Чӑваш Ене ҫӳп-ҫап пухмалли ҫӗнӗ контейнерсем илсе килме тытӑннӑ. Хальлӗхе республикӑна 2964 контейнер илсе ҫитернӗ. Ку пӗтӗмпе 37 процент кӑна-ха. Кун пирки ЧР Строительство министерстви пӗлтерет.
Кунашкал евроконтейнерсем икӗ тӗслӗ. Малашне вӗсене ҫӳп-ҫапа уйӑрас тӗллевпе усӑ курма тытӑнасшӑн. Вӗсене хальлӗхе республикӑри 14 района илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: пӗтӗмпе 7 пин ытла контейнер туяннӑ. Унпа «РГ-ЭКОТЕК» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтерет. Тепӗр 4258 контейнера авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен илсе килмелле.
Сӑмах май, ҫӳп-ҫапа уйӑрса пуҫтармалли контейнерсем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула», «Университет» микрорайонсенче, Николаев паркӗнче пур.