Чӑваш Енри кӗсре виҫӗ ҫулти лашасен хушшинче ӑмӑртса Гибрид Парнине ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ячӗ – Кофе РМ. Вӑл – В.И. Чапаев ячӗллӗ лаша савутӗнчен.
Кофе РМ 1600 метрлӑ дистанцие тӗлӗнмелле кӑтартупа вӗҫленӗ: 1 минут та 58,4 ҫеккунтра. Йӗвенне тытса пыраканӗ – Тамбов ипподромӗнчи Ирина Прозорова.
«Чаплӑ лаша! Ӑслӑ, характерпа, ҫав вӑхӑтрах ырӑ тата шанчӑклӑ», – тенӗ Ирина.