та ку фильм ӑнӑҫӑ пулса тухасси пирки иккӗленӳ ҫук. Театрта хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш театрӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ артистка ҫинчен кадрта аса илсе каласа пама Чӑваш халӑх артисчӗсем Наталия Сергеева, Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хаваспах килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Геннадий Воробьев – феномен 1930-х годов» (чӑв. Геннадий Воробьёв — 1930-мӗш ҫулсенчи феномен) лекци ирттернӗ. Лектор пулса паллӑ ученӑй-музыковед, искусствоведени докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тата Раҫҫейӗн искусствӑсен ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри композиторсен союзӗн членӗ Михаил Кондратьев тухса калаҫнӑ. Геннадий Воробьев (1918-1939) — чӑваш музыканчӗ тата композиторӗ, ҫӗнӗ ӑрури пултаруллӑ композиторсенчен пӗри. Вӑл 1918 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ — Василий Воробьев композитор тата хор дирижёрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |