Республикӑра
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти ача ҫуртне йыхравлаҫҫӗ. Унти «Малютка» ача ҫуртӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ. Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланмалла. Калинин район администрацийӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттересси йӑлана кӗнине тата унӑн усси пысӑккине палӑртаҫҫӗ. Мероприяти ача ҫурчӗ пуррине, тата тӗрӗсрех каласан, тӑлӑхсене ҫемье ӑшши кирлине аса илтерет. Уҫӑ алӑксен кунӗнче ачана ҫемьене йышӑнас йӗркепе паллаштарӗҫ. Мӗнле документсем кирли, мӗн хыҫҫӑн мӗн тумалли таранах ӑнлантарӗҫ. «Малютка» ача ҫуртӗнчи тӗл пулӑва ҫемьене пепке илес шухӑшлӑ мӗн пур ҫын хутшӑнаять. Ача ҫурчӗ Шупашкарти Мир проспектӗнчи 36-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Лапсарпа Карачура ялӗсен хушшинче пулнӑ тискер аварире вилнисен тӑванӗсене укҫа парӗҫ. ЧР Министрсен Кабинечӗ резерв фондӗнчен 3,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Распоряжение Иван Моторин алӑ пуснӑ. Вилнисен тӑванӗсене – 250 пин, суранланнисене 50 пин тенкӗ парӗҫ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти валаҫсене те шар курнӑ ҫынсен ҫемйисене май килне таран пулӑшма сӗннӗ. Аса илтерер: аварире 13 ҫын вилнӗ. Канашран тухнӑ микроавтобус Мускава кайма тухнӑ. Салонра ытларах хӗрарӑмсем пулнӑ. Вӗсем Мускава укҫа ӗҫлесе илмешкӗн кайнӑ. Автобус – рейс транспорчӗ мар, ӑна ҫынсем ятарласа укҫалла тытнӑ. Паян Михаил Игнатьев хурлану кунӗ пулнине пӗлтернӗ. Телекуравсене, радиосене савӑнӑҫлӑ программӑсене кӑтартма сӗнмен. Палӑртмалла: транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ самосвал водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. КамАЗ «ТУС» строительство фирмин траснпорчӗ пулнӑ. Микроавтобус водителӗ тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, вӑл ҫынсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен каччине Василий Серебрякова 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи ҫар комиссариачӗ вӑрҫа кайма повестка панӑ. Вӑл ун чухне 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Шел те, ҫамрӑкскер Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть Ленинград облаҫӗнче унӑн ӳчӗн юлашкине тупнӑ. Ӑна «Дорога домой» («Килелле выртакан ҫул») проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ене ӑсатӗҫ. Салтак ӳчӗн юлашкине, унӑн упранса юлнӑ япалисене тӑванӗн ачи Алексей Серебряков йышӑнӗ. Мероприяти юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 9 сехетре Шупашкарти Ҫар мухтавӗн музейӗнче иртӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем, шырав отрячӗсем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑнӗҫ. Василий Серебряковӑн ӳчӗн юлашкине Явӑшри масар ҫинче пытарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм Лондонри арҫынпа тӗнче тетелӗ урлӑ паллашса ӑна 1,6 миллион тенкӗ куҫарса пани пирки ӗнер кӑна хыпарланӑччӗ. Улатӑрта тепӗр хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлни ҫиеле тухнӑ. Вӑл ултавҫӑсене 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 56 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшӑвӗ пирки телевизорпа курнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл унпа ҫыхӑннӑ, сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Экстрасенс ӑна такам пӑсни ҫинчен пӗлтернӗ, пулӑшма шантарнӑ. Дистанци мелӗпе «сипленнишӗн» хӗрарӑм экстрасенса 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Уйӑхсем иртнӗ, анчах хайхискер сывлӑхӗ лайӑхланнине пач та туйман. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна вӑл полицие йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ ултавҫа шыраса тупас тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ хулинче ӗнер урнӑ чир тупса палӑртнӑ. Пӗр хуҫалӑхра ку чирпе кушак чирленӗ. Ҫакна лаборатори тӗпчевӗ те ҫирӗплетнӗ. Урнӑ чире тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Ку Ҫӗрпӳ хулин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайне пырса тивет, Октябрь, Хӗвелтухӑҫ, Куйбышев, Свердлов урамӗсемпе чикӗленет. Карантин вӑхӑтӗнче йытӑсемпе кушаксене палӑртнӑ территорирен илсе тухма юрамасть. Ҫавӑн пекех ҫак чӗрчунсен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене зоопарка е урӑх района илсе каяс тӗллевпе тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тума чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен юсанмалли колонире «Аврора» ятлӑ реабилитаци центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл тӗрмерен тухиччен ҫур ҫул юлнӑ хӗрарӑмсене ирӗкри пурнӑҫа таврӑнма пулӑшать. Реабилитаци центрӗпе «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем паллашнӑ. Унта пӳлӗмсем хӑтлӑ, таса, вырӑн таврашӗ шап-шурӑ. Тренажер залӗ, тӗпел пур. Вӗсене кура юсанмалли колоние лекнӗн те туйӑнмасть. Алкогольпе, наркотикпе туслӑ пулнӑ 10 хӗрарӑм ирӗке тухиччен центрта пурӑнӗҫ. Центр тӗллевӗ – хӗрарӑмсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси, вӗсем йӗплӗ пралук леш енне тек ан таврӑнччӑр. Акӑ Элеонора 15 ҫултах наркотик тутаннӑ. Халӗ вӑл 35-ре, ҫамрӑкскер тӗрмене иккӗмӗш хут лекнӗ. Реабилитаци центрне вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе пынӑ. Вӑл 15-ри хӗрӗшӗн тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӗллевленет, лешӗ ӑна ирӗкре питӗ кӗтет. Центра ахаль лекеймӗн суйлав витӗр тухмалла. Унта хӑйсене лайӑх тытакансем ҫеҫ лекееҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫейре кунашкал центр 2007 ҫулта уҫӑлнӑ. Халӗ унашкалли пӗтӗмпе – 18. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (вӑл коммерци организацийӗн ертӳҫи) 11 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна куншӑн айӑпласшӑн. Арҫын право статусӗн сӑпачӗ пулнӑ май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва управлени ертӳҫи тунӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, депутат 2015 ҫулӑн 1-4-мӗш кварталӗсенче, 2016 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче налук декларацийӗнче суя кӑтарту ҫырнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе налук экспертизи ирттерӗҫ. Депутатӑн пурлӑхне – машинине, пурӑнмалли мар тӑватӑ ҫурта, икӗ ҫӗр лаптӑкне, пурӑнмалли пӳрте – арестленӗ. Пурлӑх хакӗ пӗтӗмпе 7 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан арҫын налукӑн пӗр пайне, пенисене, штрафсене тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмӑн питӗ кача тухас килнӗ ахӑртнех. Кӑҫал ҫуркунне вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ, лешӗ ӑна тӳрех тыткӑнланӑ. Хайхи арҫын хӑй Лондонра пурӑннине, унта тухтӑрта ӗҫленине, арӑмӗнчен тӑлӑха юлнине, ачине пӗчченех воспитани панине каласа кӑтартнӑ. Унӑн Раҫҫее килес килнӗ-мӗн, кунта клиника уҫма палӑртнӑ. Раҫҫее килмешкӗн вара укҫи пулман имӗш, нухрачӗ банкра выртни, унпа хальлӗхе усӑ курайманни ҫинчен юмах ҫаптарнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Юратса пӑрахнӑ арҫынна пулӑшас тесе хайхискер кредит илнӗ, ют ҫӗршыври тӗрлӗ банк счечӗ ҫине укҫа ҫине-ҫинех куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 1,6 миллион ытла тенкӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав арҫынна тупса палӑртас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑмпа сезонӗ пуҫланнӑ май вӑрмансенче ҫынсем час-часах ҫухалаҫҫӗ. Уйрӑмах – Атӑл леш енче. Халӑх унта шур ҫырли, кӑмпа татма ҫӳрет. Канмалли кунсенче ҫӑлавҫӑсем 5 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Шӑматкун Атӑл леш енче Астраханка пӗве ҫывӑхӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна часах тупнӑ. Ҫав кунах Атӑл леш енче Иван-Беляк ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта арҫынпа ывӑлӗ ҫулран аташса кайнӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем вӗсене те хӑвӑртах тупнӑ. Вырсарникун Ҫурҫӗр поселокӗ патӗнче арҫынпа хӗрача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем участковӑйпе пӗрле шыранӑ. Тупнӑ. 43 ҫулти арҫын тусӗн 13-ри хӗрӗпе кӑмпа пуҫтарма кайнӑ-мӗн. Ҫухалса кайни пирки вӑл хӑйех полицие шӑнкӑравласа каланӑ. Йӗрке хуралҫисем лешсем илтчӗр тесе машина ҫинче сирена ҫутнӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та: каҫхи 8 сехет ҫурӑра вӗсене тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Арҫын Улатӑр районӗнчи 8-мӗш колони-посление лекнӗ. Анчах айӑплавне пурнӑҫланӑ чухне вӑл ӗҫлеме хирӗҫленӗ. Ҫавна май вӑл йӗркене пӑснӑ тесе йышӑннӑ, штраф изоляторне ӑсатнӑ. Изоляторта вара уншӑн федераци хыснинчен 5 пин тенкӗ тӑкакланӑ: апат ҫитернӗ тата ытти те. Куншӑн айӑпланнӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчен тытса юлмалла пулнӑ, анчах унта укҫи ҫук. Хайхи арҫын ирӗке тухнӑ. Анчах патшалӑх учрежденийӗнче янтӑ пурӑннӑшӑн тӳлемех тивет ҫав – прокуратура ун тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Миравай судья прокуратурӑпа килӗшнӗ, айӑпланнӑ ҫынран укҫа шыраса илмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |