Республикӑра
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Элтеперпе Василий Пословский прокурор тӗл пулнӑ. Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнчи ӗҫлӗ курнӑҫура енсем килӗштерсе тухӑҫлӑ ӗҫлес ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Админстрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратура ӗҫченӗсем ҫынсен конституцилле правине тата ирӗклӗхне хӳтӗлессипе, регионта саккунлӑха ҫирӗплетессипе ҫине тӑнӑшӑн Михаил Игнатьев Василий Пословские тав тунӑ. Пресс-релизра ҫырнӑ тӑрӑх, республика территорийӗнче право йӗркелӗхне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Элтеперпе Василий Павловский прокурор правӑна сыхлакан тата ӗҫ тӑвакан органсен республика территорийӗнчи пӗрлехи ӗҫӗсене те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пахчишӗн тӳлев нумайран та 31 процент ӳсӗ. Проект постановленине паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ырланӑ. Ача ушкӑна 3-5 сехет ҫӳрет тӗк ашшӗ-амӑшӗн кунне 71 тенкӗ (унччен 54 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 8-10 сехетшӗн тӳлев 93 тенкӗрен 123-е ҫитӗ. Шӑпӑрлан ача пахчинче кунӗпех пулӗ тӗк 150 тенкӗ кӑларса хумалла. Ку, унчченхипе танлаштарсан, 35 тенкӗ нумайрах. Ача талӑкӗпех юлсан 158 тенкӗ тӳлемелле (унччен 120 тенкӗ пулнӑ). Ашшӗ-амӑшӗ тӳленӗ укҫан пысӑк пайӗ ачасене ҫитернӗ ҫӗре тӑкакланать. Унчченхи тӳлев шӑпӑрлансене ҫителӗклӗ ҫитерме май паман, ҫавӑнпа ӑна хӑпартма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм Единство»коммерциллӗ мар организацирен кредит илмен. Анчах унта ӗҫлекенсем ӑна парӑма парса татма ыйтнӑ. Хӗрарӑм кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче унтан 30 пин тенкӗ займ илнӗ-мӗн. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла майпа кооператив ӗҫченӗ ҫав хӗрарӑмӑн персоналлӑ даннӑйӗсемпе усӑ курнине, ун евӗр алӑ пуснине, ун ячӗпе займ пама документсем хатӗрленине палӑртнӑ. Ҫав укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Кооператив ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем хӑйсем мӗнле ӗҫленине халӑх тетелӗсенчи страницисенче те ҫутатса тӑраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ Инстаграмри страницинче инспекторсем ырӑ ӗҫ туни пирки ҫырнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем Куславкка районӗнче машинӑпа пынӑ. Хайхискерсем ҫул хӗрринче кинемей алӑпа сулкалашнине курнӑ та чарӑннӑ. Ватӑскер ҫухалса кайнӑ-мӗн. Вӑл пакунлисене ывӑлӗ патне леҫсе яма ыйтнӑ. «Кинемей ӑҫта пурӑннине палӑртрӑмӑр, ӑна киле ҫитертӗмӗр. Вӑл пире тав турӗ. Хамӑрӑн та чунра ӑшӑ туйӑм хуҫаланчӗ», - ҫырнӑ ҪҪХПИн халӑх тетелӗнчи страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ психиатри пульницинчен обществӑшӑн хӑрушӑ пациент тухса тарнӑ. Ку 11 сехет тӗлнелле пулнӑ. Атмалкин Александр Алекссевич унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн сипленнӗ. Вӑл 1991 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнать. Атмалкин А.А. 2010 ҫулта ҫаратнӑшӑн, вӑрланӑшӑн тата машина хӑваласа тарнӑшӑн судпа айӑпланнӑ. Тухса тарнӑ арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ, кӗске. Хӑй ӗҫ тумне тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунӗ Шупашкарта тата пӗр районта иртет. Ҫитес ҫул уява ӑҫта ирттерӗҫ-ха? 2019 ҫулта Республика кунӗнчи уявсем Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче ирттерӗҫ. Ҫавна май муниципалитета грант уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе районта хӑтлӑх, илем кӗртӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Иванов министр Паян Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Александр Иванова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ала пуснӑ. 119-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Михаил Игнатьев хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Александр Степановича наградӑна «Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» пама йышӑннӑ. Александр Иванов Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухсан вӗрентекенте, шкул директорӗнче, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫленӗ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫи те, Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи те, ЧР информаци политикин министрӗ те пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн строительство тата транспорт министрӗ Владимир Иванов «Мегафон» компанийӗнче 15 ҫул каялла ӗҫленине аса илнӗ. Министр Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл 15 ҫул каялла коммерци директорӗнче тимлеме тытӑннӑ. Ҫав пукана вӑл ертсе пырас опыта федерацин пысӑк компанийӗнче пухас тӗллевпе кӳлӗннӗ. Коммерци директорӗн пуканне йышӑнас текенсем уҫҫӑн тура 35-ӗн пухӑннӑ. «Мана ӗҫе илнӗ вӑхӑтра Чӑваш Енре 5-6 ҫын ҫеҫчӗ — Чӑваш Енри офис директорӗ Александр Свечников, тӗп йӗркелӳҫӗ Александр Родионов (вӑл кайран Чӑваш Енри МТСа чылай ҫул ертсе пычӗ), техника директорӗ Анатолий Жижко, айти Николай....., сете планлакан Саша Алякин пулнӑ», — аса илнӗ министр 15 ҫул каяллахине. Компани ӗҫченӗсем хӑйсенчен ҫирӗп ыйтнӑ, клиентсене вара хӑвӑрт пулӑшма тӑрӑшнӑ 2004 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне, 10 уйӑхра, республикӑра вӑйлӑ сеть йӗркеленӗ, 130 дилер центрӗ уҫнӑ. Коммерци директорӗнче ӗҫленӗ пирвайхи кунне 5 пин абонент «Мегафон» компани пулӑшӑвӗпе усӑ курма пуҫланӑ. «Мегафонти опыт халӗ мана Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине ертсе пыма пулӑшать», — тесе ҫырнӑ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан Сергей Алексеевич Александров ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» отряд ӑна халӗ те шырать. Сергей Александров – строитель. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе ӑна никам та курман, тӑванӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑк строитель 180 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ симӗс. Ҫухалнӑ чухне хура ветровка, Париж сӑнланӑ шурӑ футболка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Сергей Александров пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк полицие 02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин республикӑра тин ҫуралнӑ ачасен пурнӑҫне ҫӑлас тӗллевпе бэби-бокссем вырнаҫтарма сӗннӗ. Тӳрех палӑртмалла: кунашкал бокссем чылай регионта пур, ҫав шутра – Тутарстанра та. Бэби-бокссем чӑннипех те кирлӗ. Кӑҫал ав республикӑра амӑшӗсем тин ҫуралнӑ виҫӗ ачана вӗлернӗ. Кунашкал тӗслӗх Шупашкарта иккӗ пулнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – пӗрре. Пӗлтӗр вара пӗр амӑшӗ ачана вӗлернӗ. Аса илтерер: авӑнӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап проводӗнче ача виллине тупнӑ. Амӑшне, 17-ри студенткӑна, тӳрех тупнӑ. Вӑл хӗр пӗрчине ҫуратнӑ та тухса пенӗ. Бэби-бокса амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине анонимлӑ майпа килсе хума пултарать. Вӑл – ачана ҫӑлмалли вырӑн. Килсе хунӑ пепкене тухтӑрсем илӗҫ, сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |