Пӗртӑван Петр тата Геннадий Ялуковсем карп тытас енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑннӑ. Унтан вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 4-9-мӗшӗсенче Кӗмӗр облаҫӗнчи Береговая ялӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 12 команда хутшӑннӑ, тупӑшу 72 сехете тӑсӑлнӑ.
Пӗртӑван Ялуковсем «Биг Фиш» категорире чи пысӑк пулӑ тытнӑ. Карп 16 килограмм та 720 грамм тайнӑ.