Персона
Красноармейски районӗнчи Тури Чуракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владислав Павлова контр-адмирал ятне панӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Вӑл Киеври аслӑ ҫарпа тинӗс политика училищинчен вӗренсе тухсан Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013 ҫулта 1 ранг капитанӗн ятне илнӗ. Кайран Ҫурҫӗр флочӗн командующийӗн ҫумӗ пулнӑ, тепӗр 2 ҫултан РФ Ҫар вӑйӗсен командующийӗн ҫарпа политика ӗҫӗ енӗпе ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паллӑ прозаик, журналист, драматург, куҫаруҫӑ Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна пултаруллӑ хӗрарӑмӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Ҫавӑн чухнех вулавӑшра авторӑн «Паянхи кун» кӗнекине хӑтланӑ. Ольга Туркая саламлама тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламланӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политикин управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Людмила Шурекова. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн секретариачӗн ертӳҫи Александр Магарин юбиляра Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
РФ Налук службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Вӑл – Николай Гусев. 2015-2022 ҫулсенче ку должноҫе Марина Петрова тытса пынӑ. Унтан ку пукан пушӑ пулнӑ, Марина Петровӑна ертӳҫӗ ҫумӗ туса хунӑ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче ӑна Мари Эл управленине пуҫлӑха лартнӑ. Ӗнер вара Чӑваш Енри управленин ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Николай Гусев ӗҫлӗме пуҫланӑ. Николай Гусев 1977 ҫулта Ӗренпурта ҫуралнӑ. Унти налук органӗсенчех ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкар прокурорӗ Александр Шабалкин чылай вӑхӑт йывӑр чирпе кӗрешнӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ. Александр Владимирович 1996 ҫултанпа Чӑваш Ен прокураурин органӗсенче ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл пӗр наградӑна кӑна мар тивӗҫнӗ. Александр Шабалкинпа ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 14 сехетре Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче сывпуллашӗҫ (Лениград урамӗ, 32-мӗш ҫурт- Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Тамара Тинникова. Ольга Федорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак кунсенче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре кӗнеке куравӗ ӗҫлессине эпир унччен пӗлтернччӗ-ха. Аса илтерер: унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнать. Издательство ӗҫченӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл хакас хӗрӗпе ӑнсӑртран паллашнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырать иккен. Вӗсене вӑл ачаранпах шӑрҫалать. Тамара Тинникова «Прежде чем...» ятлӑ кӑларӑма Красноярскра кун ҫути кӑтартнӑ. Унта поэзие куҫакан прозӑна кӗртнӗ. Вӗҫӗнче шухӑша автор сӑвӑпа палӑртнӑ. Тамарӑн амӑшӗ чӑваш иккен, Муркаш районӗнчи Калайкассинчен. Ашшӗ — хакас. Тамара Хакас Республикиинче ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин юсанмалли колонирен тухнӑ. «Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗке пӗр эрне каялла тухнӑ. Аса илтерер: 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче экс-министра ҫирӗп режимлӑ колоние 6 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 3 ҫул ертӳҫӗ должноҫне йышӑнма юрамасть. Ӑна сӗтев илнӗшӗн тата улталанӑшӑн суд тунӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Аврелькин УДОпа тухма икӗ хутчен ходотайство ҫырнӑ. Иккӗмӗшӗнче тин ӑна колонире кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе ветерансем чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлне – шалти служба майорне Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ. Вӑл 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ир-ирех ведомство ӗҫченӗсем республикӑри Тӑвай районӗнчи Тӗмер тӑрӑхне Василий Валериановичӑн вилтӑпри ҫине чечек хума тата ӑна асӑнса пӗр минут шӑп тӑма ҫитнӗ. Мероприятие Раҫҫей ФСИН регионти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вадим Адров, ведомствӑн ветерансен организацийӗн председателӗ Александр Яковлев, уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗн ҫамрӑк ӗҫтешӗсем, ҫавӑн пекех тӑван пиччӗшӗ Владимир хӑйӗн ывӑлӗпе хутшӑннӑ. Василий Валерианович вӗреннӗ Тӗмер шкулӗн директорӗ чӗннипе ведомство ӗҫченӗсем шалти службӑн чаплӑ выпускникне, Федорова В. В. генерал-майора халалланӑ ҫар мухтавӗн кӗтесне ҫитсе курчӗҫ. Хӑйӗн пурнӑҫӗн 35 ҫулне вӑл Тӑван ҫӗршывшӑн халалланӑ. Афганистанри ҫапӑҫусене хутшӑннӑскер, вӑл ӑслӑлӑх ӗҫне кӳленнӗ, преподаватель пулса ӗҫленӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ. Ентешӗсемпе ӗҫтешӗсем унпа чӑннипех те мухтанаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ӑна тӗслӗх вырӑнне лартаҫҫӗ. |
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Мускаври режиссёр Александр Куприн пӗлтӗр Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна ӗнер Чӑваш пашалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи «Ҫеҫпӗл» кинозалта Шупашкарта иртекен XVI пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте кӑтартнӑ. «Поэзи ҫинчен кино ӳкерме пӗттте ансат пулмарӗ», – палӑртса хӑварнӑ Шупашкарти куракансемпе иртнӗ тӗлпулура режиссёр. «Фильма курсан Марина Карягинан сӑввисене вулас, вӗсене тарӑнрах ӑнланас килсе каять», — тенӗ Мария Готлиб журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сайтри сӑн СССР Халӑх вӗрентекенне Петр Чернова мӗн виличчен пособи пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл уйӑхсерен 5 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Петр Никифорович – 94 ҫулта. Вӑл Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн педагогикӑри пӗтӗмӗшле стажӗ 47 ҫулпа танлашать. Петр Чернов – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ шкул учителӗ, СССР Халӑх вӗрентекенӗ, халӑх ҫутӗҫ отличникӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ космонавта орден пама йышӑннӑ. Николай Бударин — Раҫҫей Геройӗ, Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн пайташӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва вӑл иртнӗ эрнере, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑччӗ. Николай Михайлович 1953 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшенче Улатӑр районӗнчи Киря посёлокӗнче ҫуралнӑ. Вӑл пуҫласа тӗнче уҫлӑхне 1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшнче хӑпарнӑ. «Мир» орбита комплексӗн бортинженерӗ пулса Николай Бударин тӗнче уҫлӑхӗнче ҫавӑн чухне 75 талӑк ирттернӗ. Пӗтӗмпе вӑл тӗнче уҫлӑхне виҫӗ хутчен улӑхнӑ, уҫӑ космоса сакӑр хутчен тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |