Республикӑра
![]() Самосвал водителӗ каҫару ыйтса ҫырни. "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 11 ҫын вилни, самосвал водительне икӗ уйӑхлӑха арестлени пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Водитель те, унӑн тӑванӗсем те вилнисен ҫывӑх ҫыннисенчен чунран каҫару ыйтнӑ. Ҫапах самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын ку ун ҫинчи яваплӑха сирменнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсман. «Йӑлтах ҫул-ҫинче чӑрмав сиксе тунине пула самантра пулса иртрӗ, – тенӗ водитель. Халӗ самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын тата унӑн тӑванӗсем авари самантне курнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. «Ун умӗнче ҫӑмӑл машина тата тепӗр самосвал пынӑ. Тен, кам та пулин мӗн те пулин курнӑ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлма ыйтатпӑр: 89519990122», - пӗлтернӗ тӑванӗсем. Унччен маларах самосвал водителӗ каҫару ыйтса ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ку инкек унӑн ҫемйишӗн те питӗ пусӑк хуйхӑ. |
Республикӑра
![]() Суд «Чӑвашбройлер» хапрӑка штрафлама йышӑннӑ. Шупашкар районӗн судӗнче юпан 17-мӗшӗнче лару пулнӑ, унта ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, хапрӑк ҫӗре тасамарлатнӑ. «Чӑвашбройлерӗ» Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи икӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине кайӑк-кӗшӗк каяшӗ тӑкнӑ. Кайран ҫав вырӑнсенче ҫум курӑк шӑтса ашкӑрнӑ. Ҫавна май тӑпран пулӑхлӑ сийӗ пӗтме пуҫланӑ. Ҫитменнине, каяш ҫынсен сывлӑхӗшӗн тата тавралӑхшӑн сиенлӗ. Релизра суд палӑртнӑ штраф виҫине кӑтартман. Ҫапах кунашкал йӗркесӗрлӗхшӗн 40-90 пин тенкӗ тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Е юридици сӑпачӗн ӗҫӗ-хӗлне 90 талӑклӑха чарса лартма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнетнӗ парка уҫнӑ. Унта ӗнер тӳре-шара пухӑннӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. «Коновалово» парка 3 миллион та 281 пин тенкӗпе ҫӗнетнӗ. Ӗҫе «Хулара хӑтлӑ пурнӑҫ тӑвасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Проект халӑх шухӑшне шута илме май парать. Ҫынсем хулари хӑш объекта ҫӗнетмеллине суйлама пултараҫҫӗ. Халӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ парка ашшӗ-амӑшӗ, ачисем хаваспах канма ҫӳреҫҫӗ. Унта шӑпӑрлансене ярӑнмалли чуччусем, тӑвайккисем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» автостанцие мӗнле шӑпа кӗтет? Унччен вӑл Чӑвашавтотрансӑн пулнӑ. Аса илтерер: предприяти панкрута тухнӑ. Автостанци шӑпине юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче кредиторсем татса парӗҫ. Ӑна хупма та пултарӗҫ. Унашкал йышӑну пуласса ЧР Транспорт министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем автобуссене ӑҫта вырнаҫтарасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Автостанци чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӑнасси пирки те сас-хура тухнӑ. Ку хыпар суя е чӑн пулнине вӑхӑт иртсен курӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Николаев Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫӗ Александр Николаева шанса панӑ. Чӑваш Енӗн правительствин ертӳҫин ҫумӗ регион хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене пурнӑҫлӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, яваплӑ тилхепене Александр Николаева вӑл Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлес енӗпе пысӑк опытлӑ пулнине шута илнӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ малти вырӑна тухса тӑрать. Регионсенче пулса пӑтӑрмахсене, Керчь хулинчи трагеди те ҫапла тума хистет-мӗн. Должноҫе шаннӑшӑн Александр Николаев республика ертӳҫине тав тунӑ, Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ирина Левицкая. Chuvtfoms.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗсенчен пӗри пулса малашне Ирина Левицкая ӗслеме тытӑннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ӗнер шаннӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкернӗ май Ирина Левицкая обязательнӑй медицина страхованийӗнче чылай ҫул, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн, тӑрӑшни палӑрчӗ. Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фондӗнче вӑл пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ. Маларах эпир сывлӑх сыхлав министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулмалли ҫынна палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынипе лару иртнӗччӗ. Унта Ирина Виноградована ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма тивӗҫ тесе йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем халӑх юратакан участковӑя суйланӑ. Вӗсене гитарӑпа вылякан, пулла тата сунара ҫӳреме юратакан, футбол кӑмӑллакан пакунлӑ ҫын килӗшнӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса республикӑран хутшӑнакан ҫынна палӑртнӑ. Капла ӑмӑрту саккӑрмӗш хут иртет. Республикӑри он-лайн сасӑлава 28-ӑн хутшӑннӑ. Халӑха килӗштерекен участковӑя палӑртмалли конкурс ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта полицин Шупашкарти 1-мӗш пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Леонид Сазонов ҫӗнтернӗ. Вӑл гитарӑпа выляса юрлама, пулла тата сунара ҫӳреме юратать, футбол кӑмӑллать. Йӗрке хуралӗнче 13 ҫул ӗҫлекен, ҫав шутран 5 ҫулне участковӑйра тӑрӑшакан полици майорӗ Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Светлана Каликова Ӗнер Чӑваш Ен Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумне Светлана Каликована ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ҫапла хушӑва республика ертӳҫи Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Светлана Каликовапа ҫыхӑннӑ тепӗр хушу та пулнӑ. Ӗнерех Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӑна цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫакӑн пирки премьер-министр 765-р номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Светлана Каликова малтан Элтепер Администрацийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ, информаци политикин министрӗн ҫумӗ, Элтепер пулӑшуҫи те пулнӑ. Вӑл ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пресс-секретарьте те ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗвесемшӗн явап тыттарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗн прокуратури асӑннӑ тӑрӑхра гидротехника сооруженийӗсене (ансатрах каласан ку вӑл пӗвесем тенине пӗлтерет ӗнтӗ) епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ. Надзор органӗн специалисчӗсем ял тӑрӑхӗсенче хӑйсен балансӗ ҫинчи пӗвесене тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ. Ҫавӑн валли хыснара укҫа та пӑхса хӑварман иккен. Гидротехника сооруженийӗсене ыррӑн пӑхса тӑманнине кура Етӗрне районӗнчи виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ пӑхса тухса ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Татнефть-АЗС Центр» автозаправкисенче АИ-92 тата АИ-95 бензинсен хакӗ ӳсни водительсене пӑшӑрхантарма тытӑннӑ. Ҫавӑнпах вӗсем монополипе кӗрешекен федераци службин Чваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсене кун пирки систернӗ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ведомство «Татнефть-АЗС Центр» конкуренцие хӳтӗлекен саккуна пӑхӑнмасть тесе ун тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Монополипе кӗрешекен служба ӗҫченӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑри автозаправка станцийӗсенче бензин хакӗ сӑлтавсӑр ӳснӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |